Мал ĕмĕтлĕ

28 Утă, 2016

Тинĕс шавĕ кăмăла çĕклетĕр

«Тинĕс...Кăн-кăвак, сенкер çутă, сип-симĕс... Тĕрлĕ чечексен пысăк кăшăлне салатса сапса янăнах туйăнать. Аякка-аякка çити сарăлса выртать вăл, вĕçне-хĕррине те тупаймас-тăн, нимĕнле куçпа виçеймĕн! Умра тĕнче куçкĕскийĕ выртать тейĕн. Тинĕс шавлать, канăçсăррăн хумханать.

17 Ака, 2014

Чăваш Ен çамрăк космонавчĕсем республикăри X слета хутшăнчĕç

2014 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунĕ ячĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче «Пире космос чĕнет!» ятпа çамрăк космонавтсен X слечĕ иртрĕ. Кăçал ăна Чăваш Ен мухтавлă ывăлĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалларăмăр.