Кадет тумĕ мăнаçлантарчĕ, Çитĕнÿ тума çунатлантарчĕ

30 Ака, 2015

«...Татьяна Павловна Ефимова - тăрăшуллă педагог-директор. Вăл хастар пулнăранах вĕренÿ ĕçĕ кунсерен аталанать. Классенче çутă та таса, пур çĕрте те чечексем куçа илĕртеççĕ. Илемлĕ, кирлĕ стендсем те тем чухлех. Хулари шкулсенчен пĕрре те кая мар. Тĕрĕссипе, хăтлă пÿлĕмсене пырса кĕрсен, парта хушшине çĕнĕрен ларас кăмăл çуралать.

Пурнăçра яланах ырри пулмасть çав. Чипер пурăннă чухнех тем сиксе тухма пултарать. Манăн та пĕррехинче утас сукмакăм тумхахланчĕ. Хулари мăнукăма яла илсе килмелле пулчĕ. Ăна шкула вырнаçтарас тесе пĕр директорпа калаçрăм. Хайхискер мана кăшкăрса та пăрахрĕ.

- Хулари ăçтиçук кунта çитмест тата! - терĕ самантрах.

Чуна çав тери йывăр пулчĕ. Хам хуйха Татьяна Павловнăна каласа парсан, вăл мана лăплантарчĕ.

- Мăнукăра хамăр патăмăра йышăнăпăр. Педагогсен кирек епле ачапа та пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Вĕсенчен çĕршыва юрăхлă çынсем тăвасси те пирĕнтен килет, - терĕ лăпкăн çеç.

Паллах, çăмăл пулмарĕ начар вĕренекен мăнукăма çăлма. Йывăр чухне яланах Татьяна Павловна патне чупаттăм, унăн сĕнÿ-канашне ăша хываттăм. Ах, кирек камшăн та вăхăтне хĕрхенместчĕ-çке вăл! Йывăр вăхăтра мана ăнланса алă панăшăн Татьяна Павловнăна çĕре çити пуç таятăп.

Ăна малашне те Турри пулăшса пытăр. Çемьере ăнăçупа тăнăçлăх сунатăп. Вĕренекенĕсем вара яланах çитĕнÿпе кирек ăçта та савăнтарччăр. Чунтан тухакан ырă сăмахсем директора вăй-хăват парасса шансах тăратăп.

Хисеплесе - 1955 çулта Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕнчен вĕренсе тухнă Варвара Алексеевна АНДРЕЕВА.

Инçе çула - пилпе

Чăн та, Варвара Алексеевна сăмахĕсем пурнăçа кĕрсех пыраççĕ. Татьяна Павловнăна вĕренекенĕсем кулленхи пурнăçра пултарулăхĕсемпе хăпартлантараççĕ, çунат хуштараççĕ. Черетлĕ çитĕнÿ - Анатолий Иванович Григорьев ячĕллĕ саккăрмĕш кадет класĕ Мускавран çĕнтерÿпе таврăнни. «Çăлтăрсем» хăйсен ушкăнĕсенчи 12 команда хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕç.

Пысăк ăмăртăва тахçанах тĕплĕн хатĕрленме тытăннă педагогсемпе вĕренекенсем. Уроксем хыççăн çеç мар, тăхтавсенче те репетици ирттернĕ. Бал ташшине вара çитмĕл пиллĕкри Людмила Николаевна Нянина балетмейстр Шупашкартанах килсе вĕрентнĕ.

- Çамрăксене пăхатăп та, тĕлĕнетĕп. Хусканусене час астуса юлса тĕрĕс пурнăçлаççĕ. Ял ачи - хула яш-кĕрĕмĕпе хĕрупраçĕнчен нимпе те кая мар. Кирлĕ пулсан, вĕсенчен пур тĕлĕшпе те иртсе каять. Ара, хресчен ачи ялан утса-чупса çÿрет. Ларма-тăма вăхăт та çук унăн. Шкултан таврăнсан тÿрех ашшĕ-амăшне пулăшма картише васкать çитменнине. Апла пулсан, Калинино хастарĕсем Мускавран çĕнтерÿпе таврăнаççех. Ара, пурте çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлетпĕр те... курса тăрăр, усси пулатех, - тенĕ вăл çирĕплетсе.

