Лариса Никитина

6 Çу, 2015

Хамăр ларакан турата касатпăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туса хума ыйтнă. Республикăри хăш-пĕр районта çĕнĕлле ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Анчах чылай çĕрте çĕнĕлĕхе ниепле йышăнса çитерейменни сисĕнет. Вĕсем малашне те хăнăхнă йăлапах ĕçлесшĕн пулас. Ара, капла услам тума çăмăлрах çав. Çакна Хĕрлĕ Чутай районĕнчен редакцие килнĕ çыру та çирĕплетет.

Ăçта тĕрĕслĕх?

29 Ака, 2015

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

ЙĔПЕ-САПАНА ПĂХМАСĂР

Республикăри уй-хирте хăватлă техника сасси илтĕнме тытăнчĕ. Çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ, нÿрĕк тытса хăварма лаптăксене сÿрелеççĕ.

Пăрачкав районĕнче çурхи культурăсене акма тухнă ĕнтĕ.

29 Ака, 2015

Патшалăх пулăшăвĕпе - фермер хуçалăхĕ

«Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕнчен халăх татăлма пĕлмест темелле. Пысăк мар залри çавра сĕтел хушшинче арçынсем хĕрсех темĕн сÿтсе яваççĕ. Çамрăк фермерсем иккен. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвне илесшĕн. Конкурса тăратма документсем тĕрĕслеççĕ, бизнес-план хатĕрлеççĕ. Паллах, кунта специалистсен пулăшăвĕсĕр йывăртарах.

- 14 ĕне усратăп, хуçалăха анлăлатма грант илесшĕн, - терĕ Комсомольски районĕнчи Альберт Низиров. - Ĕмĕт-шухăш пысăк, ăна пурнăçа кĕртме укçа çитсе пымасть.

22 Ака, 2015

Пахалăха кура – тупăшĕ

«Сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсене туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ.

Pages