Луиза ВАСИЛЬЕВА

19 Кăрлач, 2017

Ачасем хĕвеле юратаççĕ, эпĕ - вĕсене!

Тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ Вера мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне юратнă. Пушă вăхăтра пĕр касра пурăнакан хĕрачасемпе çÿлĕк тулли тетте çĕленĕ. Упа, кашкăр, тилĕ, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, ĕне-пăрушĕ пÿрт-çурта илемлĕх парнеленĕ. Каярах пуканесем те тенкел çине шăкăрин тухса ларнă. Çапла пĕтĕм чун-хавалĕпе кашни кун çав теттесемпе калаçнă, вылянă Вера. Кĕçĕн класра чухне Толик шăллĕне савăнтарас тенĕ. Ăна вăл майкăсемпе футболкăсем çĕлесе панă. Ашшĕ лавккаран туянса килнĕ пусмана никамран ыйтмасăр касни те пулнă.

20 Юпа, 2016

Эпир виççĕн пĕртăван

Яланах йывăрпа иртет юлашки урок. Ывăнса çитсен тимлĕх сĕвĕрĕлет. Учитель вара ачасен кăмăлне çĕклеме, ывăннине сирсе яма яланах пĕлет. Акă вăл шкапран илемлĕ курупкасем кăларса кашни парта çине пĕрер хурса тухрĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасен куçĕсем çăлтăрла çиçсе илчĕç, тутисем йăл кулчĕç.

6 Юпа, 2016

«Шкул карапĕ» паян та ăнăçлă «ишет»...

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулĕнче вĕренекенсенчен кашни питех те вулама юратать. Библиотекăна хавас кăмăлпа çӳренисĕр пуçне хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Тата кăмăла çĕклекенни — хăйсемех «Шкул карапĕ» хаçат кăларни.

Pages