Лариса Никитина

12 Чÿк, 2014

Çукран пур тусан

Çутă та пысăк цехра машинăсем пĕр евĕр кĕрлеççĕ. Çĕвĕçсен аллисем хăвăрт вылянаççĕ: пĕри тумтир çаннине çĕлет, тепри - çухавине... Куç умĕнчех татăк-кĕсĕкрен илемлĕ куртка пулса тăчĕ. Тавар купи ÿссех пырать. Кĕçех ăна чĕркемлесе вырăнти предприятисене, Мускава ăсатĕç.

29 Юпа, 2014

Хĕр туприне пула - фермер хуçалăхĕ

Пылчăклă çулпа машина йывăррăн пырать. Урапасем тарăн лупашкана лексен тÿнсе каяссăнах туйăнать. Урам хĕрринчи пĕчĕк йывăç çурт умне çитсен хашах сывласа ятăмăр. «Каялла мĕнле тухса пĕтмелле-ши?» - пăшăрхантăмăр юрлă çумăр чарăнми çунине кура.

29 Юпа, 2014

Ватлăх куçран пăхсан

Çамрăк, вăй-хал пур чух тем туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Шел, ĕмĕр кĕске. Çамрăклăх юхан шыв пек кĕрлесе иртсе кайнине, ватлăх куçран пăхма тытăннине сиссе те юлаймастăн. Çулсем иртнĕ май кашниех çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет.

22 Юпа, 2014

«Алă айĕнче пулсан кивçене кĕместĕн»

Кам шухăшланă Вăрмар районĕнчи «Арабоси» хуçалăх арканасса? Республикăра чи малтан тенĕ пек сĕт сумалли тата сивĕтмелли залсем хута кайрĕç-çке кунта. Сыснасене ангарта хулăн ай сарăмĕпе усрасси те шăпах çакăнтан вăй илсе сарăлнă.

15 Юпа, 2014

Кĕлечĕ тулли, кĕсйи - пушă

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем шутлă кăна. Ку шута «Свобода» колхоз та кĕрет. Икĕ ялтан - Акташпа Анат Çĕрпÿкассинчен - йĕркеленнĕ вăл. Пĕчĕк хуçалăх йывăрлăха пăхмасăр малаллах талпăнать, умри çула такăрлатать.

Pages