Туслă йышра ĕç ăнать
ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ ЯЛ ХУÇАЛĂХ ÇЫРАВĔ ВĔÇЛЕНЕССИ НУМАЙ ТА ЮЛМАРĔ /УТĂ УЙĂХĔН 1 - ÇУРЛА УЙĂХĔН 15-МĔШĔСЕНЧЕ ИРТЕТ/. ВĂЛ ВĂРНАР РАЙОНĔНЧЕ МĔНЛЕ ПЫРАТЬ-ХА?
Вăхăтра вĕçлĕпĕр
- Районта 15 230 объекта çырмалла. Çав шутра хушма - 15 080, фермер хуçалăхĕсем - 83, уйрăм пайтаçăсем - 6, граждансен коммерциллĕ мар 15 пĕрлешĕвĕнчи 46 сад-пахча. Пирĕн 6 инструктор участокĕ, 33 çыруçă, 1 уполномоченнăйпа унăн çумĕ, - кĕскен паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Чăвашстатăн Вăрнарти специалисчĕ Людмила Осипова. - Çырав йĕркеллех пырать. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне палăртнине 77,1 процент пурнăçланă ĕнтĕ. Халăх хавалĕ - хĕвел вăй-халĕ тенĕ çав. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе вĕçлемелле. Унтан кăтартусене йĕркелесе Чăвашстата тăрататпăр.
- Кашни икĕ кунран çыруçăсен планшетлă компьютерĕнчи информацие хамăр ноутбука куçаратпăр. Йăнăш каясран инструкторсем те, хамăр та тĕрĕслетпĕр, - терĕç Сергей Яковлевпа Андрей Антонов администраторсем.
Районти 17 çыруçă планшетлă компьютерпа усă курать, ыттисем - машина вулакан бланк хучĕпе. Шел, нумай пулмасть пĕрин оргтехники чăхăмланипе хут çине куçма тивнĕ.
- Планшетлă компьютерпа ĕçлеме хăвăрт та çăмăл. Анчах унăн хăйĕн çитменлĕхĕ. Шăрăх çанталăкра вĕçĕмсĕр ĕçленĕрен зарядка хăвăрт ларать. Çынсем пурте розеткăпа усă курма парасшăн мар. Çумăр çусан йĕпенесрен те асăрханмалла, - пĕлтерчĕ Людмила Алексеевна.
- Вăрнар тăрăхĕнчи халăх çырава мĕнле йышăнать? Мероприятирен пăрăнакан пулчĕ-и?
- Малтанах налук хурасран хăракансем те пурччĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă, тĕлпулусенче ăнлантарни иккĕленÿллĕ шухăшсене сирме пулăшрĕ. Çынсем переписчиксене аван кĕтсе илеççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Çапах виççĕн çырава хутшăнма килĕшмерĕç: иккĕшĕ - тĕн ĕненĕвне пула. Тепри, тĕрмерен тин ирĕке тухнăскер, яхăнне те ямарĕ. Вĕсем патне татах çитĕпĕр-ха.
Вăрнарти инструкторсен 1-мĕш тата 6-мĕш участокĕсене те çитрĕмĕр, ĕç мĕнле пынипе кăсăклантăмăр. Унта Зоя Ивановапа Лариса Васильева инструкторсене пĕр пысăк та хăтлă пÿлĕм уйăрнă.
- Çыруçăсем лайăх ĕçлеççĕ, документсене вăхăтра тăратаççĕ. Ăнланман ыйтусем сиксе тухсан тÿрех шăнкăравлаççĕ. Хальлĕхе 80 процент ытла çырса тухнă ĕнтĕ, - терĕ Лариса Васильева. - Кашни икĕ кунра çыруçăсем пуçтарнă кăтартусене тăратаççĕ.
Людмила Осиповăпа Санарпуç енне çул тытрăмăр.
Картиш тулли - чечек
Такăр та анлă урампа вашлаттарса утакан, кăвак тумлă, хулпуççи урлă сумка çакнăскер çыруçă пулнине тÿрех ăнлантăмăр.
- Çынсем утçинче, - ăнлантарчĕ Марина Фадеева. - Каç енне е ирхине çырма тухатăп. Кĕтÿ кĕртсен халăх килте, ун чухне ăна тытма çăмăлтарах.
Вăл кирпĕч çурт хапхине хыттăн шаккарĕ. Сасса илтсе кил хуçи хĕрарăмĕ Галина Николаевна ?респондентăн ятне-шывне улăштарнă - авт.% тухрĕ. Пĕрле картишнех кĕтĕмĕр. Кунта чăн-чăн чечек пахчи тейĕн: чулран сарса тунă сукмак икĕ енĕпе сарă-хĕрлĕ çеçкесем куçа йăмăхтараççĕ. Хуралтă-картаран çакса янă чÿлмексенче те ешереççĕ вĕсем. Вите-сарай умĕнче хĕвел çаврăнăш пуçне усса ларать. Эпĕ кил картине сăнанă хушăра çыруçă хĕрарăма «тĕпчет» кăна:
- Купăста, хăяр, помидор мĕн чухлĕ лартнă?
- Купăста - 8 тăваткал метр, хăярпа помидор 3-шер тăваткал метр йышăнаççĕ. Пылак пăрăç пĕр тăваткал метр кăна, лавккара та сутаççĕ ăна, - тÿрре тухнăн хуравларĕ вăл.
