Сакки сарлака та – ĕмĕрĕ кĕске

7 Утă, 2016

Типтерлĕ тумланнă, ăш пиллĕ кинемей алăкран тухсах кĕтсе илчĕ. Çĕрпÿри çĕнĕ çуртра пурăнать Мария Александрова: «Чирлерĕм-ха, юрать тăвансем пăхса тăраççĕ. Пĕччен кичемрех», - калаçрĕ вăл хăтлă та илемлĕ хваттерне кăтартнă май.

Ĕçрен кайнăшăн - тĕрмене

Мария Александровна 1926 çулхи ака уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Нĕрĕшре йышлă çемьере çуралнă.

- Пирĕн килте 10 ача пулнă. Анчах улттăшĕ пĕчĕклех чир-чĕре пула вилчĕç. Ун чухне йĕркеллĕ çиме, чирлесен сипленме майсем пулман çав. Халĕ шăллăмпа иксĕмĕрех юлтăмăр. Йăмăкпа тепĕр шăллăм та вилчĕç, - сăмах çиппине сÿтме пуçларĕ Мария Александрова. - Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 15-ре пулнă, 7 класс пĕтернĕччĕ. Пире ФЗО-на яма комиссие чĕнтерчĕç. Пĕр пек ят-хушаматлисем виççĕнччĕ эпир. Сусăрсемпе арпаштарса мана та ямарĕç. 1943 çулта çапах Владимир облаçне торф кăларма ăсатрĕç.

Тăватă çул нушалантăмăр унта. Выçăллă-тутăллă пурăнсах норма тултарнă. Ун чухне пĕр стакан çăнăх 70 тенкĕ тăнă. Куккурус çăкăрне 3-4 куна 600 грамм паратчĕç. Пĕр каçрах çисе яраттăмăр ăна. Кайран выçă ларнă. Яшки те ячĕшĕн кăна пулнă. Начарланса, пыйтланса кайрăмăр. Пĕрре атте килчĕ те мана паллаймарĕ. Бараксенчен пĕринче тыткăна çакланнă нимĕçсем пурăнатчĕç. Вĕсене те ĕçе илсе каятчĕç. Каялла наçилкка çине хурса таврăнатчĕç. Кашни кун çын вилетчĕ. Ÿчĕсене шурлăха пăрахса хупласа хуратчĕç.

Терт-нушана чăтаймасăр тарса килтĕм. Вăрçă пĕтнĕ пулин те йĕрке çирĕпчĕ ун чухне. Хупса лартасран хăраса тăлăха качча тухрăм. Тимофеев Серапенпа 1,5 çул кăна пурăнтăмăр. Эпĕ ăна килте курман та. Вăл Çĕрпÿри больницăра кунĕн-çĕрĕн лашасем пăхнă. Ун чухне мĕнпур ĕçе урхамахпа тунă. Упăшка йывăр чирленĕ, анчах мана каламан. Пирĕн Василий çуралчĕ. Ашшĕ чăтайман, çемьепе пĕрле пулас килнипе никама каламасăрах ĕçрен пăрахса килнĕ. Çакăншăн ăна 3 уйăхлăха хупса хучĕç.

Пус çумне пус хушса укçа пуçтартăм. Вăл тухнă тĕле тумтир илесшĕнччĕ. Вăрмана вутă патне кайсан упăшка тăванĕсем çĕрулмине, арчари 720 тенкĕ укçана вăрланă. Милицие чĕнтерсен çĕрулмине каялла пырса панă, укçине - çук. Милици те шырамарĕ: «Эсĕ вăрланине курман. Хăрамастăн-и калама?» - терĕç те ĕçе хупрĕç. Упăшка тĕрмерен тухсан кĕçех вилчĕ. Çур çулти ачапа юлтăм.

Кăнтăрла колхозра сысна пăхнă, каçпа авăн çапма тухнă. Ир енне таврăннă та каллех фермăна утнă. Ачана анне пăхатчĕ е киле хупса хăварнă. Кÿршĕсем пырса илсе каятчĕç, тăрантаратчĕç.

