каникул

14 Утă, 2016

Каникулта та кану çук

— Музыка вăл мĕн тери хăватлă та вăйлă, — тет Оля Павлова. — Ăна нимĕнпе те танлаштараймăн. Юрă итлесе ларнă май эпĕ таçта та çитетĕп. Хама сăпкари пекех туятăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Юрă-кĕвĕ çынна кăна мар, чĕрчуна та, ÿсен-тăрана та хăват парать.

18 Çĕртме, 2014

Ăс-тăнпа ÿт-пÿ пиçĕхĕвĕ - чи кирли

Шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн чи савăк вăхăт - çуллахи кунсем. Вăрăм каникула мĕнле, ăçта ирттерессине чылайăшĕ малтанах палăртса хурать. Ялта çывăх тăванĕсем, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пур тăк хулари ачасем пăчă хваттерте тăрса юлмаççех.