«Алă айĕнче пулсан кивçене кĕместĕн»

22 Юпа, 2014

Кам шухăшланă Вăрмар районĕнчи «Арабоси» хуçалăх арканасса? Республикăра чи малтан тенĕ пек сĕт сумалли тата сивĕтмелли залсем хута кайрĕç-çке кунта. Сыснасене ангарта хулăн ай сарăмĕпе усрасси те шăпах çакăнтан вăй илсе сарăлнă. Кунти хăватлă техникăпа паллашма ытти хуçалăхсенчен те пуçтарăнатчĕç. Ура çинче çирĕп тăракан предприяти сасартăк хупăнни Арапуçсемшĕн уяр çанталăкра аслати авăтнăнах илтĕннĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннишĕн ĕçсĕр, шалусăр юлни чăннипех инкек.

Производство объекчĕсем икĕ çул пушă ларнă. Пăхса юсаса тăманнипе вĕсем самай юхăнма ĕлкĕрнĕ. Халĕ кунта тинех ĕç шавĕ хуçаланать. Владимир Иванов фермер тăрăшнипе вăй илнĕ вăл. Лару-тăрупа вырăнта паллашма ир-ирех Вăрмар тăрăхне çул тытрăмăр.

- Ĕç кунĕ пуçланиччен яланах Интернет урлă çĕнĕ хыпарсемпе паллашатăп. Унсăрăн хама пурнăçран юлнăнах туятăп, - тесе кĕтсе илчĕ пире Владимир Иванов фермер.

Яштака та типтерлĕ çамрăк арçын хаваспах хуçалăхне кăтартса çÿрерĕ. Сĕт сумалли, сивĕтмелли залсем, пысăк та çутă витесем... Кун пеккисем ял хуçалăх организацийĕсенче те шутлă кăна-ха. Çаксем йăлтах фермерăн пулнине ĕненессĕм те килмест.

- Унчченхи хуçалăхран юлнăскерсем вĕсем. Паллах, вĕсене юсаса çĕнетме тиврĕ. Усă курмасăр ларсан кирек мĕнле япала та юхăнать, - каласа парать фермер. - Тÿрлетмелли тата пур, укçа пулсан вĕсем патне те алă çитĕ.

Витесенче шыв пăрăхĕсене улăштарнă, энергие перекетлекен çутă кĕртнĕ. Сĕт сумалли залра таса. Харăсах 20 ĕне сума пулать-мĕн. «Шурă ылтăн» пăрăх тăрăх тÿрех сивĕтмĕше каять. Çĕр ытла ĕнене икĕ доярка пăхать.

Пысăк витере ял çыннисенчен, хуçалăхсенчен туяннă выльăх-чĕрлĕх тăрать. Ăратлисем те пур, анчах сахалрах. Вĕсене туянма укçа çителĕксĕррипе хальлĕхе мĕн пуррипех çырлахма тивет. Хăй вăхăтĕнче «Арабоси» пĕрлешÿре ăратлă выльăх ĕрчетнĕ. Сĕт лайăх паракан ĕнесен пăрăвĕсене ял çыннисем те туянса юлнă. Фермер вĕсенчен çамрăк выльăхсем илсе кĕтĕве пысăклатса пырать. Хуçалăхра шултра выльăх 210 пуç, çав шутра сăвăнаканни - 108.

- Аслă шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем хуларах юлса тĕпленме тăрăшаççĕ. Эсир вара яла куçса килнĕ, - тетĕп фермера.

- Эпир ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Кукаçи вăрçă çулĕсенче колхоз председателĕнче вăй хунă, атте - 30 çул ытла бригадирта. Çемьере ултă ача çитĕнтĕмĕр. Ял тăрăх йытă хăваласа чупма вăхăт пулман пирĕн. Кил-çуртра, пахчара ĕç туллиехчĕ. Каникулсенче ял хуçалăх организацийĕнче вăй хунă. Çĕр ĕçĕ килĕшнипех агронома вĕрентĕм. Аслă шкула 70 ытла çамрăк пĕтертĕмĕр. Шел, вĕсенчен яла таврăнса çĕр ĕçне кÿлĕннисем çукпа пĕрех, - палăртрĕ Владимир Анатольевич. - Професси килĕшмест пулсан мĕншĕн пилĕк çул вăхăта усăсăр ирттермелле?

Тăван яла таврăннă çамрăк валли малтанлăха ĕç тупăнман. Алă усса ларман вăл, пысăк укçа хыççăн тĕнче касса çÿремен. Тикешре 10 гектар çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Майĕпен хăйĕн хуçалăхне, акакан-сухалакан лаптăксене ÿстерсе пынă. Чĕр тавара сутса хуçалăха аталантарнă. Николай пиччĕшĕпе пĕрле ĕçленипе лав çăмăлрах шунă.

