Ачасем хĕвеле юратаççĕ, эпĕ - вĕсене!

Тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ Вера мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне юратнă. Пушă вăхăтра пĕр касра пурăнакан хĕрачасемпе çÿлĕк тулли тетте çĕленĕ. Упа, кашкăр, тилĕ, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, ĕне-пăрушĕ пÿрт-çурта илемлĕх парнеленĕ. Каярах пуканесем те тенкел çине шăкăрин тухса ларнă. Çапла пĕтĕм чун-хавалĕпе кашни кун çав теттесемпе калаçнă, вылянă Вера. Кĕçĕн класра чухне Толик шăллĕне савăнтарас тенĕ. Ăна вăл майкăсемпе футболкăсем çĕлесе панă. Ашшĕ лавккаран туянса килнĕ пусмана никамран ыйтмасăр касни те пулнă.

Тус — малти вырăнта

Шкултан вĕренсе тухсан медицина çулне суйлас ĕмĕтлĕ пулнăскерĕн пурнăç урапи пачах урăх еннелле чупнă. Качча кайнă, çемьене çĕнĕ кайăк хутшăннă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк сутуçăна вĕренсе тухнă хыççăн Сăкăт лавккинче вăй хума тытăннă. Килен-каян унăн пултарулăхĕн-чен, хастарлăхĕнчен, вашаватлăхĕнчен тĕлĕннĕ. «Килĕнче çеç мар, ĕçĕнче те тирпейлĕх хуçаланать унăн. Кашнинпе лайăх калаçни кăмăла çĕклет», — тенĕ ун пирки пĕри те тепри.

Нимĕнле йывăрлăхран та хăраман лара-тăма пĕлмен çамрăк. Районти больницăна тума тытăнсан унта вăй хунă. Алла дрель та тытнă. Е тата çул сарнă вăхăтра та ыттисемпе пĕрле тар тăкса тăрăшнă.

— Кинĕм, кашни ĕç хăйне евĕр. Анчах та пĕлетĕн-и, юратнă профессипе ĕçлеме çăмăлтарах. Авă, аслă ывăлăмпа мăшăрĕ шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Хăйсем те кăмăллă. Вĕсенчен тĕслĕх илес килмест-и? Аслă шкула вĕренме кĕмелле санăн та. Кун пек унта, кунта ĕçлесе çÿрени вырăнлă мар пек туйăнать темшĕн, — тенĕ хунямăшĕ ăна пĕррехинче ăс парса.

Чăн та, унăн сăмахĕсем тарăн шухăша янă Верăна. Çавăнпа вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Куçăмсăр мелпе вĕренме тытăннă. Çав вăхăтрах вожатăй ĕçне кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ уява та хаваспах хутшăннă, Тимур юхăмне йĕркелесе ватăсене пулăшма çÿренĕ, кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухнă, ытти ĕçе хастаррăн пурнăçланă. Вера Федоровна каникулта та ачасемпех пулнă... Пахчаçимĕçе çум-курăкран тасатнă вĕсем. Севок ани çинче ĕçленĕ чухне:

— Камăн каçалăкĕсем тасарах, çавсене шыва кĕме илсе каятăп. Катамаранпа ярăнăпăр, — тенĕ вăл хĕрачасемпе арçын ачасене хавхалантарса.

Икĕ катамаран Сăкăт тăрăхне колхоз председателĕ Виталий Аврамович Кузнецов тăрăшнăран çитнĕ. Вăл вĕсене ачасене валли колхоз КАМАЗĕпе аякран турттарса килнĕ. Унпа вара чи хастар та ĕçчен ачасене çеç ярăнма ирĕк панă. Уя малтан 35 ача ĕçлеме тухма кăмăл тунă пулсан, катамаран илсе килсен çав йыш самантрах ÿснĕ! 65 çамрăк ана çине тухма тытăннă.

