Патшалăх пулăшăвĕпе - фермер хуçалăхĕ
«Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕнчен халăх татăлма пĕлмест темелле. Пысăк мар залри çавра сĕтел хушшинче арçынсем хĕрсех темĕн сÿтсе яваççĕ. Çамрăк фермерсем иккен. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвне илесшĕн. Конкурса тăратма документсем тĕрĕслеççĕ, бизнес-план хатĕрлеççĕ. Паллах, кунта специалистсен пулăшăвĕсĕр йывăртарах.
- 14 ĕне усратăп, хуçалăха анлăлатма грант илесшĕн, - терĕ Комсомольски районĕнчи Альберт Низиров. - Ĕмĕт-шухăш пысăк, ăна пурнăçа кĕртме укçа çитсе пымасть.
- Республикăра «Фермер ĕçне пуçăнакан» тата «Çемье ферми» программăсене хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать, - терĕ «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕн пуçлăхĕ Николай Васильев. - Çак тапхăрта пирĕн пулăшупа вун-вун çын усă курчĕ. Юлашки вăхăтра специалистсем сакăр района çитсе пулас фермерсемпе тĕлпулчĕç, программăсем пирки ăнлантарса пачĕç. Унитари предприятийĕнче те кашни кĕçнерникунах вĕсене пухрăмăр. 300 çынна яхăн пирĕн патăрта пĕлĕвне ÿстерчĕ. Вĕсем валли пĕчĕк брошюра хатĕрлесе кăлартăмăр. Унта фермер хуçалăхне йĕркелеме кирлĕ документсене, налук, ытти тÿлев пирки тĕплĕн, ăнланмалла çырса кăтартнă.
Фермерсем конкурса тăратма докуменчĕсене тĕрĕслеттереççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Лайăх ĕçлесе пыракан хушма хуçалăхсем наци проекчĕ хута кайнăранпа фермера куçма тытăнчĕç. Программăсем вĕсемшĕн пысăк пулăшу пулчĕç темелле. Николай Васильев каланă тăрăх - çулсерен 50-60 фермер грант илме конкурса хутшăнать. Кăçал ЧР Ялхуçалăх министерствине «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнма 200 яхăн çын документсем тăратнă. Çемье ферми йĕркелеме 20 ытла фермер конкурса хутшăнма кăмăл тунă.
ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов çакна палăртрĕ:
- Ятарлă программăпа республикăри фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшма 159 млн тенкĕ уйăрнă. Виçĕ çулта конкурспа 151 çын суйласа илнĕ, çав шутра пĕлтĕр - 54. Патшалăх пулăшăвĕпе çак тапхăрта фермерсем 70 трактор тата ытти техника туяннă. Иртнĕ çул вĕсем 150 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ ?2012 çулта - 76,4 млн тенкĕ%. Вĕсем тырă, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Усă куракан çĕр те 11,6 пин гектара çитнĕ. Программа ялта ĕç вырăнĕсем тума, шалупа тивĕçтерме пулăшать, вырăнти бюджета налук кĕрет.
Министр сăмахĕпе «Çемье ферми» программăпа виçĕ çулта 16 çын грант тивĕçнĕ. 2012-2014 çулсенче вĕсем 676 пуç мăйракаллă шултра выльăх туяннă, çав шутра сăвăнаканни - 447, техника паркне пуянлатнă. Грантпа усă курнă çемье фермисем иртнĕ çул 231,2 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Усă куракан çĕр - 16,2 пин гектар. Çемье фермисенчи мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2757 пуçа çитнĕ. Ялта пурăнакан 53 çын ĕçе вырнаçнă.
Пĕлтĕр Р. Санзяпов ?Патăрьел районĕ%, В. Смирнов ?Елчĕк районĕ%, В. Никонов ?Канаш районĕ% ĕне фермисене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ф.Хайрутдинов ?Комсомольски районĕ%, О. Хлюкин ?Шăмăршă районĕ% фермерсем ĕне тытмалли çĕнĕ фермăсем хута янă.
Кăçал федераци бюджетĕнчен фермер ĕçне пуçăнакансене - 1,9 млрд, çемье фермине йĕркелеме 1,425 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Республикăран та хушса тÿленине шута илсен пулăшу курăмлă пулмалла.
Лариса Никитина.