Районта панкрута тухнă «Арабоси» хуçалăхăн пурлăхне сутма аукцион ирттернине пĕлсен Владимир Иванов та хутшăнма кăмăл тунă. Хаклă пурлăха туянма банкран кредит илме тивнĕ. Производство объекчĕсене тепĕр хут ĕçлеттерсе яма вăй-хал, укçа самай хывнă. Çĕр лаптăкĕ 4 пин гектара çитнĕ. Унта тырăпа нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Кăçал тырă килограмĕ 5-6 тенке кайнă. «Сарă ылтăн» сутса тупăш илмелĕх те, выльăх-чĕрлĕхе çитермелĕх те çитет», - пĕлтерчĕ В. Иванов.

- Сĕте «шурă ылтăнпа» танлаштараççĕ те сирĕншĕн вăл мĕнлерех?

- Ĕнесене иккĕмĕш уйăх кăна сăватпăр. Кашни ĕнерен талăкра вăтамран 17 литр сĕт илетпĕр. Ăна Шупашкарти чĕр тавар тирпейлекен предприятие ăсататпăр. Хальлĕхе тупăш пирки калаçма иртерех. Çапах сĕт сутнипе кассăна куллен укçа кĕрет, парăмсемпе татăлма çăмăлланать. Хуçалăхра тыткаламалăх та укçа юлать - алă айĕнче пулсан кивçене чупмастăн. Малашне ĕне выльăх йышне тата ÿстересшĕн. Витесем çителĕклĕ. Хальлĕхе пилĕк витерен виççĕшне кăна хута янă. Ыттисене юсаса çĕнетсен йыша 850 пуçа çитерме пулать. Сĕт, аш-какай, тырă туса илессипе аталанасшăн.

- Ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсемпе ĕçлеме техника, çынсем çитсе пыраççĕ-и?

- Хальлĕхе 15 çын вăй хурать. Витесем тулнă май ĕç вырăнĕ тата хушăнĕ. Техника туллиех. Тĕрĕссипе каласан, вĕсен шутне те пĕлсе çитерейместĕп. Тырă комбайнĕ кăна пиллĕк. Хăватлă машина-тракторсăр паян пĕр вырăнта тапăртатса тăнăпа пĕрех. Пурлăхпа техника базине çирĕплетме çулсерен 5-6 миллион тенкĕ хыватпăр. Хамăрăн укçа çитсе пыманнипе Раççей ял хуçалăх банкĕнчен час-часах кредит илетпĕр. Процент ставкине патшалăх саплаштарма пулăшать пулсан мĕншĕн усă курас мар?

Кăçал Владимир Иванов «2012-2014 çулсенче фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăпа 5 миллион тенкĕ грант илнĕ. Ăна фермăна юсаса çĕнетме, выльăх туянма тăкакланă. «Ура çине тăракан фермершăн грант сумлă пулăшу. Вăй хушнăнах туйăнчĕ. Хăвăн çине шанса ĕçленĕ чухне кашни пусĕ шутра. Тăкакланиччен çичĕ хут пуç тавра шутлатăн», - терĕ вăл.

Арапуç тăрăхне ĕçлеме куçнă май Ивановсен пурăнмалли вырăна та улăштарма тивнĕ. Тикеш район центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă. Кашни кун çÿреме кансĕр. Вăрмар вара – юнашарах. Район центрĕнче мăшăрĕ валли те ĕç тупăннă.

- Тикешрен фермер хуçалăхне куçарса килнĕ-ха. Анчах куçман пурлăха, çав шутра çĕре те çĕклесе каяймăн. Унта халĕ кам хуçаланать-ши?

- Пурлăхĕ вырăнтах юлнă. Манăн пичче те, Николай, фермер, Тикешре хуçалăха малалла аталантарать. Акмалли лаптăка 500 гектара çитерчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пыратпăр.

Иванов ку районтанах пулин те, Арапуçсем малтанах ăна шанманни сисĕннĕ. Организацирен юлнă мĕн пур пурлăха сутса тухса тарасран шикленнĕ-тĕр. Владимир Анатольевич тар тăксах вăй хунине, ку тăрăха яланлăхах килнине ăнлансан шанăç çуралнă. Паллах, вăрттăн кĕвĕçекенсем, ура хума хăтланакансем те пур-ха. Фермер вĕсем умĕнче тÿрре тухма хăтланса хаклă вăхăта сая ямасть. Йытă вĕрсен те караван малаллах каять тенĕ вырăссем. Малти вырăнта уншăн - хуçалăхпа çĕр ĕçченĕсем.

Лариса Никитина.

Алексей ИЛЬИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.