Пĕр çулхине вара республикăра шкул ачисен хушшинче севок туса илес ăмăртура 1-мĕш вырăна тухса ял-йыша савăнтарнă вĕсем. «Артека» кайма путевка çĕнсе илнĕ. Унта вара чи хастар ачана Гена Анюрова канма янă. Тепĕр çулхине те çак тупăшура пĕрремĕшсем пулнă Сăкăтсем. «Орленока» кайма путевка панă.

— Ачасем, ку хутĕнче кама ярăпăр «ырăлăх тĕнчине»? Эсир пурте пултаруллă-ха, анчах путевки пĕрре çеç, — тенĕ те Вера Федоровна тарăн шухăша путнă. — Пĕлетĕр-и, пурнăçра чи хакли сывлăх. Ăна упрамалли пирки пурте пĕлетпĕр. Авă, Петя Силюков ÿпкепе чирлет. Пĕр канашлă пулса ăна пирĕн пулăшмаллах. Канма кайтăр вăл, сывлăхне çирĕплеттĕр.

Çамрăксем ку шухăша ырланă çеç.

— Тĕрĕс, Вера Федоровна! Эпир пĕрре те хирĕç мар. Ан тив, Петя унтан пĕтĕм чун хавалĕпе таврăнтăр! — тенĕ хайхисем те хĕпĕртесе.

Ыран инçе çула тухса каймалла тенĕ кун Петьăн ашшĕ вилсе кайнă. Вера Федоровна чунне хытарса Силюковсем патне утнă. Пÿрт алăкне уçсанах ĕсĕклесе макăрни илтĕннĕ. Хуйха пула пусăрăннă тăванĕсемпе калаçу пуçарма та çăмăл пулман ăна.

— Ах, сирĕн чăтмалла мар пысăк инкек... Петьăн та ашшĕне юлашки çула ăсатмаллах-ха... Анчах вăл чирленине пурте пĕлетпĕр, унăн сывалмаллах... Юратнă çыннине пытариччен тăрсан пирĕн путевка сая каять. Çавăнпа та ан чарăр Петьăна кăнтăра кайма, уншăн хам та пăшăрханатăп-çке. Унтан сывалса таврăнни пуриншĕн те савăнăç пулĕ, — тилмĕрнĕ вăл тăван-пĕтенĕнчен.

Амăшĕ ывăлне ыталаса илнĕ те пушшех ĕсĕклеме тытăннă.

— Юрĕ, ачам, каях... Ĕнтĕ аçуна чĕртеймĕн... Шăпапа çырлахмах тивет. Санăн вара Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулмалла. Аннÿпе тăванусене хисеп тумалла. Пилпе ăсататăп сана вăрăм çула... Ан ман, эсĕ манăн шанчăкăм, — тенĕ куççулĕсене шăлкаласа.

Циркран — парнесемпе

Туслă йыш нихăçан та тунсăхламан. Ĕçленисĕр пуçне вĕсем канма та пĕлнĕ. Тĕрлĕ хулара экскурсире пĕрре мар пулнă. Пĕррехинче вара Чулхулана çĕр выртмаллах кайнă. Уçланкăра чарăннăскерсем палатка карнă, кăвайт чĕртсе апат çакса янă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Унтан ку тăрăхпа паллашас тесе вăрмана кĕнĕ. Утсан-утсан вĕсем çар чаçĕ вырнаçнă тĕле çитнĕ. Çакăншăн салтаксем чунтан савăннă. Аякри хăнасене апатлантарнă вĕсем. Каçхине пĕçернĕ кукуруза тăраничченех çитернĕ. Тем пирки те калаçнă салтаксем ачасемпе. Киле кайма вăхăт çитсен аслисем пăшăрханнă.

— Эсир ирĕклĕ çынсем, мĕншĕн халех каятăр? Пурăнăр тата темиçе кун. Сирĕн-пе питĕ хаваслă, вăхăт иртнине те сиссе юлаймастпăр авă, — тилмĕрнĕ салтаксем.

Кăшт вăхăт иртсен Ульяновска çул тытнă хастар йыш. Пляж патĕнче чарăннă вĕсем, хаваслă ачасем хăйăр çинче хĕртĕнсе выртакан вырăс майрисем урлă сике-сике каçса Атăл хĕрринелле чупса кайнă. Лешсем, тарăхнăскерсем, хăйсен кăмăлсăрлăхне самантрах палăртнă.