Апрелĕн 17-мĕшĕ. Çурçĕр иртни 2 сехет те 30 минут. Шкул умне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕ. Женя Крыловăн амăшĕ пĕтĕм класс валли пĕр пысăк курупкă тутлă канфет йăтса çитнĕ.

- Ах, Альбина Ванифатьевна, хаклă йышшинех илмелле марччĕ ĕнтĕ, - тесен çийĕнчех хуравне те тупрĕ.

- Вăрăм çула каяççĕ ачасем. Çиччĕр кăмăлĕсем туличчен, çĕнтерÿпе таврăнччăр тăван тăрăха, - терĕ çемçе кăмăллă хĕрарăм.

Никита Ивановăн амăшĕ те пушă алăпа килмен. Хастар çамрăксем валли тутлă кукăльсем пĕçерме те ÿркенмен.

- Хăй вăхăтĕнче Вера хĕрĕм кадет ушкăнĕн-че вĕренетчĕ. Вĕсем 2012 çулта Мускавран та çĕнтерÿпе таврăннăччĕ. Питĕ хĕпĕртенĕччĕ ун чухне пирĕн çемье. Паянхи кадетсем те пысăк хуларан çитĕнÿпе килессе шансах тăратăп. Эпĕ янтăланă кукăльсем вăй-хăват параççех вĕсене, - çирĕплетрĕ Татьяна Ивановна.

3 сехетре автобус вăрăм çула тапранчĕ. Мус-кавра Пĕрремĕш кадет корпусĕнче чарăнчĕç. Унта вĕсене Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕ Эрик Васильевич Васильев полковник кĕтсе илчĕ. Офицер хăй унта ĕçленине кура хăнасене çак корпуса вырнаçтарчĕ. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕм валли кăсăклă экскурси йĕркелерĕ.

Апрелĕн 18-мĕшĕ. Мускаври пĕртăван Знаменскисен Олимп центрĕ. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие килнĕ кадетсем малтанах çухалса кайрĕç. Кайран хăйсене алла илсе çĕнтерме тĕллев лартрĕç.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Рес-публикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Валерьевич Волков та пырса çитрĕ мероприятие.

- Эп хам та юнпа та, чунпа та чăн-чăн чăваш. Чăвашсене хисеплетĕп, юрататăп. Тупăшăва килнĕ çамрăксем вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар. Ял ачисен канма вăхăт çук. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Çакă та хăйне евĕр спорт, утă çулса типĕтеççĕ, касăва каяççĕ, пахчара тăрмашаççĕ. Мĕнех, ентешĕмсене ыррине çеç сунатăп, - терĕ Леонид Валерьевич сăмах илнĕ май.

Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăннă Диана Иссаковăпа Лена Тарасова çăкăр-тăварпа тухрĕç жюри членĕсен умне. Уçă та хитре сассисемпе янраттарчĕç пысăк зала чăвашла та вырăсла.

- Çакă çавра çăкăрта

Çĕр-аннемĕрĕн сĕткенĕ пур,

Вăл сире пурнăçра

Ăнăçу, телей кÿрсе пытăр!

Жюри членĕ Борис Андреевич Дурнев контр-адмирал хăй шухăшне пĕтĕм халăх умĕнче палăртрĕ.

- Çак ачасем çине пăхса лартăм-лартăм та... хама çĕнĕрен çуралнăнах туйрăм. Мĕнле хитре те хастар çамрăксем вĕсем! Ан çилленĕр те, ырă шăршăллă та кăпăшка, техĕмлĕ çăкăра çуррине хамах касса илетĕп. Эпĕ ĕçчен чăваш пĕçернĕ çăкăрне питĕ-питĕ юрататăп, - терĕ вăл хăпартлансах.

