Комментари хушас

27 Юпа, 2016

Кĕçех каникул!

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕ Вика Яковлева пушă вăхăтра яланах алла кĕнеке-журнал, хаçат тытать.

— Нумай вуласан чĕлхе якалать, çавăнпа маншăн сочинени çырасси те йывăр мар. Тӳрех кĕнекери хитре сăмахсем аса килеççĕ. Ара, тепĕр чухне кăмăла каякан предложенисене манса каяс мар тесе тетраде çыратăп. Кайран усă курма кирлĕ-çке, — тет хĕрача хăй пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Çав вăхăтрах çуллахи хĕвел пек илемлĕн кулса ячĕ.

— Йăл кулă — çыннăн чи хаклă парни. Унпа пĕр-пĕрне ĕненетĕн, шанатăн. Туслăх та йăл кулнинчен пуçланать, теççĕ юрăра. Паянхи пекех астăватăп, пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен те класа хаваслă кулăпа кĕчĕ. Шăп çав вăхăтра эпир ăна анне пек йышăнтăмăр. Унăн шăкăл-шăкăл калаçăвĕ пĕчĕкскерсене вĕренӳ тĕнчине самантрах илсе те кĕчĕ, — тет Вика.

...Хĕрача сĕтел хушшинчен тухса уткаласа çӳрерĕ. Тулта еплерех çанталăк-ши тесе кантăка уçса ячĕ. Сивĕ сывлăш самантрах пӳлĕме сарăлчĕ. Йывăç вулли çинче авă çерçи чĕриклетет. «Вика, кĕçех сирĕн каникул! Саламлатăп!» — тенĕнех туйăнчĕ вăл. «Çапла, питĕ кĕтетĕп каникула. Чăтăмсăррăн», — терĕ. Хĕрача тути йăл кулчĕ, кантăка каялла хупрĕ те каллех алла кĕнеке тытрĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комсомольски районĕ,

Çĕнĕ Мăрат.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.