— Ял ачисем ĕнтĕ çаксем, ларма-тăма пĕлменскерсем! — кăшкăрнă хыттăн.

Вера Федоровна пляж çывăхĕнче Чехословакирен килнĕ цирк вырнаçнине пĕлсен унта васканă. «Ах, ачасем нихăçан та цирк курман, кăтартнă пулсан мĕн тери аванччĕ те», — хăпартланнă хăй ăшĕнче. Сутлăхра пĕр билет та юлманнине пĕлсен кăмăлсăрланнă. Анчах çухалса кайман вăл, директор вырнаçнă çурта çитнĕ. Хапха алăкне уçсанах пысăк тăватă овчарка сиксе тухнă. Алăка аран хупса ĕлкĕрнĕ вăл. Кĕçех цирк хуçи хăй тухнă. Вера Федоровна вара сăмах çăмхине сÿтме те тытăннă.

— Аякран эпир, ял ачисем. Цирк курас тенĕччĕ те, усси пулмарĕ. Пире пулăшаймăр-ши?.. ачасен кăмăлне хуçас марччĕ те... — тенĕ тилмĕрсе.

— Билет хакĕ 30 тенкĕ. Сире вара 5 тенкĕпех кĕртсе ярăпăр. Анчах асăрхаттаратăп, вĕсене ларма вырăн çук унта, — ăнлантарнă хуçа.

— Тавах, тавах Сире! Пурнăçăр малашне те ăнса пытăр, — хĕпĕртенĕ Вера Федоровна.

Зала 39 ача кĕрсен вырăс майрисем каллех шăв-шав çĕкленĕ.

— Тупăннă патшасем! Çынсене валли билет юлман, çаксем вара çĕр шăтарса тухнă курăксем пек йăрă! — тесе хăлаçланса кăшкăрашма тытăннă.

Çапах та ял ачисене хĕрхенекенсем тупăннă. Сăпайлă та вăтанчăкскерсене малти ретре ларакансем вырăн панă. Хăйсем ура çинчех цирк курассине пĕлтернĕ. Виçесĕр савăнăçлă пулнă Сăкăтсем! Ара, çитменнине вĕсене укçасăрах лотерей билечĕ валеçсе панă. Тем те пĕр выляса илнĕ вĕсем унта!

— Вера Федоровна, Вера Федоровна! Татах килетпĕр-и цирка? Эпир малашне те çĕр ĕçĕнчен хăрамăпăр, уйри анана çумкурăкран тасатсах тăрăпăр. Сирĕн сăмахăртан нихăçан та иртмĕпĕр. Тавах пире çакăн пек вырăнсене кăтартса çÿренишĕн, — хăпартланнă ачасем пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех.

Аэропорта çитсе самолет çине ларса пăхни те вĕсене вышкайсăр пысăк хавхалану парнеленĕ.

— Тен, ÿссен эпир летчик пулăпăр! — мăнаçланнă арçын ачасем хавассăн ниçта кайса кĕрейми.

Вера Федоровна йăлтах ачасемшĕн тăрăшнă. Вĕсене яланах çулçÿреве илсе кайма тăрăшнă вăл. Ара, хитре вырăнсенче курса çÿреме питĕ юратнă-çке хастарсем!

Раççей шайĕнчи çĕнтерÿçĕ - Саша Вазюков

Алла диплом илсен технологи урокĕсене ертсе пынă. Çав вăхăтрах «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» ятлă кружок уçнă. Тĕрлĕ пусмаран чĕрчун-теттесем çĕленĕ. Шупашкарти куравсене те яланах 50 ытла ĕç тăратнă. Пĕррехинче вара хуларан: «Сирĕн ĕçсене пăхса ытармалла мар. Хăшĕ-пĕрне Мускава ярасшăн. Урăххи, çĕнни шухăшласа кăларма пултаратăр-и?» — тесе шăнкăравланă.