Виçĕ номинаципе иртрĕ хĕрÿ конкурс. Автомат сÿтсе пуçтарса, стройпа утса хастарлăхĕсемпе палăрчĕç «Çăлтăрсем». Тăван çĕршыв историпе çыхăннă ыйтусене тĕп-тĕрĕс хуравланăшăн чи пысăк балпа хакларĕç. «5.» палла тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле вара пĕрремĕш вырăна тухрĕç Вăрнарсем.

- Маттурсем, эсир чи вăйлисем! - хавхалантарчĕç жюри членĕсем ачасене.

 

Таня сăнарĕ куç умĕнчех-ха...

Эрик Васильевич Васильев полковник тăрăшулăхне пула ачасем Хĕрлĕ лапамра, Пуçтаăм сăртĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине сăнлакан Тĕп музейра пулса курчĕç. Уйрăмах кураври «Курск патĕнчи çапăçу», «Берлина штрумлани», «Сталинград патĕнчи çапăçу», «Ленинград блокади» диорамăсем чунĕсене пырса тиврĕç. Куçран куççуль кăларттарчĕç.

- Вăрçă нуши-тертне хамăр курса асапланнă пекех туйрăмăр. Мĕнле хăрушă вăхăт пулнă, тĕнче айăн-çийĕн пăтраннă... Этем ывăл-хĕрĕшĕн калама çук пысăк хуйхă йăтăнса аннă, - терĕç кадетсем ассăн сывласа.

«Ленинград блокади» диорама пÿлĕмĕнче - чĕре çурăлса каймалла ÿкерчĕк. Художник стена çине те хăрушă вăрçă вăхăтне ĕненмелле сăнарланă. Акă кунтах Ленинградри кĕçĕн класра вĕреннĕ Таня Савичевăн дневникри йĕркисене вулама пулать. Выçăпа тата сивĕпе унăн юратнă çемйи куçĕ умĕнчех вилсе пĕтнине çырса пынă вăл. Вуланăçемĕн - чун сÿ! тăвать. Çурăм тăрăх сивĕ тар чупать. Экскурсовод Савичевсен çемйи пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

Пысăк та туслă çемьере çуралнă Таня. Ашшĕпе амăшне, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсене Женьăпа Нинăна, Лекăпа Мишăна çав тери юратнă вăл. Ашшĕ усламçăра вăй хунă, хулара пекарня тытнă. Анчах 30-мĕш çулсенче вĕсен пурлăхĕсене туртса илнĕ. Пысăк çемьене хуларан аякка ăсатнă. Çитмен пурнăç, укçа çукки, сивĕсем тата выçлăх - çаксем йăлтах ашшĕне чире янă. Кĕçех çĕре кĕнĕ çемье пуçĕ. Инкек хыççăн Ленинграда каялла таврăннă Савичевсем. Ашшĕн тăванĕсем Васьăпа Леша пиччĕшĕсем çывăхнерех тĕпленнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Савичевсем Хĕрлĕ Çара вăйлă пулăшнă. Нина окопсем чавнă, Женя аманса суранланнисем валли юн панă. Амăшĕ салтаксем валли тумтир çĕленĕ. Лека Лешăпа Вася пиччĕшĕсемпе пĕрле фронта кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах военкоматран пурне те каялла янă. Лекăн куçĕ япăх курнă, Лешăпа Вася пиччĕшĕсен салтака кайма вăхăчĕсем иртнĕ иккен.

1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕ. Ленинграда блокадăна илнĕ. Выçлăх кĕркунне иртнĕ те хаяр сивĕсем çитнĕ. «Мĕнле те пулин çак йывăрлăха чăтса ирттермеллех пирĕн», - тенĕ Савичевсем.

Пĕррехинче Таня килĕнче Нина аппăшĕн кун кĕнекине тупнă. Ăна хĕрача хăйĕн шкапне пуçтарса хунă. Кĕçех çав страницăра хурлăхлă хыпар шăрçаланнă. «1941 çул, декабрĕн 28-мĕшĕ. 12.00 сехетре Женя вилчĕ».

