Комментари хушас

14 Утă, 2016

Малашлăха аталантармалли çул-йĕр

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» девизпа иртет. Чăваш Енре çак тапхăрта 400 ял хуçалăх организацине, çав шутра вĕсен хушма хуçалăхĕсене те, 3,4 пин - фермер /пайтаçăсенне те/, 238,9 пин - ялти, 8,7 пин хулари уйрăм хуçалăхсене, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвне, вĕсенчи 9,8 пин участока шута илмелле. Районсемпе хуласенче 95 инструктор участокне йĕркеленĕ. Мероприяти пуçланиччен Чăвашстат 765 çынна вăхăтлăх ĕçе явăçтарнă.

Информаци вăрттăнлăхра юлĕ

Ял хуçалăх организацийĕсем çырав хутне хăйсем тĕллĕн çырса тултараççĕ е интернет урлă электрон мелĕпе информаци тăратаççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, уйрăм пайтаçăсем те электрон мелĕпе усă курма пултараççĕ е вĕсенчен çыравçă ыйтса пĕлет.

Мероприяти пуçланнăранпа объектсен 32 процентне çырса тухнă. Çыравçăсем палăртнă тăрăх - халăх акцие аван йышăнать, ыйтусене хуравлать. Респондентсем инструктор участокĕнче те çырава хутшăнма, хуравлама пултараççĕ.

Кирек мĕнле экономика çыравĕ халăха шухăша ярать: уйрăмах ялта пурăнакансене. Хăрама кирлĕ мар, çырав вăхăтĕнче пуçтарнă информацие статистика тĕллевĕпе кăна пуçтарасса тата вăл сарăлмасса патшалăх статистики гаранти парать. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсем хуравлакан çырав хутĕнче ячĕ-шывне, адресне кăтартман. Çитменнине, информацие хатĕрленĕ чухне ял-хула ячĕсем те «çухалаççĕ», муниципалитет районĕсем кăна юлаççĕ. Федерацин «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн объектсен çырав хутĕнчи сведенисен хÿтлĕх гарантине палăртнă. Информаципе санкцилемесĕр, тĕл-левсĕр усă курсан должноçри çынсене явап тыттараççĕ. Федерацин патшалăх статистика служби Пĕтĕм Раççейри халăх /2002, 2010 çулсем/, ял хуçалăх /2006/ çыравĕсен пĕтĕмлетĕвне вăрттăнлăхра тытас тивĕçе туллин пурнăçланă. Çавăнпа халăх çыравçă ыйтăвĕсене тĕрĕс те уççăн хуравлас шанăç пысăк.

Хушма хуçалăх - хушма тупăш

Чăваш Енре çырав мĕнле пы-рать-ха? Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕ пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем Шупашкар районĕнче пресс-турта пулчĕç.

Надежда Дьячкова çыравçă паллă мероприяти пуçланиччен хăйне çирĕплетнĕ участокри уйрăм хуçалăхсене çитнĕ. Хуçисемпе хăш вăхăтра тĕл пулмаллине калаçса татăлнă. Халĕ ăна асăрхасанах Иванов /саккунпа килĕ-шÿллĕн респондентăн ятне-шывне, ялне кăтартма юрамасть - авт./хапхана уçма васкарĕ. Унтан ăна пахчана йыхравларĕ. «Мĕн пытармалли? Ялта алă тупанĕ çинчи пек», - терĕ вăл.

Ивановсен - 0,37 гектар çĕр. Кунтах - çурт-йĕрĕ, хуралтисем, пахчи. Сад-пахчара мĕн кăна ÿсмест-тĕр: çĕрулми, пахчаçимĕç, улма-çырла, чечек. Çăл та чавнă. Йышлă çемье апат-çимĕçе килти хуçалăхра туса илет.

- Пĕр ĕне, 15 бройлер чăх, йытăпа кушак пур, - пĕлтерме васкарĕ кил хуçи выльăх-чĕрлĕх пирки ыйтма тытăнсан.

- Çук, йытăпа кушака çырмастпăр. Ыттисене шута илĕпĕр, - вăл шÿтленине ăнланса пачах кÿренмерĕ çыравçă.

Ыйтусене пĕр такăнмасăр хуравларĕ арçын: çĕрулми - 120, хăяр - 8, сухан - 15, ыхра - 5, кишĕр 8 тăваткал метр йышăнать-мĕн. Ытти пахчаçимĕç те туллиех. Уçă йăран çинчех пысăк тухăç илеççĕ. Чие /8 йывăç/, улмуççи /7/, груша /6/, слива /6/, йĕплĕ хурлăхан /1/, çĕр çырли /8 тăваткал метр/ самай вĕсен. Мотоблок, косилка пурри çĕр ĕçне палăрмаллах çăмăллатнă.

