Лариса Никитина

11 Çурла, 2016

Шăпама ӳпкелеместĕп

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: "Етĕрне районĕнчи "Выльский" совхоза ветеринар пулса ĕçлеме йышăннă". Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Светлана Павловăшăн кăна пурнăç улшăнман тейĕн, паянхи кун та вăл выльăх-чĕрлĕхе сыватать.

4 Çурла, 2016

Туслă йышра ĕç ăнать

ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ ЯЛ ХУÇАЛĂХ ÇЫРАВĔ ВĔÇЛЕНЕССИ НУМАЙ ТА ЮЛМАРĔ /УТĂ УЙĂХĔН 1 - ÇУРЛА УЙĂХĔН 15-МĔШĔСЕНЧЕ ИРТЕТ/. ВĂЛ ВĂРНАР РАЙОНĔНЧЕ МĔНЛЕ ПЫРАТЬ-ХА?

Вăхăтра вĕçлĕпĕр

28 Утă, 2016

Уй куçлă…

Уй-хирте пуç çийĕн кĕрлесе вĕçекен пысăк мар хатĕре çынсем тĕлĕнсе сăнарĕç. Вăл вара тÿпенелле вĕçсе хăпарса куçран çухалчĕ те унтан çунаттине хуçнă кайăк пек çĕрелле ыткăнчĕ. Çук, ÿкмерĕ, çĕре перĕнесси темиçе метр юлсан вăй-хăват хушнăн тÿрленчĕ. Аллинче пультпа планшетлă компьютер тытса тăракан çамрăк енне васкамасăр çул тытрĕ.

Çак тĕлĕнтермĕшпе кăçал республикăри Уй кунĕнче паллашма тÿр килчĕ. Квадрокоптер /вĕçекен аппарата çапла калаççĕ\ хальлĕхе Вăрнар район уй-хирĕнче кăна хуçаланать-ха.

21 Утă, 2016

Тумла чула шăтарать

Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов Чăваш Енре ĕçлĕ çулçÿревпе виçĕ кун пулнă. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса регионăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сÿтсе явнă.

Pages