Женя, заводра ырми-канми ĕçлекенскер, аманнă салтаксем валли çаплипех юн пама çÿренĕ. Выççа тата сивве чăтаймасăр Нина аллинче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă вăл.

Çак хăрушă инкек хыççăн уйăх та иртмен, хĕрача каллех дневникне уçнă. «1942 çул, январĕн 25-мĕшĕ. 15. 00 сехетре асанне вилчĕ».

Çитмен пурнăçа пула Едокия кинемей кунсерен начарланнă. Хăй çиес апата та мăнукĕсен умне хурса панă. Йăлтах вăйран кайсан тухтăрсем ăна стационара кайма сĕннĕ. Хайхискер хирĕçленĕ, «Унта вырăн йышăнмастăпах... Аманнă салтаксем сипленччĕр, вĕсене халĕ питĕ йывăр», - тенĕ.

1942 çулхи февралĕн 28-мĕшĕ. Нина ĕçрен киле таврăнман. Çак кунхине Таня дневникне нимĕн те çырман. Аппăшĕ кĕçех çитетех тесе шухăшланă.

Лека та яланлăхах «кайнă»... «1942 çул, мартăн 17-мĕшĕ. Лека ирхи 6.00 сехетре пурнăçран уйрăлчĕ». Тепĕр йĕркере, «1942 çул, апрелĕн 13-мĕшĕ. Çурçĕр иртни 2 сехетре Вася пичче вилчĕ».

Леша пиччĕшĕ утайми пулнă. Тăванĕсем вăл еплерех асапланнине курса нушаланнă. Таня каллех аллине кăранташ тытнă. «1942 çул, май уйăхĕн 10-мĕшĕ. 16.00 сехетре Леша пичче вилчĕ».

Çакăн хыççăн вăйран кайнă хĕрача хăй дневникне пытарса хунă. Виçĕ кун иртсен каллех чĕтрекен аллисемпе ăна ирĕксĕррĕн туртса кăларнă. «1942 çул, май уйăхĕн 13-мĕшĕ. 7 сехет те 30 минутра анне вилчĕ. Савичевсем пурте вилчĕç. Пурте вилсе пĕтрĕç. Пĕр Таня çеç тăрса юлчĕ».

Кун хыççăн Таня пурнăçĕ пушшех йывăрланнă. Ним тăвайман енне асламăшĕн тăванĕ патне çул тытнă вăл. Анчах лешĕ хĕрачана тарават пулман. Ĕçе тухса кайнă чухне Евдокия пĕчĕкскере урама кăларса хăварнă. Киле çурçĕр иртсен çеç таврăннă хĕрарăм. Унччен вара Таня урамра е подьездра ăна кĕтсе ларнă. Сĕм тăлăх чун выçăпа куллен-кун начарланнă. Кĕçех ураран ура иртми пулнă, пуçĕ ыратнă. Туберкулез аптăратнă.

1942 çулхине ача çуртне янă Таньăна. Хыççăн 1944 çулта - инвалидсен çуртне. Медицина кĕнекинче ун çинчен çапларах çырнă, «Суккăр, дистрофи, выçăпа пĕтсе вăйран кайнă, цинга...». 1944 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчепе яланлăхах сывпуллашнă Таня... Çапла, Нина аппăшĕпе Миша пиччĕшĕ сывă юлнине пĕлмесĕр ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă пурнăçа юратакан Савичевсен кĕçĕн хĕрĕ... Çав кунхине Нина аппăшне ĕçрен ыттисемпе пĕрле эвакуациленĕ. Ĕç-пуç хăвăрт пулса иртнĕрен кун пирки ниепле те тăванĕсене пĕлтерме ĕлкĕреймен вăл. Фронтран Миша пиччĕшĕ те аманса таврăннă. Нина йăмăкĕн кун кĕнекине Евдокия патĕнче тупнă...

- Таня, Танюша... Виççĕмĕш класра çеç вĕреннĕ хĕрача тата унăн çемйи ирсĕр тăшмана пула вилнĕ. Пирĕнтен те кĕçĕн Таня та пурнăçран уйрăлнă... Чылайранпа ăшне пĕр çăкăр тĕпренчĕкĕ яманскере пурăнма мĕн тери йывăр пулнине чĕререн ăнланатпăр... Паянхи пурнăçра çăкăр татăкне хисеплеменнисене çак музея илсе килесчĕ, - терĕç тарăн шухăша путнă кадетсем.

 

Генерал-майор тумĕ, контр-адмирал çăкăрĕ...

Киле пуçтарăнма вăхăт. Мускавра пулса тĕрлĕ çĕре çитни - ĕмĕр асра юлмалли пулăм. Автобуса лариччен ачасем патне Михаил Петрович Григорьев генерал-майор пырса çитрĕ. Вăл хăй тумне шкул музейне парнелесси пирки хыпарларĕ.

- Ача чухне хам та сирĕн пекех Калинино шкулĕн сукмакне такăрлатнă. Аслисен сăмахĕнчен нихăçан та иртмен эпĕ. Вĕсем калани - саккунччĕ маншăн. Çавăнпах çĕршывăма юрăхлă çын пултăм. Ывăлăмсем те хамăн çулпах кайрĕç. Иккĕшĕ те полковник. Мăнукăмсем те çар çыннисемех. Эсир те, ачасем, вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем туса пырсассăн, ĕмĕтĕре пурнăçа кĕртетĕрех. Ÿсĕмĕ пысăк сирĕн, Мускавра çĕнтертĕр. Маттурсем! - тесе хăй тумне çар çынни пулас ĕмĕтпе çунса пурăнакан Эдик Константинова тыттарчĕ. - Санăн та Эдик, генерал пулмаллах. Курса тăрăн, манăн пилĕм çитетех.

Автобус тапранчĕ. Кашнин аллинче - кучченеç. Çаксем йăлтах Валерий Андреевич Федоров контр-адмирал кучченеçĕсем. Вăл та хăй вăхăтĕн-че Калинино шкулĕнче ăс пухнă.

- Ачасем, сирĕн çитĕнÿшĕн мĕн тери савăнтăм! Эсир, чăвашсем, пысăк хулари ытти кадетсене хыçа хăварса çĕнтерÿ картлашки çине хăпарма пултартăр. Пултарулăхăра курса хам та тĕлĕнтĕм. Чăнах, сирĕнпе мăнаçланатăп! Сирĕн пек чухне эпĕ Мускава мар, Шупашкара çитсе курайман. Ара, тăхăнмалли тум-юм пулман та, намăс пулнă ун пек çĕрте çÿреме. Паян сире ăсатма пушă алăпа килмерĕм. Каяс çулăр вăрăм, хырăм выçать. Çакна шута илсе тулли сумкăпа васкасах çитрĕм. Хырăм выççи - вăйă мар. Çитмен пурнăç тути-масине хам та тутанса курнă. Çимелли пулманран вăйран та кайнă. Тепĕр чухне хырăм выççине кĕнеке вуласа ирттереттĕм. Сирĕн, паянхи ăрăвăн, ун пеккине курмалла ан пултăрччĕ, - терĕ çар çынни.

- Нумай пулмасть куравран Таня Савичевăшăн кулянса тухрăмăр. Халĕ акă Валерий Андреевичшăн чун ыратрĕ. Вĕсене выçлăх çулĕсем мĕн тери асаплантарнă-çке, - терĕç хĕрачасем пĕр-пĕринпе шăппăн пуплесе.