Ку хыпар савăнтарнă Вера Федоровнăна. Чи хастар ачана Саша Вазюкова хăй патне чĕнсе илнĕ. Ăна урапа тума хушнă, хăй урхамах ăсталанă. Ытарайми ĕçе Мускава ярса панă. Хурав килнĕ икĕ уйăхран. Раççей шайĕнчи ăмăртура Сăкăт шкулĕн вĕренекенĕ 3-мĕш вырăна тухнă.

...Уроксем пуçланиччен Вера Федоровна патне арçын ача пырса тăнă.

— Вера Федоровна, ĕнтĕ манран телей-лĕ çын çук. Ĕнер почтăна посылка кайса илтĕм. Мускавра пурăнакан Тоня аппа парне тăвас тенĕ ахăртнех. Хаклă йышши плеер ярса панă. Кун пеккине тĕлĕкре те тĕлленмен, — хăйĕн савăнăçне пĕлтернĕ вăл çав самантра.

— Чим, посылкине кам янине пĕлместĕп терĕн-и? Илсе кил-ха эсĕ ăна кунта. Йăнăшпа лекмен-и-ха вăл сан пата? — кăсăкланнă Вера Федоровна. — Ара, пирĕн шкулта икĕ Саша Вазюков-çке. Эсĕ — Сергеевич, тепри — Петрович. Çавăнпа та ку ĕç-пуçа çийĕнчех татса памалла.

Арçын ача посылкăна шкула йăтса килнĕ. Унта тата грамотăпа Диплом пулнăран ку парне Петрович валли пулнине çийĕнчех ăнланнă.

— Каçар, Саша, ку хаклă парне Раççей çĕнтерÿçи валли. Тен, хăçан та пулин сана та пултарулăхна кура çакăн евĕр сумлăн чыслĕç, — тенĕ вĕрентекен.

Теттесем çĕленипе çеç çырлахас темен хастар педагог. Ача-пăча пукане театрĕ йĕркелесе яма ĕмĕтленнĕ. 2007 çулта вара вăл хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнех. Театра кăмăллакансем ун патне хавасланса çÿреме тытăннă...

Унтанпа шыв-шур чылай юхнă. Тĕрлĕ сăлтава пула театр ĕçлеме пăрахнă пĕр вăхăт. Ку ачасене те питĕ пăшăрхантарнă. Паян вара каллех Сăкăт ачисен пултарулăхĕпе савăнать куракан. Ĕнтĕ театр район, республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ.

— Ĕмĕрĕпех ачасемпе ĕçлерĕм, паян та ырă кăмăл парнелеççĕ вĕсем мана. Спектакль кăтартатпăр, çемçе тетте çĕлетпĕр. Тĕрлĕ курав йĕркеленисĕр пуçне сутлăх валли те хатĕрлетпĕр. Пухнă тупăшпа материал туянатпăр, ара, каллех алă ĕçĕ тумалла-çке пирĕн! Кĕçĕннисем те, ача садне çÿрекенсем, аслисем пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Мана курсан вара: «Асанне! Пире хăçан роль валеçсе паратăн? Пирĕн те артист пулас килет-çке!» — тесе чунтан йăлăнаççĕ. Вĕсене самантрах йăпататăп. «Пĕрремĕш класра вĕренме пуçласанах сире хамăр йыша илетпĕр», — тетĕп вара. Пĕлетĕр-и, ачасем ытларах хĕвел рольне калăплама юратаççĕ. «Хĕвел ир-ирех вăранать. Чĕрчунсемпе çынсене ырăлăх парнелет. Ăна пахчара ÿсекен çимĕçсем те кăмăллаççĕ. Эпир те сарă хĕвелĕн ăшшине чунтан юрататпăр», — тет пĕри те тепри. Чăнах, ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Малашне те куракана çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарас ĕмĕтлĕ-ха эпир, — çирĕплетет Вера Федоровна Кузнецова кăмăллăн.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Патăрьел районĕ,

Сăкăт.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.