Чăваш Ен çамрăк космонавчĕсем республикăри X слета хутшăнчĕç

17 Ака, 2014

2014 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунĕ ячĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче «Пире космос чĕнет!» ятпа çамрăк космонавтсен X слечĕ иртрĕ. Кăçал ăна Чăваш Ен мухтавлă ывăлĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалларăмăр. Унта çĕре яхăн вĕренекен, çамрăк космонавтсен чи лайăх çирĕм икĕ отрячĕ тата республикăри вун сакăр муниципалитет хутшăнчĕ.

Слета космонавт летчикăн аса илÿ комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Хисеплĕ хăнасем хушшинче «Байконур» космодром ветеранĕ Евгений Южалин, «Плесецк» космодром ветеранĕ Евгений Шашкин, Хусанти наци тĕпчев техника университечĕн аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрлекен управлени пуçлăхĕ Динар Габидуллин, ЧР Вĕренÿ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Ракова, «КАИСТ» управляющи кампанийĕн директорĕ Владимир Федоров пулчĕç.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн çамрăк космонавчĕсемпе кадечĕсем акципе килĕшÿллĕн флешмоб тата плац-концерт ирттерчĕç. Пуçтарăннисемшĕн кĕтмен парне евĕрех туйăнчĕ вăл. А.Г. Николаев вил тăпри умне чечексем хунă хыççăн çамрăк космонавтсем пĕрремĕш хут строй хатĕрленĕвĕн конкурсне хутшăнчĕç.

Шуршăлти информаципе культура центрĕнче слет малалла тăсăлчĕ. Унта ачасем сăн ÿкерчĕксемпе пултарулăх ĕçĕсен «Çăлтăрсем патне çул хыватпăр» ятпа йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç, тантăшĕсен ракета тата тĕнче уçлăхне вĕçекен карап макечĕсене курса тĕлĕнчĕç.

2013-2014 вĕренÿ çулĕнче республикăри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссенче, конференцисенче, куравсенче, олимпиадăсенче, ăмăртусенче хастарлăхпа палăрнă маттурсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Çамрăк космонавтсен чи лайăх тăватă отрядне ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломĕ- пе, куçса çÿрекен кубокĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем иртнĕ çул та çĕнтернĕччĕ: Муркаш районĕнчи С.М. Михайлов-Янтуш ячĕллĕ Юнкă шкулĕн «Юнга» («Спортпа техника юхăмĕ» номинацире), Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназин «Земляне» («Наукăпа техника пултарулăхĕ»), Çĕрпÿри 2-мĕш шкулăн «Млечный путь» («Шыравпа тĕпчев ĕçĕ» номинацире), Сĕнтĕрвăрри районĕн- чи Шуршăл шкулĕн «Восток» («Халăх кăмăлне каякансем» номинацире) отрядсем. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ районĕсенчен тата Çĕмĕрлерен çичĕ çамрăк космонавт аслă категорие палăртакан «Çăлтăра» тивĕçрĕ. Строй хатĕрленĕвĕн смотр-конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе вара Сĕнтĕрвăрри районĕн- чи Шуршăл, Патăрьел районĕнчи Туçа, Çĕрпÿри 2-мĕш шкулĕсем, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази çĕнтерчĕç.

Маттур та хастар ачасене Космонавтика кунĕ ячĕпе тепĕр хут саламлатпăр, чи ыррине кăна сунатпăр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.