Ял хуçалăхне аталантарма
Утă уйă-хĕн 1-мĕшĕн-че Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Республикăри çыравçăсем те çула тухрĕç. Кăçал вĕсен 4 пин - фермер, 239 пин - ялти, 9 пин хулари уйрăм хуçалăхсене, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕнчи 9780 участока шута илмелле. Хальхи вăхăтра мероприятие Чăваш Енре 658 çынна явăçтарнă, çав шутра 563 çыравçăпа 95 инструктор. Пурне те вĕрентсе хатĕрленĕ, ятарлă тумпа, ĕç хатĕрĕпе тивĕçтернĕ.