Ял пурнăç таппинчен юлманни, аталанни кунта та сисĕнет: урамра асфальт çул, газ, кĕсье телефонĕ, интернет. Ивановсем çурт-йĕрне, хуралтисене çĕнетнĕ. «Çырава хутшăнмаллах. Малалла аталанма, тĕрĕс йышăну тума кирлĕ вăл», - терĕ кил хуçи.

- Хушма хуçалăхсене ирхине е каçхине çитме тăрăшатăп. Кăнтăрла хуçисем ĕçре пулнипе тĕл пулма йывăр. Пĕтĕмĕшле 480 хуçалăха çырса тухмалла. Кунне 10 киле çитетĕп. Хуçисем пулмасан информаци çырăвĕ, çыхăнма телефон номерне хăваратăп, - хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Надежда Дьячкова.

- Çыравран пăрăнма хăтланакансем тĕл пулчĕç-и?

- «Вăл мĕн тума кирлĕ?» - тесе калакалатчĕç малтанах. «Çĕршывра йĕрке тума, ял хуçалăха малалла аталантарма кирлĕ», - тесе ăнлантаратăп. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупасси хамăртан килет. Эпир вĕсемпе кăнттам, тÿрккес калаçсан йĕркеллĕ хурав кĕтсе илеймĕн. Пирĕн енче юхăннă, хупă ларакан кил-çурт çукпа пĕрех. Пурте пахчаçимĕç, улма-çырла туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хушма хуçалăхран тупăш илекенсем те пур.

Ялти пекех

Граждансен коммерциллĕ мар сад пĕрлĕхĕнче 240 участок. Шупашкар çывăхра пулнипе-и, хуçасăр дача участокĕсем çукпа пĕрех. Шыв, çутă пурри, юнашарах асфальт çул иртни те çынсене илĕртет. Çăвĕпех халăх татăлмасть кунтан. Акă 91 çулти Агреппина Я. çу кунĕсене уçă сывлăшра, çут çанталăк илемĕнче ирттерме кăмăллать. 0,4 гектар çинче улма-çырла, пахчаçимĕç, чечек ÿстереççĕ. «Хама ялти пек туятăп. Дачăра çурт, мунча, канализаци пур. Кÿршĕсемпе те хутшăнатпăр», - пĕлтерчĕ кинемей. Вăй çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшать: йăрансене çумкурăкран тасатать, шăварать. Çывăх çыннисем - хĕрĕсем, мăнукĕсем, вĕсен ачисем - пулăшма килсех тăраççĕ. Агреппина Алексеевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Мускавран Кенигсберга çитнĕ. Санинструктор вут-çулăм хирĕнчен аманнă салтаксене илсе тухнă. Курск пĕккинчи хаяр тытăçăва та хутшăннă.

«Çырав кирлех. Правительствăн кам мĕн туса илнине, çĕрпе мĕнле усă курнине пĕлмеллех», - терĕ вăл. Кинемей Алина Пушкина çыравçă ыйтăвĕсене çăмăллăнах хуравлани тĕлĕнтерчĕ. Кашни культура миçе тăваткал метр йышăннине, улма-çырла йывăç-тĕм хисепне пĕр такăнмасăр пĕлтерчĕ.

Çыравçăпа пĕрле сад пĕрлешĕвĕн председателĕ Галина Замахова та çула тухнă. Вăл ăна хăш-пĕр участок хуçине тупма пулăшать. «Шел, икĕ ватă çын çырава хутшăнма килĕшмерĕ, анчах вăйпа хистеймĕн. Урăх турткаланса тăракан пулмарĕ. Пĕр кунра 15 участокра пултăмăр», - терĕ вăл.

- Эпĕ 6 çыравçăшăн яваплă. Вĕсен планшетлă компьютерне, çырав хутне тĕрĕслетĕп, сведенисене пуçтаратăп. Кашнин кунне 12-13 объект тухмалла. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Участока Лапсар, Çĕньял, Атайкасси ял тăрăхĕсем кĕреççĕ, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Алина Скворцова инструктор. - Çырав - пирĕн пуласлăха хывакан аталану çул-йĕрĕ. Çавăнпа мероприятие хастар хутшăнасса, вăл кал-кал иртессе шанатпăр.

Лариса Никитина.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.