Комментари хушас

5 Çĕртме, 2015

Хăтлă автобус çула йыхăрать

Ачасен каникул пуçланчĕ, анчах вĕсенчен чылайăшĕ тăван шкултан уйрăлма васкамасть-ха - çуллахи лагере çÿрет. Вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатас тĕллевпе аслисем вĕсене тĕрлĕ вырăна экскурсие илсе çÿреççĕ. Шкулăн автобус пур-тăк урăх ял-хулана пĕр-пĕр мероприятие çитесси те ансат. Эппин, вĕренÿ, кану пахалăхĕ учрежденин техника пурлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри 17 шкула çĕнĕ автобуспа тивĕçтерчĕç. Çакнашкал транспорт уççине шкул представителĕсене парасси, йăлана кĕнĕ пекех, официаллă лару-тăрура иртрĕ.

Çак кун шăпах тата Чăваш Еншĕн уяв питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ - чылай çул кĕтнĕ "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕн алăкĕсем уçăлчĕç! Çавна май тĕп хулана килсе çитнĕ сумлă хăнасенчен пĕри - Владислав Третьяк, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле шкулсене автобуссем панă мероприятие те хутшăнчĕ.

- Хальхи вăхăтра республикăра пин ытла ялти ачасене тĕп шкулсене çитерме куллен 297 автобус çула тухать. Вĕ¬семсĕр пуçне транспортăн асăннă 32 хатĕрĕпе тĕрлĕ учрежденин вĕренекенĕсене культурăпа спорт мероприятийĕсене илсе çÿреççĕ. "Шкул автобусĕ" программăна пуçланă чухнехи техника кивелме ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Технопарка çĕ-нетсех тăрасси ача-пăча хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе çы-хăннă. Çакна асра тытса кăçал 2006 çулта кăларнă автобуссене пăрахăçласа шкулсене хăтлăрах çĕнĕ техникăпа тивĕçтерме май тупрăмăр. Паян 17 шкултан килнĕ ушкăн тăван тăрăхне вĕсемпе таврăнĕ, - ăнлантарчĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Михаил Игнатьев уçăсене вĕренÿ учрежденийĕсен представителĕсене париччен çакна палăртса хăварчĕ. Юлашки çулсенче çитĕнекен ăрăва пахалăхлă пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшса республика чылай ырă пуçару тунă. Шкулсенче столовăйсене çĕ-нетнĕ, физкультура залĕсене юсас, пурлăхпа тивĕçтерес ĕç аван пырать.

- Çĕршыва юрăхлă вăйлă та пултаруллă çамрăксем çитĕнтерес тĕлĕшпе шкул автобусĕсен - хăйсен тÿпи. Ачасен ăс-тăнне, пултарулăхне аталантармашкăн вăл пуррипе вĕренекенсемшĕн çĕнĕ çулсем уçăлаççĕ, - çирĕплетрĕ Михаил Васильевич.

Вĕр-çĕнĕ сарă хăтлă автобуссем умне кĕпĕрленнĕ ачасен тата вĕрентекенсен сăнĕнче - савăнăç. Акă, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул ертÿçин çумĕ Эдикт Волков калашле, "тен, хăтлă техника пулăшнипе уçман çеремсем те уçăлĕç-ха?" Ку шкулăн çитĕнĕвĕсем ахаль те начар мар - 2014 çулта Раççейри ялти 200 чи лайăх шкул йышне кĕнĕччĕ. Лайăххин вĕçĕ-хĕрри çук. Сăмах май, район центрĕнчи шкула куллен 40 яхăн ялтан /!/, çав шутра кÿршĕ районсенчен те, ачасене илсе çÿреççĕ. Автобус кирлĕлĕхĕ пирки тавлашма-и кун пек чухне!

Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн директорĕ Александр Можаев çĕнĕ автобус нумай енчен хăтлăраххине палăртрĕ: çыхăнмалли ремень меллĕ, спутник навигацийĕн ГЛОНАСС тытăмне тÿрех вырнаçтарнă, ачасене хĕллехи вăхăтра ку транспортра сивĕ пулмĕ.

Республика ертÿлĕхĕ хăйсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнине çамрăк ăру ăнланать. Акă, Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма вăтам шкулĕнче вĕренекенсем автобус уççине илмешкĕн пушă алăпа килмен. Тĕрлĕ тĕслĕ хăюсенчен хăйсен аллипе ăсталанă тĕрре Чăваш Ен Пуçлăхне парнеленĕ май вĕсем вĕренÿре тăрăшуллă пулма, çĕршыва юратма сăмах пачĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.