Луиза ВАСИЛЬЕВА

18 Çурла, 2016

Маринăпа Юля

Каç пуларахпа, хĕвел анас чухне, кăнтăртан кăваккăн-шуррăн курăнса катрамланнă çумăр пĕлĕчĕсем тухрĕç. Çакна пула Марина, тем пек шыва кĕрес килсен те, пĕве хĕррине кайма шухăшламарĕ. Вара çурт çумĕнчи сак çине пырса ларчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсене сăнама тытăнчĕ. Акă, çиçĕм çиçрĕ. Майĕпен аслати кăлтăртатса иртрĕ.

11 Çурла, 2016

Çут çанталăк илемĕ тыткăнлать ăна

Тем тесен те, ял хăйĕн илемĕпе çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чуна тыткăнлать. Çулла пушшех те. Çавăнпа та чылай ача каникула ялтах ирттерет. Килте кăмăл туличчен ĕçлеме, ун хыççăн канма, шыва кĕме аван.

28 Утă, 2016

Тинĕс шавĕ кăмăла çĕклетĕр

«Тинĕс...Кăн-кăвак, сенкер çутă, сип-симĕс... Тĕрлĕ чечексен пысăк кăшăлне салатса сапса янăнах туйăнать. Аякка-аякка çити сарăлса выртать вăл, вĕçне-хĕррине те тупаймас-тăн, нимĕнле куçпа виçеймĕн! Умра тĕнче куçкĕскийĕ выртать тейĕн. Тинĕс шавлать, канăçсăррăн хумханать.

21 Утă, 2016

Чун ыратăвĕ

Липецк облаçĕнчи Задонск хулинчи скверта скульптура ушкăнĕ. 12 ачана пурнăç парнеленĕ Мария Матвеевна Фролован тата вăрçа пула пурнăçран уйрăлнă сакăр ывăлĕн палăкĕсем... Михаил, Дмитрий, Константин, Тихон, Василий, Леонид, Николай, Петр — пурте ашшĕ-амăшне, хăйсен çемйине, Тăван çĕршыва юратнă, пысăк шухăшсемпе çунатланса пурăннă. Анчах ылханлă вăрçă вĕсен çутă ĕмĕчĕсене самантрах татнă...

Мария Матвеевна мăшăрĕн-чен, Георгий Игнатьевичран, кĕçĕнрех пулнă. Ĕçчен те сатур, лавкка тытса тăракан çамрăк мăнкун умĕн Мария патне пынă, качча тухма ыйтнă.

14 Утă, 2016

Каникулта та кану çук

— Музыка вăл мĕн тери хăватлă та вăйлă, — тет Оля Павлова. — Ăна нимĕнпе те танлаштараймăн. Юрă итлесе ларнă май эпĕ таçта та çитетĕп. Хама сăпкари пекех туятăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Юрă-кĕвĕ çынна кăна мар, чĕрчуна та, ÿсен-тăрана та хăват парать.

Pages