Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Хĕр туприне пула - фермер хуçалăхĕ

Пылчăклă çулпа машина йывăррăн пырать. Урапасем тарăн лупашкана лексен тÿнсе каяссăнах туйăнать. Урам хĕрринчи пĕчĕк йывăç çурт умне çитсен хашах сывласа ятăмăр. «Каялла мĕнле тухса пĕтмелле-ши?» - пăшăрхантăмăр юрлă çумăр чарăнми çунине кура. Анчах тараватлă хуçасемпе паллашнă май кăмăл çĕкленчĕ, умри йывăрлăх та хăратмарĕ: ыттисем такăрлатнă çулпа каясси çĕнĕрен хывасси мар-çке.

Вăрмар районĕнчи Шăхаль çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Пахчасен хыçĕпе тăсăлакан пысăк сăртсем яла ют çын куçĕнчен пытараççĕ тейĕн. Ял ватăлса пушанса пыни кунта та сисĕнет. Хуçасăр тăлăххăн ларакан çуртсем самай. Яш-кĕрĕм ялта ĕç çукран, кичемрен хуланалла туртăнать. Çапах Шăхальте çамрăксем çук тесе калаймăн. Вĕсем тăван вырăнтах юлса çемье çавăраççĕ, хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтереççĕ.

Çăмăл алă

- Пирĕн тăрăхра хушма хуçалăхсем лайăх аталаннă. 5-6 ĕне тытакан та пур. Çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Чĕр тавар сутса тупăш илеççĕ. Лайăх ĕçлесен аякка çÿремесĕрех укçа тума пулать. Эпир хамăр та хушма хуçалăхран аталанса кайрăмăр. Качча кайнă чухне анне хĕр тупри - пăру - парнелерĕ. Çавăнтан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ятăмăр, фермер хуçалăхне куçрăмăр, - терĕ Галина Константинова. - Аннен алли çăмăл пулчĕ курăнать.

Сĕт вырнаçтарассипе йывăрлăх пулман çемьен. Пайтаçăсем ăна ялтанах пуçтарса кайнă. Вĕсем хака вĕçĕм чакарса пыни Константиновсене тивĕçтермен. Ĕне шучĕ виççе çитсен чĕр тавара хăйсемех сутма йышăннă. «Мĕн пулать те, мĕн килет тенĕн тытăнса пăхма шухăшларăмăр, - каласа парать фермер. - Йĕркеллех ĕçлесе кайрăмăр. Пĕрне кура – тепри. Кĕçех ялта тавлашса сĕт пуçтарма тытăнчĕç. Тупăшу çивĕчленсех çитнипе ку ĕçе пăрахрăмăр. Çине тăрсах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнтăмăр. Ĕне йышĕ пиллĕке çитрĕ, çĕр лаптăкĕ хушăнчĕ. Техника çителĕксĕрри сисĕнме пуçларĕ. Хушма хуçалăха аталантарма Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кредит илтĕмĕр.

- Кредитпа выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника туянтăмăр, вите-сарай çĕнетрĕмĕр, - калаçăва хутшăнать маттур хĕрарăмăн мăшăрĕ Николай Алексеевич. - Эпир те унччен аякра ĕçлесе çÿренĕ. Эпĕ водитель, арăм штукатур-маляр пулнипе строительствăра ĕç тупăнсах тăнă. Калым укçипех ялта пысăк çурт çĕклесе лартрăмăр. Çапах тăван килте çемьепе пурăннине нимĕн те çитмест. Аякра чухне килтисене вĕçĕм аса илетĕн, пăшăрханатăн, чунра та лăпкă мар. Хăвна йĕп çинчи пек туятăн.

Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ май Константиновсем выльăх-чĕрлĕх йышне палăрмаллах ÿстернĕ. Халĕ вĕсен мăйракаллă шултра выльăх 40 пуç, çав шутра сăвăнаканни - 17. Унсăр пуçне çĕр пуçа яхăн сурăх. «Сурăхсене пăхма йывăр мар, çÿретме кăна ирĕклĕрех вырăн кирлĕ», - терĕ Галина Васильевна. Унччен «Романовский» ăрат та усранă. «Харăсах 3-4 путек пăранланăран пăхма кансĕр. Хăй ун чухлĕ тăрантараймасть, путеккисене пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхмалла. Çавăнпа вырăнти ăрат çине куçрăмăр», - ăнлантарать упăшки.

Выльăх-чĕрлĕх çăвĕпех кĕтÿре. Фермер хуçалăхĕпе юнашарах анлă улăх сарăлса выртать. Производство объекчĕсем ял хĕрринче вырнаçнă май Шăхальте пурăнакансене чăрмантармасть темелле: урамра вараласа çÿремеççĕ, шăв-шав та янăрамасть. Машина-тракторпа урама кĕмесĕр тÿрех аслă çул çине тухмалла тунă. Унччен кунта виçĕ хушма хуçалăх вырăнĕ пулнă. Икĕ пушă лаптăка хуçисем фермерсене çийĕнчех сутса янă. Çырма хĕрринчи çĕре туянакан пурришĕн савăннă та-и, тен. Йĕпе-сапара унта кĕрсе тухма чĕр нуша-çке. Тепĕр лаптăкĕнче вара çур ĕмĕр каяллах çĕкленĕ кивĕ çурт ларать. Ăна сутма-илме хуçипе калаçса татăлнă-ха. Анчах ĕçе вĕçлеме çурт-йĕр хуçи аякра пурăнни чăрмантарать. «Çывăх вăхăтра документсене йĕркелесе çитермеллех, - сăмахлать Галина Константинова. - Капла ют çĕртре хуçаланнă пек пулса тухать».

Çапах хуçи çаврăнса çитессе кĕтсе ларман, кивĕ çурта юсакаласа хута янă. «Кунта пурăнмастпăр, кĕрсе тухма турăмăр...» - ăнлантарчĕ вăл. Тул енчен тĕксĕм, малалла кăшт ÿпĕннĕ икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк пÿрте кĕртсе кăтартма аванмарланчĕ пулас Галина Васильевна. Юрпа çумăр хутăшĕ хытах çума тытăнсан ирĕксĕрех кĕме тиврĕ унта. Типтерлĕ хĕрарăм алли пур çĕрте те сисĕнет: çуртра таса, илемлĕ. Хăтлă та ăшă çĕртен тухас килмест, анчах ĕçпе килнĕ-çке. Чуна хытарсах юрлă çумăр айне васкатпăр.

Унччен пушă ларнă лаптăксене палласа та илеймĕн. Нумаях пулмасть пысăк вите çĕклесе лартнă. Юнашарах техника паркĕ, утă-улăм куписем. Хĕл валли выльăх апачĕ çителĕклех янтăланă. «Куккурус та акса хăварнă. Унран сенаж хыврăмăр», - теççĕ вĕсем. Хуçалăх алă тупанĕ çинчи пек йăлтах куç умĕнче.

Усă куракан çĕр 56 гектар вĕсен. Çав шутра Николай Алексеевичăн - 40, Галина Васильевнăн 10 гектар. Лаптăксенче тырă, утă, куккурус çитĕнтернĕ. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те фермерсем. Кăçал Г. Константинова «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса пĕр миллион тенкĕ ытла гранта тивĕçнĕ, банкран кредит илнĕ.

- Грантпа тата кредитпа чĕр тавар турттарма машина, сĕт сумалли аппарат, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника илчĕç, - каласа парать Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти офисĕн управляющийĕ Алевтина Максимова. - Районта пĕчĕк бизнеса аталантаракансем пирĕн пулăшупа усă курни савăнтарать. Çăмăллăх кредичĕ вĕсене йывăр вăхăтра ура çине тăма май парать.

- Ĕç самай çăмăлланчĕ. Сĕт аппарачĕпе харăсах икĕ ĕне сума пулать. Унччен алăпах нушаланнă. Апат парассине, тислĕк кăларассине механизацилеймен-ха. Кунта хамăр вăй-хал çине çеç шанмалла. Малашне ĕнесен йышне тата ÿстересшĕн. Апла паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен ферма кирлех, - палăртать Галина Васильевна. - Çитес çул çемье фермине йĕркелеме конкурса хутшăнасшăнччĕ, анчах пилĕк çултан кăна юрать терĕç. Малашне сĕте те хамăрах сутма пуçласшăн. Капла тупăшĕ ытларах кĕрет. Тен, пасара тухма та тивĕ-и?

Çын пуласси ачаран паллă

Улми йывăçĕнчен аякка ÿкмест тенĕ. Константиновсем пысăк хуçалăхра çемйипех вăй хураççĕ. «Ачасене нихăçан та хистесе-ятласа ĕçлеттермен. Пире кура хăйсемех ĕç патне туртăнаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Яланах пĕрле, нихăçан та «ывăнтăм» тесе пăрахса утман, - савăнаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Туслă çемьере виçĕ ывăлпа икĕ хĕр, çав шутран иккĕшне усрава илнĕ.

- Алиса çуралнă хыççăн текех ача кирлĕ мар тенĕччĕ. Çитĕннĕ май килте пĕччен ларса йăлăхтарчĕ пулас ăна: «Пĕрле выляма мана хĕр ача кирлĕ», - теме тытăнчĕ. Аптăранипе Куславккари ача çуртне кайса пăхрăмăр. «Пирĕн шкул çулне çитеймен пиччĕшĕпе йăмăкĕ пур», - пĕлтерет мана директор. Хĕр ача çеç илме шухăшланипе хирĕçлерĕм. Анчах кăмăлăм çемçелнине кура хăвăрт ÿкĕте кĕртрĕç. Русланпа Эльвирăна хамран хăвармарăм», - аса илет амăшĕ. Тăлăхсене хĕрхенекене Турă кайран тата тĕпренчĕксем парнеленĕ. Халĕ Федя шкула çÿреме кăна пуçланă-ха, Владик виçĕ çулта. Вĕсене пăхма кукамăшĕ те пулăшать. Аслисем вара шкултан тахçанах тухса кайнă. Алиса кооператив техникумне пĕтерсе тăван тăрăха таврăннă, фермер хуçалăхне ĕçе вырнаçнă. «Мана хулара пурăнма килĕшмест. Ялтах аван, ирĕклĕ, сывлăшĕ те уçă», - терĕ хĕр. Шăхальтех тымар ярса пурăнасшăн вăл. Руслан – сварщике, Эльвира çĕвĕçе вĕренеççĕ. Канмалли кунсене таврăнсан çамрăксем выльăх-чĕрлĕх патне васкаççĕ. Ачисем ĕçчен, ырă кăмăллă ÿснишĕн ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет. Хуçалăх малашлăхра çирĕп алла куçасса шанса тăраççĕ вĕсем.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.