Лариса Никитина

17 Утă, 2015

Çурт-йĕр вырăнне - лавкка

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ республикăра çĕр саккунне мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕслесех тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа саккуна пăснă 935 тĕслĕх тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнманшăн 442 çынна административлă явап тыттарнă. Пĕтĕмĕшле штраф хисепĕ – 362 пин тенкĕ.

Кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчен штраф хисепĕ 10 хут ÿснĕ. Унччен чи пĕчĕкки 500 тенкĕ пулнă, халĕ - 5 пин тенкĕ. Çĕнĕ йĕркепе апрельте кăна 12 граждана административлă явап тыттарнă. Çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн Шупашкар районĕнчи должноçри çынна 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.

17 Утă, 2015

Нумай ачаллă çемьесене

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшса пыни - иккĕмĕш е ытларах ачашăн амăшĕн капиталĕ, çĕр пани - çĕршывра демографи лару-тăрăвне палăрмаллах лайăхлатрĕ.

2011 çулта республикăра «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси» саккун йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене дача, уйрăм çурт-йĕр тума, хушма хуçалăх аталантарма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр харпăрлăха параççĕ. Мĕнле пурнăçланса пырать-ха вăл?

10 Утă, 2015

Паха сĕтшĕн - тивĕçлĕ тÿлев

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушнă.

Йÿнĕпе туянаççĕ, хаклăпа сутаççĕ

3 Утă, 2015

Утă типĕтеççĕ, сенаж хываççĕ

Хĕл хырăмĕ пысăк. Республикăри хуçалăхсенче хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Çак ĕç хура кĕрчченех тăсăлать темелле. Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче нумай ÿсекен курăка 76,1 пин гектар çинче çулнă ?иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 60,1 пин гектар пулнă%.

17 Çĕртме, 2015

Ÿркенмен ăста пулнă

Тупăшлă чĕрчун

Хушма хуçалăхсенче ĕне выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп курма хăнăхнă ĕнтĕ. Кролик та çĕнĕлĕх мар темелле. Анчах вăрăм хăлхаллă, çăмламас чĕрчунсене йышлă усракансем сахалрах-ха. Канаш районĕнчи Катекри Андрияновсем вара вĕсем валли ферма тума тытăннă.

Pages