Лариса Никитина

30 Пуш, 2017

Хуçине кура лавĕ

Вунă çул каялла "АПК аталанăвĕ" программăпа Шупашкар районĕнче никĕс ярса сысна комплексĕн пĕрремĕш кирпĕчне хучĕç. Унтанпа кунта выльăх-чĕрлĕх хули ÿссе ларнă тейĕн: производство обĕекчĕсем, газ, шыв, хăватлă техника, акакан-сухалакан лаптăксем… "ТП "Сувар-2" пĕрлешÿ экологи тĕлĕшпе таса продукци туса илет, ăна тирпейлесе сентре çине ăсатать.

30 Пуш, 2017

Сывлăх пурлăхран хаклă

2017 çул — Раççейре Экологи çулталăкĕ. Кăçал çĕршывра экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, çут çанталăк пуянлăхне упрассипе пысăк ĕçсем тума палăртнă.

Ăçта тасарах?

30 Пуш, 2017

Çыхман милĕк саланать

Муркаш районĕнчи Тури Панклири Иван Тихонович Тихонов вăтăр çул ытла "Ударник" хуçалăхра агрономра тăрăшнă. "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят илнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Çапах хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать.

9 Пуш, 2017

Паха çĕрулми тухăç кÿрет

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Экспо—Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче Регионсен хушшинчи "Çĕрулми – 2017" курав иртрĕ.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Пĕтĕм Раççейри А. Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора хутшăнчĕç.

2 Пуш, 2017

Çĕрулми тупăшлă-и е тăкаклă-и?

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Экспо-Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче "Çĕрулми – 2017" регионсен хушшинчи курав тăххăрмĕш хут иртет.

Курав — çĕрулми туса илекенсен, инвесторсен уçă форумĕ. Вăл "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ, упранă, тирпейленĕ çĕрте малти опытпа, технологипе паллаштарать. Унта çулсерен тĕрлĕ регионтан тата ытти çĕршыври предприятисем хутшăнаççĕ. Куравра "çавра сĕтелсем", наука-практика конференцийĕсем, ĕçлĕ тĕлпулусем иртеççĕ.

Pages