Валерий Андреевич - ăслă, çемçе чунлă çын. Пурнăç шăпи ăна ачашласа, пуçран лăпкаса ÿстермен. Канăçсăр çилсем унăн шухăшĕсене ăçта кăна илсе çитермен-ши. Шăрăхне те, сиввине те, йÿççипе тутлине те, хурапа шуррине те сахал мар тÿснĕ. Çиме çăкăрĕ те, тăхăнма тумĕ те пулман. Апла пулин те шкулта лайăх вĕреннĕ. Пĕррехинче учитель, «Ыран пурте Шупашкара экскурсие каятпăр», - тесе пĕлтернĕ. Валерий Федоровпа унăн тусĕ Коля Сорокин кивелнĕ, пуçĕсене çÿлелле çĕкленĕ кирза аттисем çине пăхса илнĕ те вăтанса кайнă. «Çук, эпир ниçта та каймастпăр! Килте ĕç нумай», - тесе хирĕçленĕ. Ăшĕсенче вара хулана каяс текенсене çав тери ăмсаннă. Тепрехинче истори учителĕ Александра Федоровна Федорова Валерие доска умне кăларнă. Сасартăк арçын ачан куçĕсем умĕнче тем «ташлама» тытăннă, пуçĕнче тем кашланă, урисем лĕнчĕр кайнă та урайне тĕшĕрĕлсе аннă... Ара, нумай чухне ăша пĕр тĕпренчĕк апат ямасăр шкула тухса утнă-çке вăл. «Хăçан тăраниччен мĕн те пулин çисе курăпăр-ши.» - тесе пĕрре мар ĕмĕтленнĕ. Пĕррехинче тусĕпе, Кольăпа, хитре çĕçĕсем туса сутма шухăшланă вĕсем. Хайхискерсем, чăн та, çырмара ĕçе пуçăннă. Ĕçĕ кал-кал пынă, хитре çĕçĕсем тем чухлех туса тултарнă. Анчах сутма нихăшĕ те пултарайман.

- Эккей, эпир усламçă пулаймастпăр иккен. Выçса вилсен те çынна хамăр япаласене сĕнейместпĕр, - тенĕ туссем ассăн сывласа.

...Умри йывăрлăхсене парăнтарса çар çынни пулса тăнă Валерий Андреевич. Хастарлăхĕпе тăрăшулăхне кура ăна пĕррехинче Америкăри пысăк карап пуçлăхĕ,

- Сире парнепе савăнтарас килет. Калăр, тархасшăн, мĕн кирлĕ. - ăшшăн калаçнă хайхискер.

- Çĕçĕ, Америкăра туса кăларни, - тенĕ ним шухăшламасăрах.

- Çĕçĕ. Мĕн тăватăн эсĕ унпа. Ыйт-ха пĕрех хутчен урăххи, - шалт тĕлĕннĕ урăх çĕршыв çынни.

- Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар. Ачаранпах ĕмĕтленнĕ эпĕ ун пирки. Сирĕн парнĕрпе çăкăр касса çиесчĕ, - пулнă кĕске хурав.

Ырă кăмăллисене - тав!

Тунтикун, апрелĕн 20-мĕшĕ. Шкулта хаваслă линейка. Çĕнтерÿçĕ кадетсем çине пурте хавассăн пăхаççĕ, юнгăсемпе пограничниксем, космонавтсемпе спецназсем.

- Эпир Мускавра чухне ыттисем те ахаль ларман иккен. Кадетсем пысăк хулари ăмăртура 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăхăтра, шкулти ачасем те районти çăмăл атлетика тупăшăвĕнче пĕр- ремĕшсем пулса тăнă. Куратăр-и, эпир пурте пултаруллă. Педагогсем те, вĕренекенсем те çанă тавăрсах ĕçлетпĕр. Çитĕнÿ патнелле ăнтăлатпăр. Малашне те хамăр шкул ятне çÿлтех тытасчĕ. Авă кадетсен хастар командирĕ Катя Судова «Орленокра» канса килчĕ. Унта та вăл пур енĕпе те палăрнă. Кашни конкурс-ăмăртура çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă. Çитес вăхăтра вара тепĕр кадета Женя Крылова «Артека» ярăпăр. Мускавра жюри членĕсене те тĕлĕнтерчĕ вăл хăй ăсĕпе. Тăван çĕршывпа çыхăннă истори ыйтăвĕсене чи лайăх хуравлаканни пулчĕ. Апла пулсан, «Артекра» та чи-чи лайăххисен йышне лекессе шансах тăратпăр, - терĕ Татьяна Павловна ачасене.