1951 çулта Çĕнĕ Катекри Григорий Васильева качча кайрăм. 16 çул пĕрле пурăнтăмăр. Вăрçăра аманнăскерĕн хăрах ÿпки пулман. Виçĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр: Николай, Алексей, Геннадий. Паянхи куна Николайпа Геннадий кăна пурăнаççĕ. Василипе Алексей вăхăтсăр вилчĕç.

Çурт-йĕр юхăнса çитнипе 1961 çулта çĕнни лартма шухăшларăм. Ĕне сутрăм, ссуда, çынсенчен кивçен илтĕм. Василий Караганда хулине вĕренме кайнăччĕ. Мана вăрçать: «Тăваймастăн вĕт, мĕншĕн тытăнтăн?» - тет. Ун чухне упăшка та пурăнать, анчах чирлĕскер ĕçлеймест. Туса пĕтертĕм. Çĕнĕ çурта куçсан мăшăр вилчĕ. Парăмсене мĕнле татмалла? Ачасем çăвĕпех колхозра ĕçлерĕç. Вĕсен укçине, хамăн шалăва хушрăм та парса татрăм.

Мускаври куравра

Мария Александрова ĕмĕрĕпех сысна пăхнă. Юлашки çулсенче «Опытный» хуçалăхра тăрăшнă. Ĕçчен те вăр-варскер районта та малтисен ретĕнче пулнă.

- 70-мĕш çулсенче Пĕтĕм Раççейри Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне фермăн 4 сыснине илсе кайма ыйтрĕç. «Каймастăп, эпĕ унтан чĕрĕ таврăнаймастăп», - тетĕп ферма заведующине. Ун чухне куравра выльăхсене çулталăкĕпех усранă. Нивушлĕ манăн та çапла пурăнмалла? Аптранипе Людмила кинпе канашларăм. «Янă чухне кай, ним курмасăрах вилетĕн», - терĕ те килĕшрĕм.

Куравра кунĕпе халăх çÿретчĕ. Çĕршыври тĕрлĕ кĕтесрен выльăхсем илсе пынăччĕ. Çимелли, пурăнмалли пурччĕ. Анчах чун килех туртатчĕ. Тунсăхласа çитсен йĕреттĕм. Зоотехник хĕрхеннипе киле яратчĕ. Тĕп хулана çуркунне кайнă та хура кĕркунне таврăннă.

Тăватă çул çапла Мускава çÿрерĕм. Ĕç вĕçленсен лавккасене япала илме чупаттăмăр. Пĕррехинче пушмак туянма кайсан черетре 700 çын тăтăмăр. Ун чухне лавккасенче ирĕклĕн нимĕн те сутман. Экскурсисене илсе каятчĕç. Ленин мавзолейне темиçе хут та кĕрсе курнă. Пенсие тухсан курав центрĕнчен илемлĕ тутăр, сăмавар, пăхăр медаль ярса пачĕç. Ĕмĕрĕм сысна пăхса иртрĕ. Йывăр ĕçпе çемьене тăрантарнă, ачасене ура çине тăратнă.

Нушаланса лартнă çурта шăллăма йÿнĕпех сутрăм. Ют çын мар, тăван-çке. Манăн упăшкасем лайăх пулнă. Пĕри те ятлаçса-кăшкăрса курман. Хам та ĕçкĕ-çикĕпе аташман. Çак тарана çитсе те икĕ черкке кăна эрех сыпса курнă. Ватăлнă май ывăлăмсем пăхаймасран та хăрарăм. Ваттисен çуртне кайса вырнаçрăм. Çамрăксене чăрмантарас килмест. Паллах, тăвансем çилленчĕç çакăншăн.

Нумай пулмасть мана, тăлăх салтак арăмне, чаплă хваттер пачĕç. Терт-асап хыçа юлчĕ. Пурăнмалла та пурăнмалла. Шел, сакки сарлака та ĕмĕрĕ кĕске.

Мария Александровăн наградисене ятарлă рамăна вырнаçтарнă. Ăна мăнукