Кĕлечĕ тулли, кĕсйи - пушă

15 Юпа, 2014

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем шутлă кăна. Ку шута «Свобода» колхоз та кĕрет. Икĕ ялтан - Акташпа Анат Çĕрпÿкассинчен - йĕркеленнĕ вăл. Пĕчĕк хуçалăх йывăрлăха пăхмасăр малаллах талпăнать, умри çула такăрлатать. Предприятие çирĕм çула яхăн Валериан Федотович Бромбин ертсе пырать.

- Валериан Федотович, кĕр пуянлăхĕ хуçалăх пÿлминче те сисĕнчĕ-тĕр. Кĕлетсем «сарă ылтăнпа» тулчĕç-и?

- Пирĕн тăрăхра çу типĕ килнипе акни-лартни типсе сарăхмах тытăннăччĕ. Юрать, çумăр чашлаттарсах çуса иртрĕ. Калча тепĕр хут вăй илсе кайрĕ. Çанталăка кура эпир тĕш тырă гектартан 22-24 центнер тухасса кăна шаннăччĕ, кăтарту 30 центнера çитсен савăнтăмăр. Пĕр пин тонна пуçтарса кĕртрĕмĕр. Тулли кĕлет те тупăш параймарĕ - «сарă ылтăн» хакĕ ытла пĕчĕк. Ăна хамăр çынсенех сутрăмăр, пай çĕрĕсемшĕн патăмăр. Хаклăпа мар, килограмне 5-6 тенкĕпе çеç. Пай çĕрĕшĕн хăшĕсене пĕр тонна ытла тырă тивет. Выльăха хĕл каçарма çителĕклех.

- Хальхи вăхăтра хуçалăх тĕш тырăпа кăна ĕçлет. Унччен кунта хăмлапа çĕр улмирен те самай тупăш илнĕ. Мĕншĕн уйсем сасартăк чухăнланса юлнă-ши?

- Виçĕ çул каялла эпир «симĕс ылтăн» та, «иккĕмĕш çăкăр» та çитĕнтернĕ. Вĕсене туса илме хăватлă техника туяннăччĕ. Темле чаплă техника та çынсăр ĕçлеймест. Хăмлапа çĕр улми пĕр вăхăтра пулса çитеççĕ. Пĕчĕк коллективпа харăсах темиçе ĕçе ĕлкĕрме йывăр. Хăмлана çийĕнчех татмасан пучахĕ вĕçет. Çĕр улмине вăхăтра кăлармасан юр айне юлать. Хăмла татма хăтланса «иккĕмĕш çăкăра» икĕ çул шăнтса ятăмăр. Халăхпа пухура сÿтсе явнă хыççăн малашне «симĕс ылтăнпа» кăна ĕçлеме шутларăмăр. Унăн лаптăкне 8 гектара çитертĕмĕр. Продукцие вырнаçтарассипе йывăрлăх пулман, укçине те аванах тÿленĕ. Çĕр улми комбайне, ытти техникăна управа лартрăмăр. Усă курманскер пăхса тăрсан та юхăнать. Шел, халĕ унăн кăшкарĕ кăна юлнă темелле.

Ик мулкача хăвалакан пĕрне те тытайман тенĕн хăмларан пысăк тупăш илесси пăчланчĕ. Тавар кайма пăрахрĕ, тăкаксене саплаштарайми пултăмăр. Виççĕмĕш çул хăмла пахчисем пушă лараççĕ. Йывăç юпасем çĕрĕшсе пĕтрĕç ĕнтĕ. Тимĕрпе бетонран тунисем лайăх-ха. Хăмла туса илмелли, татмалли, типĕтмелли хаклă техника каллех управра. Юхăнса пĕтесрен пăхсах тăратпăр, анчах сыхласа çитерейĕпĕр-ши? Пурлăха куç хывакансем те тупăнсах тăраççĕ.

Пуçтарма çулталăк аркатма çур кун та çителĕклĕ. Пахчасене тепĕр хут чĕртсе тăратма пулать, анчах унран пысăк тупăш илесси иккĕлентерет. Ĕçе тепĕр хут пуçарса яма укçа самай хывмалла. Етĕрне районĕнчи хăмла туса илекен хуçалăхсем те лаптăксене чакарсах пыраççĕ - тавара вырнаçтарма йывăр, ĕçлекенсем çителĕксĕр. Тĕрĕссипе республикипех çакăн пек лару-тăру. Чăваш хăмлин чапĕ сÿнни кулянтарать паллах. Пирĕн тавара хаклама, туянма пăрахрĕç пулсан мĕншĕн тертленмелле?

- Апла тупăш çăл куçĕ мĕнре-ши?

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе аталанса пыратпăр. Уйра туса илнине ăна тăрантарма яратпăр. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 350, çав шутра сăвакан 100 ĕне. Сĕте Элĕке ăсататпăр. Литрĕ – 16 тенкĕ. Ĕне какай хакĕ иртнĕ çултанпа улшăнманпа пĕрех, килограмĕ ?чĕрĕ виçе% 60 тенке каять. Вăкăрăн кăштах хăпарчĕ темелле, 80 тенкĕпе туянаççĕ.

Паллах, услам ытларах сĕт сутнипе кĕрет. Иртнĕ çул тата 100 ĕне вырнаçмалăх ферма тăвасшăнччĕ. Проектне те хатĕрлерĕмĕр. Кредит илме документсене банка тăратрăмăр. Пире 14-15 млн тенкĕ кирлĕччĕ. Шел, хуçалăхăн салук çитеймест тесе кредит памарĕç. Çĕнĕ техникăсемшĕн те субсиди илсе пĕтереймерĕмĕр. Тăкаксен пайне саплаштарма килĕшмерĕç. Халĕ çĕр-шывра выльăх-чĕрлĕх аталантарссипе ĕçлемелле терĕç. Çав хушăрах ĕне вити тума кредит уйăрманни тĕлĕнтерет. Хуçалăх тупăшлă ĕçлесе, парăмсемпе вăхăтра татăлса пырать темелле. Пирĕн те аталанас, фермăсене çĕнетес килет. Хамăр çеç вăй çитереймĕпĕр. Пĕчĕк хуçалăхсене шанманни, пулăшма тăрăшманни кÿрентерет.

