Ăс-тăнпа ÿт-пÿ пиçĕхĕвĕ - чи кирли
Шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн чи савăк вăхăт - çуллахи кунсем. Вăрăм каникула мĕнле, ăçта ирттерессине чылайăшĕ малтанах палăртса хурать. Ялта çывăх тăванĕсем, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пур тăк хулари ачасем пăчă хваттерте тăрса юлмаççех. Вăхăта усăллă ирттерме ыттисем мĕнлерех майсем тупаççĕ-ха?
Республика ертÿлĕхĕ ачасен çуллахи канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелес ыйтăва айккине пăрмасть. Хула тулашĕнчи лагерьсене çак тапхăрта туллин ĕçлеттернисĕр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан кашни учрежденирех шкул çумĕнчи лагерь йĕркелессине йăлана кĕртнĕ.
Мĕнлерех канаççĕ-ха вĕсенче ачасем? Çамрăк организма юрăхлă апатланаççĕ-и, ÿт-пĕве пиçĕхтерме е ăс-тăна, пултарулăха аталантарма майсем çителĕклĕ-и? Çак ыйтупа кăсăкланса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вырăна тухса курма тĕв турĕç. Тĕп хулари 37-мĕшпе 47-мĕш шкулсен çумĕнчи лагерьсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.
Уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 37-мĕш шкулта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 924 ача пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 93-шĕ "Çу - кĕске пурнăç" программăпа йĕркеленĕ лагере çÿрет. Асăннă программа сюжет-роль вăййипе никĕсленнĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă лагерь уйăх вĕçленичченех тăсăлĕ. "Хаваслă стартсем", "Чап минучĕ", стена хаçачĕсен конкурсĕсем, КВН - ачасем хавхаланупа кĕтекен савăк мероприятисем. Паллах, республика ертÿлĕхĕнче тăрăшакан сумлă çынсем килсе çитнĕ ирхи зарядкăна та кашниех нумайлăха ас туса юлĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 47-мĕш шкул çумĕнчи "Топотушки" лагере 1-6-мĕш классенче вĕренекенсем 119-ăн çÿреççĕ. Ачасен канăвне кăсăклă та хаваслă йĕркелессишĕн 8 вожатăй тăрăшать. Сăмах май, ушкăнсене ертсе пымашкăн ку пĕлÿ учрежденийĕнче çамрăк специалистсем йышлă пулнипе меллĕ: 30 çула çитмен вĕрентекенсем шкулта 14-ăн. Аслă классенче вĕренекен лидерсем те вĕрентекен-вожатăйсене пулăшса пыраççĕ.
...Чечек клумбисене ачасен пĕр ушкăнĕ калчасем лартнине курсан Михаил Игнатьев вĕсем патне пымасăр чăтаймарĕ.
- Ÿсен-тăран лартакан çын усал пулмастех. Эсир ĕçе хăнăхса çитĕнни пархатарлă. Çĕр çинче тăрмашма кăмăллакан çын Тăван çĕр-шывне те юратать, - сăмахĕ ачасен чунĕсене витертĕр тесе хăй те пĕшкĕнчĕ, темиçе чечек лартрĕ.
Шкул ачисен сывлăхне çирĕплетесси - çуллахи лагерĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çавна май спорт лапамĕ пушанса та курмасть ку яхăнта. Хăнасем пынă кун кĕçĕн классенчисем эстафетăра тупăшатчĕç. Çулталăк каялла янтăланă баскетбол площадкинче аслăраххисем шавлатчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйсем патне пушă алăпа мар, парнесен пысăк çыххипе килнине курсан /волейбол, теннис мечĕкĕсем, теннис ракеткисем т.ыт.те/ арçын ачасемпе хĕр ачасен кăмăлĕ тата хăпартланчĕ.
Тутлă апатсăр вара кăмăл-туйăм çĕкленÿлĕхĕ пирки калаçма пулать-и? Шкул столовăйĕнче техĕмлĕ апат хатĕрлеме условисем çителĕклĕ. Кунта хальхи йышши оборудовани лартнă, сĕтел-пукан - çĕнĕ, тÿлеве карточка тытăмĕпе йĕркеленĕ. Кăçал лагерь валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрманнине пула ачасене кунне икĕ хут вĕри апат çитернĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тÿлет иккен, сменăна - 1107 тенкĕ.
- Манăн шухăшăмпа, ачасен кăмăлне тивĕçтерессишĕн лагерьсем аван тăрăшаççĕ. Хамăр ÿснĕ вăхăтрипе паянхи çул çитмен граждансен пурнăçне танлаштарма май та çук. 5-мĕш класранпа вырăнти хуçалăх ĕç-хĕлне хастар хутшăннă, кану çинчен ĕмĕтленмелли çеç юлатчĕ. Çакăншăн пĕртте ÿкĕнместĕп - кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ çавăн чухне туптаннă ĕнтĕ, - палăртрĕ Михаил Васильевич ачасене вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме сунса.