Кăшман вара 10 тăваткал метр таранах йышăнать мĕн. Сад та пуян вĕсен: груша, хăмла çырли, çĕр çырли, йĕплĕ хурлăхан, слива тата ытти улма-çырла йывăççи туллиех. Нумай, пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем, пай çĕрĕ, арендăри, - пĕрне те сиктерсе хăвармарĕ Марина Фадеева. Кĕçех черет чечексем патне те çитрĕ. «1 сотăй пулать», - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. «Апла 100 тăваткал метр тейĕпĕр», - пĕтĕмлетрĕ çыруçă.
Выльăх-чĕрлĕх пирки ыйтма тытăнсан тĕлĕнмесĕр чăтаймарăм. Кил картинче тĕрлĕ чечек çитĕнекен хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх - 7, çав шутра сăвăнаканни - 3, 2 сысна, 10 чăхпа 34 чăх чĕппи, 45 индокăвакал.
Хушма хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕç çемьене тăранма кăна мар, сутлăх та çитет. Тĕрĕссипе, тĕп тупăш хушма хуçалăхран ытларах кĕрет. Сĕтĕн - 90, аш-какайăн - 50, çĕрулмин - 10, пахчаçимĕçĕн 10 процентне сутаççĕ. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ. Çĕр ĕçне тума мотоблок туяннă. Çул çÿреме çăмăл машина та пур. Хулари ырлăх кунта тахçанах çитнĕ. Çурт умĕн асфальт çул иртет, çутă, котельнăй, интернет ... - йăлтах пур.
Ыйту-хурав 15 минута тăсăлчĕ.
- Ыйтăвĕсем йывăр мар. Ял хуçалăх çыравне кăмăлпах хутшăнтăм. Тĕшмĕше, ытти суя сас-хурана ĕненместĕп, çавăнпа выльăх, кайăк-кĕшĕк йышне те тĕрĕсех пĕлтертĕм,- терĕ ыйтусем вĕçленсен Галина Николаевна.
- Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усранине пăхмасăр картишĕнче чечек хуçаланать, - тетĕп ăна.
- Выльăх тесе картише пылчăкпа, тислĕкпе çăртараймăн. Илеме вара пурте килĕштеретпĕр. Ялта выльăх йышĕ чаксах пырать. Санарпуçĕпе те пĕр касу, 50 ĕне кăна юлчĕ. Унччен улăха 3-4 касу тухнă. Пушă çурт та нумай. Çырав ял пурнăçне улăштарма, лайăхлатма пулăшасса кĕтетпĕр.
- Санарпуç ял тăрăхĕнче - 464 хушма, 4 фермер хуçалăхĕ. Хальлĕхе 360-шне çырнă ĕнтĕ. Çынсем пире лайăх кĕтсе илни савăнтарать. «Пирĕн пата та кĕрĕр», - теççĕ. Кунне 20 объект çыратăп ?планпа - 10 яхăн%. Ватăсем патĕнче вăхăт ытларах иртет. Вĕсене ăнлантармалла е пахчана пĕрле тухса шутлатпăр, - каласа пачĕ Марина Фадеева. Вăл Санарпуç ял тăрăхĕнче ĕçлет. Çырав вăхăтĕнче отпуск илнĕ.
Ял çыннине пулăшмаллах
Çĕньял Хапăсра та чечек юратни тÿрех курăнчĕ. Вĕсен те картиш тулли - илем. Пенсионерсем ĕне те усраççĕ.
Пĕр гектар çĕр çинче те хăйсемех ĕçлеççĕ. Утă, çĕрулми, пахчаçимĕç, улма-çырла туса илеççĕ. Ял хуçалăх организацинче 3 пай çĕрне арендăна панă.
- Хăяр 3 тăваткал метр, помидор - 2, кишĕр - 3, сухан - 5, ыхра - 2 ... - пĕр такăнмасăр пĕлтерет кинемей.
- Арпус, дыня пур-и? - ыйтрĕ кил хуçи хĕрарăмĕнчен çыруçă.
- Арпус çук, дыня 1 тăваткал метр йышăнать. Теплицăра помидорпа пăрăç çитĕнеççĕ, - пĕлтерчĕ вăл.
Вĕсен икĕ хĕрĕ çитĕннĕ, тăван кил-çуртран тухса кайнă ĕнтĕ. Ватă ашшĕпе амăшĕ патне килсех çÿреççĕ.
- Ĕçленипе чун канать. Ним тумасăр ларма хăнăхман, - терĕ кинемей. Пахчара, выльăх патĕнче тăрмашатăп. Хĕлле тĕрлетĕп, алса-чăлха çыхатăп.
Анна Михайловна ?ятне-шывне улăштарнă% уй-хир бригадинче чылай вăхăт ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те «Санары» агрофирмăра тăрăшать.
- Пенси пĕчĕк. Ялта пĕччен пурăнакан ватăсене уйрăмах йывăр. Вăл укçапа хуçалăх мĕнле тытмалла? Выльăх утă-улăмпа кăна пурăнаймасть, тырă та илмелле. Çамрăксене ĕç вырăнĕсем туса памалла. Вĕсем тухса кайсан ялта кам юлĕ? Çырав лару-тăрăва улăштарма пулăшасса шанатпăр, - терĕ ултă теçеткерен иртнĕ кинемей.
Лариса Никитина.
Комментари хушас