- Валериан Федотович, хальхи тапхăрта хуçалăхсенче ĕçлекенсем сахаллансах пыраççĕ. Çамрăксене ĕçе явăçтарма йывăр. Сирĕн тăрăхра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех? Çĕр ĕçĕ йывăр, пархатарсăр тесе пăрăнакансем пур-и?

- Ĕçе вырнаçасчĕ тесе черете тăракан çук. Фермăра акă Раиса Филиппова заведующипе Елена Максимова, Валентина Филиппова, Надежда Иванова дояркăсем нумай çул ĕçлеççĕ. Çĕнĕ ферма хута янă пулсан тен, çамрăксене те явăçтарма пулатчĕ-и? Пур-ха вĕсем, çамрăксем. Александр Токарев, Федор Петров механизаторсем вăтăра та çитмен. Иртнĕ çул Таисия Иванова бухгалтер дипломĕпе таврăнчĕ. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскере тĕп бухгалтер ĕçне шанса патăмăр. Алена Токарева кассир та çамрăк-ха. Сăмах май, Аленăпа Александр пĕр тăвансем. Амăшĕ, Зоя Виссарионовна, хуçалăхрах пăрусем пăхать. Чăннипех маттур çемье.

Çапах яш-кĕрĕме хуçалăх ĕçне явăçтарма çăмăл мар. Вĕсен те ыттисем хыççăн пысăк шалуллă ĕç шыраса аякка тухса каяс килет. Пĕррехинче Элĕк районĕнчен пĕр çемье тырă туянма килчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех аслă пĕлÿ илнĕ хĕрĕ те çула тухнă. Вĕсемпе калаçнă май хуçалăхпа паллаштаратăп. «Акă сана хуçалăх, ĕçсĕр лариччен кил те вырнаç. Çÿреме те çывăх», - терĕ амăшĕ хĕрне. «Шалу мĕн чухлĕ тÿлетĕр?» - тÿрех ыйтрĕ лешĕ. «10-15 пин тенкĕ. Кайран ĕçленине кура хушатпăр», - ăнлантаратăп ăна. «Ай-уй, ытла та пĕчĕк. Эпĕ Комсомольски районĕнчи пĕр хуçалăхра практикăра пултăм. Унта килнĕ-килмен уйăхне 20-25 пин тенкĕ параççĕ, кайран, ĕçлесе кайсан 40-50 пин тенкĕ тÿлеме шантараççĕ», - хирĕçлерĕ вăл. Эпир ун чухлĕ парайманнине пĕлсен тек калаçмарĕ.

Яш-кĕрĕмшĕн хуçалăхра ĕçлени сумлă мар халĕ. Пысăк укçа шыраса Мускав, Çурçĕр тăрăхнех тухса кайма хатĕр. Йĕркеллĕ ĕçлесен ялтах лайăх укçа ĕçлесе илме пулать. Колхозра выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тырă вырнă вăхăтра 30-40 пин тенкĕ ÿкет. Çамрăксене яла хăварас тесе вĕсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçатпăр, ÿкĕтлетпĕр.

- Хăвăр ачăрсенчен хăшĕ те пулин яла юлнă-и?

- Шел, виççĕшĕ те хулара пурăнаççĕ. Ирина - тухтăра, Олеся юриста вĕренчĕç. Ял хуçалăхĕнче вĕсене ĕç тупса параймăн. Сергей инженер-механик дипломне илчĕ. Хуçалăхшăн кирлĕ професси темелле. Çапах ĕçе вырнаçтарма тăхтаса тăтăм. Мĕншĕн тесен, мăшăрăм, Алевтина Константиновна та кунтах, бухгалтерта вăй хурать. Пĕчĕк хуçалăхра виçсĕмĕр те ертсе пыракан звенора ĕçлени килĕшÿсĕр. Халăх çăварĕ хапха мар, уçса хупаймăн. «Бромбинсем колхоза ярса илчĕç», - тесе каласран та асăрхантăм. Вăхăт çитсен тен, унранах пулăшу ыйтма тивĕ-и?

- Ют çĕр-шывран çимĕç турттарма чарни ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн сисĕнчĕ-и? Ертÿçĕн сĕтелĕ чухăнланмарĕ-и?

- Пĕр енчен çакă ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене çул уçса памалла пек. Анчах нимĕнле улшăну та сисместĕп. Чĕр тавара çаплипех йÿнĕпе туянаççĕ. Лавккасенче апат-çимĕç хакланса пыни сисĕнет. Усламçăсене пуймалли тапхăр çитрĕ тесен те йăнăшмăп. Ялта пурăннă май хушма хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕçпе тăранса пурăнатпăр. Кăçал улми-çырли, пахча çимĕçĕ çителĕклех пулчĕç. Лавккаран туянмасăрах сĕтел апат-çимĕçпе пуян. Тен, çуркунне, саппас пĕтсе çитсен, лавккана чупма пуçласан санкци витĕмне лайăхрах туйса илĕпĕр-и? Тата пĕр çĕр-шывран илсе килме чараççĕ те çавнах урăх çĕртен турттараççĕ. Çавăнпа апат-çимĕç енчен татăлмăпăр. Чăн та, хакĕ çыртма пултарĕ.

Лариса Никитина.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.