Лариса Никитина
Утакан çул такăрланать
Ку тăрăхра чылай хушă пулманран, улшăнусем тÿрех куç умне ÿкеççĕ: икĕ хутлă кантур çурчĕ, хăватлă техника, хранилищĕсем... Юлашки тапхăрта хуçалăх самай аталанса вăй илнĕ. Унччен фермер ĕçне пуçăнакан Василий Семенов хуçалăх аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарни пурнăçланма пултарайман илемлĕ юмах пек туйăннăччĕ.
Ампар ăшши – çулталăка
Пуçлăхсем шукăль çÿренине курма хăнăхнăран-и, ĕç тумне тăхăннă, рабочисемпе пĕрле тар тăкакан Александр Клементьева ыттисенчен уйăрса та илеймерĕм. Уй-хиртен машина-трактор турттаракан çĕр улмине суйласа управа хываççĕ, сутмалăх хатĕрлеççĕ. Ĕç вĕресе тăрать, шултра та таса çимĕçпе михĕсем хăвăрт тулаççĕ.