- Чăвашла верси
- Русская версия
Хамăр ларакан турата касатпăр
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туса хума ыйтнă. Республикăри хăш-пĕр районта çĕнĕлле ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Анчах чылай çĕрте çĕнĕлĕхе ниепле йышăнса çитерейменни сисĕнет. Вĕсем малашне те хăнăхнă йăлапах ĕçлесшĕн пулас. Ара, капла услам тума çăмăлрах çав. Çакна Хĕрлĕ Чутай районĕнчен редакцие килнĕ çыру та çирĕплетет.
Ăçта тĕрĕслĕх?
«Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра ял çыннин чĕртаварне мĕнле хакпа йышăнасси пирки калаçакан та, килĕшÿ тăвакан та çук. Çивĕч ыйтăва сĕт йышăнакансемпе тирпейлекенсем тата сутуçăсем хăйсемех татса параççĕ, хушма хуçалăх тытакансене явăçтармаççĕ. Усламçăсем хăйсене тупăш ытларах кÿрекен хака палăртаççĕ те ун тăрăх сĕтне, ашне, ытти продукцие йышăнаççĕ. Ял çыннин терчĕ-нуши шухăшлаттармасть вĕсене.
2011 çулхи мартра ЧР Ялхуçалăх министерствипе республикăри сĕт пĕрлешĕвĕ чĕртавара ваккăн сутмалли хаксен тытăмне çакăн пек йĕркелеме сĕнчĕç: 50:36:12. Унпа килĕшÿллĕн сĕт юр-варне ваккăн сутса тунă тупăшран 50 проценчĕ - чĕртавар паракана, 36 - сĕте тирпейлекене, 12-шĕ вара хатĕр сĕт продукцие сутакансене тивмеллеччĕ. Тĕрĕссипе, цивилизациллĕ çĕршывсенче тахçанах çапла ĕçлеççĕ.
Шел, ырă сĕнÿ хут çинчех юлчĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче ĕлĕкхи мелпех ĕçлеççĕ-ха. Райпо лавккинче «Етĕрне сĕчĕ» пĕрлешÿ хатĕрлесе кăларнă 450 г. таякан, çу хисепĕ 2,5 процентлă сĕте, пакетри «Снежок» текенскере, 32 тенкĕпе сутаççĕ. Халăхран туяннă, çу хисепĕ 3,4 процентлă литр сĕтрен заводра çавăн пек виçĕ пакет хатĕрлесе кăлараççĕ. Вĕсен хакĕ ?виçĕ пакетăн% 96 тенке кармашать. Çав шутран сĕт паракана 48 тенкĕ е 50 процент тÿлемелле пек. Анчах ăна 13 тенкĕ ?хальхи вăхăтра райпо халăхран пуçтаракан хак% е 15 процент кăна лекет. Ялхуçалăх таварĕ туса илекене парса çитереймен укçа - 35 тенкĕ - çĕнĕ пурнăç хуçине пуйтарма, унăн тĕпсĕр кĕсйине тултарма каять.
Сĕт юр-варĕн /«Турăх», «Варенец», «Кефир» тата ытти те/ хакĕсене шутласа танлаштарса пăхсан та çаплах пулса тухать.
Ялта ĕне тытакансем сĕт хакĕ чакса пынипе самай тăкак кураççĕ. Ăна пĕлтĕрхинчен палăрмаллах йÿнетнипе Хĕрлĕ Чутай райповĕ кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче пирĕн çемьене 3400 тенкĕлĕх шар кăтартрĕ. Икĕ ĕне тытаканăн çухатăвĕ тата та пысăкрах.
Райпо канашĕн председательне ăнлантарса пама ыйтсан яланах пĕр хурав: «Сĕт хакĕ пахалăхран килет. Вăл мĕнле - хакĕ те çапла». Апла мĕншĕн-ха унăн пахалăхне кашни кунах тĕрĕслемеççĕ? Чĕртавара йышăннă чухне тĕрĕслеме ятарлă приборсем те çук вĕсен. Халăха сĕт пахалăхне кура тÿлеме кам чăрмантарать-ши? Ыйтăвĕ нумай, хуравне кĕтсе илĕпĕр-и, иккĕлентерет.
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче саккăрăн ?Хĕрлĕ Чутай райповĕ, Элĕк райповĕ, «Свобода» колхоз, А. Низов, Л. Тихонова, М. Селивестров, Н. Дементьева пайтаçăсем, «Иволга» кооператив% сĕт пуçтараççĕ. Ял çыннисене çакă тĕлĕнтерет: мĕншĕн вĕсем яланах хака пĕр вăхăтра тата пĕр пек чакараççĕ? Усламçăсем каварлашса ĕçленине кăтартмасть-им ку? Кăçал вара хака вĕçĕмех пĕчĕклетсе пычĕç. Нумай пулмасть кăна-ха литрне 14 тенкĕпе йышăнатчĕç, халĕ 13-е çитрĕ. Хĕрлĕ Чутай райпо канашĕн председателĕ Александр Степанов каланă тăрăх - çакăншăн хушма хуçалăх тытакансемех айăплă, продукци пахалăхне япăхлатса янă имĕш. Ăна ĕненес пулсан сĕт паракансем каварлашса пахалăхне чакараççĕ тейĕн.
Унăн сăмахĕсем кÿрентернипе тата чăнлăха тÿрре кăларас шутпа райпо ертÿçинчен кăçал тата пĕлтĕр çак вăхăтра халăхран туяннă сĕт пахалăхне çырса пынине кăтартма ыйтрăм. Кăлăхах, килĕшмерĕ. Апла пытармалли пурах.
Çакăн хыççăн ирĕксĕрех шухăша каятăн: ял çыннин камран пулăшу ыйтмалла? Кам хÿтĕлĕ ăна? Хăй вăхăтĕнче Аркадий Айдак ертсе пынă Хресченсен пĕрлешĕвĕ те республикăра саланчĕ. Аграри партийĕ «Единая Россияпа» пĕрлешсе çухалчĕ. Профсоюзсем те ял çыннине хÿтĕлесе сассине пама пăрахрĕç. Вырăнти влаçра ларакансем вара çивĕч ыйтăва вăхăтра татса параймаççĕ.
Иртнĕ çулхи сентябрьте халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ малтанхи çулхинчен виçесĕр чакса кайнăран райпо пуçлăхне тата район ертÿçисене ыйтăва пĕрле пăхса тухма сĕнтĕм. Шел, хурав кĕтсе илеймерĕм.
Çулла çывхарнă май сĕт каллех йÿнелсе каясси паллă. Тăкакĕсем вара ÿссех пыраççĕ. Акă унччен 0,1 гектар çĕр сухалама 50 тенкĕ илетчĕç, пĕлтĕр 100 тенке çитрĕ. Кăçал мĕн чухлĕ ыйтĕç-ши, калама хăрамалла. Хушма хуçалăхра ĕне усрама çăмăл теççĕ-ши? Йывăр, пĕр ĕнешĕн те самай тар тăкмалла. Çавăнпа ялта кĕтÿ çулран çул сайралса пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, хушма хуçалăхсенче 427 ĕне чакнă, çав шутра мартра - 123! Пирĕн урамра та кăçал кĕтĕве виçĕ ĕне сахалрах тухать. Кун пек хăвăртлăхпа чакса пырсан ĕне выльăха Хĕрлĕ кĕнекене кĕртмелли кăна юлать.
Юлашкинчен çакна хушса хăварам. Çак кунсенче район ертÿçисем тинех çивĕч ыйтăва çĕклерĕç. Хĕрÿ калаçăва сĕт паракансем, пуçтаракансем хутшăнчĕç. Шел, тирпейлекен предприятисенчен пĕр представитель те пулмарĕ. Хака вĕсем йĕркелеççĕ-çке. Ăна кура ыттисен е йÿнетме, е хаклатма тивет. Кашниех хăй пайтишĕн ĕçлет, анчах кунта пĕри те ĕне усракансем пирки шухăшлани курăнмасть.
Иван Никифоров.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи
Хусаньушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ.
***
«Пирĕн ялта 3-4 ĕне тытакан пайтах. Вĕсене халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. Халĕ литрне 13 тенкĕпе йышăнаççĕ. Мĕншĕн çаплах халăхран кулаççĕ-ши? Капла пулсан малашне ялта ĕне те юлмĕ».
Николай Смирнов.
Етĕрне районĕ, Пĕрçырлан ялĕ.
Хут çинчех юлĕ-ши?
Чăн та, паян сĕт хакĕ таканари шыв пек вылянса тăрать. Хĕлле чĕртавар сахал пулнипе ăна хаклăпа туянаççĕ. Çулла, сĕт нумай чухне, йÿнетеççĕ. Çулталăкĕпех хака пĕр пек тытса тăма сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекенсен хăйсен хушшинче вăрах вăхăтлăх хутшăнусем тăвасси те çивĕч тăрать. Лару-тăрăва улăштарма çĕршывра Сĕт туса илекенсен наци пĕрлешĕвĕ ?«Союзмолоко»% чĕртавар ытлашши йÿнелсе каясран хак коридорне тума - сĕтĕн чи пĕчĕк тата пысăк хакне палăртма - сĕнет.
Росстат кăтартăвĕпе кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче çĕршывра сĕт суса илесси 4 процент ÿснĕ. Кăтарту 2,224 млн тонна çитнĕ. Çав хушăрах организацисенче ĕнесен йышĕ 2,4 процент сахалланнă.
- Сутлăх хак чакни, çав хушăрах чĕртаварăн хăйхаклăхĕ ÿсни ĕнесен йышне чакарать, сĕт туса илесси сахалланать, - палăртнă пĕрлешĕвĕн директор ĕçне пурнăçлакан Артем Белов.
Çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ, санкци, укçа йÿнелни пĕлтĕр сĕте палăрмаллах хаклатнă. Хăйхаклăхĕ хăпарнине пăхмасăр чĕртавар йÿнелсе кайни сĕт туса илекенсене çапса хуçать. РФ Ялхуçалăх министерствине регионри влаçпа тата бизнеспа сĕт туса илесси тата тирпейлес хăйхаклăха шута илсе хак коридорне йĕркелеме сĕнет те пĕрлешÿ. Çивĕч ыйтăва татса памалли тепĕр мел - туяну интервенцийĕ. Рынокри ытлашши чĕртавара туянса вăрах упранакан сĕт юр-варне хатĕрлеме май пур. Çавăн пекех чĕртавар туса илекенсене субсиди парассине ÿстерме, ют çĕршывран сĕт юр-варне, пальма çăвне турттарассине чакарма ыйтать Артем Белов.
Пĕрлешĕвĕн ырă пуçарăвĕ пурнăçа кĕрсен лару-тăрăва улăштарма пулăшасси паллă. Анчах вăл калани çÿлтисен хăлхине кĕрĕ-ши? Е каллех сăмах шайĕнчех юлĕ?
Çапах республикăра улшăну сисĕнме тытăнчĕ ĕнтĕ. Акă хăш-пĕр районта чĕртаваршăн тинех пахалăха кура татăлма тытăнчĕç. Çавна май вĕсенче ыттисемпе танлаштарсан хак питех чакман. Комсомольски районĕнче литр сĕтшĕн 15 тенкĕ ытларах та тÿлеççĕ, Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар тăрăхĕсенче те 14-15 тенке кармашнă (апрель вĕçнелле). Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай, Етĕрне енче сĕте ял çыннисенчен яланах пĕр хакпа тата йÿнĕрех йышăнни шухăшлаттарать. Сăлтавĕ паллă: усламçăсем çĕнĕлĕхе йышăнсах çитереймеççĕ-ха. Пахалăхшăн укçа ытларах тÿлеме тивни те хăратать пулас. Иван Никифоров çырнă пек малашне те каплах пулсан мĕн патне çитĕпĕр? Хушма хуçалăхсенче ĕне тытма пăрахсан пайтаçăсем кам ĕнси çинче пуйĕç? Ял халăхне шахвăртма хăтланни вара хамăр ларакан турата каснăпа пĕрех.
Лариса Никитина.
Комментари хушас