Юрать çĕр çинче ырă чĕреллĕ çын сахал мар. Калинино шкул ачисене хастар çынсем спонсорла пулăшу паман пулсан, вĕсем Мускава çитсе хăйсен пултарулăхĕпе жюри членĕсене тĕлĕнтереймен пулĕччĕç.

- «ТУС» АХО генеральнăй директорне Николай Угаслова, Вăрнар районĕн ентешлĕх ертÿçине Андрей Васильева, Калинино райповĕн канашĕн председательне Венера Николаевăна, Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн директорне Федор Волкова, «Броневик» хуçалăх ертÿçине Владислав Репина, «СНЕГ» пĕрлешÿ ертÿçине Евгений Паршина, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорне Николай Аливанова - çĕре çити пуç тайса ырăран та ырă сăмахсем çеç калатпăр. Хас-тар ачасемшĕн укçи-тенкине шеллемерĕç. Çавăн пекех Чăваш енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсене те тем пысăкăш тав! Хамăр ентешĕмĕрĕн Эрик Васильевич Васильев полковник пултарулăхĕнчен паянхи кунччен тĕлĕнме пăрахаймастпăр. Вăл пире тарават кĕтсе илчĕ, çавăн пекех ăсатса ячĕ. Мускавра пулнă кунсенче пирĕн-тен пĕрре те уйрăлмарĕ. Эпир ăçта, вăл - унта. Ывăннине пĕлмесĕр пăрчăкан пек çÿрерĕ, ларса канма пĕлмерĕ. Пире экскурсие илсе çÿреме пĕрре те ÿркенмерĕ. Тĕрĕссипе, пĕр çемьери пек пурăнтăмăр. Çынна пулăшаканăн алли типмест, çавăнпа та пире ăнланса пулăшу паракансен яланах çулĕ такăр пултăр. Сывлăхĕсем те аллисенчен çавтăнсах çÿреччĕр, телейĕсем те хыççăн чупса хăйсене хăваласа çитчĕр, - терĕ Татьяна Павловна пурне те ăшшăн аса илнĕ май.

...Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. Математика вĕрентекенĕ Анатолий Мануилович Павлов директор пÿлĕмне васкарĕ. Сывлăх суннă хыççăн,

- Татьяна Павловна, паян та тĕлĕкри пек çÿретĕп. Кадетсен çитĕнĕвĕпе хĕпĕртенĕрен çапла туятăп. Мускавра иртнĕ ăмăртура ÿкернĕ видеона киле парса ярсамăр, тархасшăн. Пĕччен, никам кансĕрлемен чухне хăпартланса пăхам. Тĕрĕссипе, пирĕн кадетсем çĕнтерессе пĕрре те иккĕленмен эпĕ. Ара, 22 кадетран сăмахран, 11-шĕ математикăна «5»-лĕх пĕлеççĕ пулсан, ытти предметсене те юратса вĕренеççĕ. Пĕчĕккĕнех çитĕнÿ еннелле ăнтăлаççĕ. Савăнăç мар-и çакă, - терĕ педагог.

Çитĕнÿ пĕччен килмест. Çавăнпа та шкул директорне Татьяна Павловна Ефимовăна, физкультура вĕрентекенне Лев Николаевич Ефимова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне Галина Кирилловна Лукинана, класс ертÿçине Надежда Владимировна Тикиневăна тата кĕçĕн класенче вĕрентнĕ Марина Валентиновна Матвеевăна пысăк тав калаççĕ кадетсем!

- Паянхи çитĕнÿ пирки эпир кадет тумне тăхăнсанах ĕмĕтленнĕ. Вăл пурнăçа кĕни - виçесĕр савăнăç! - хăпартланчĕç кадетсем.

Шупашкар - Калинино - Мускав.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕсем.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.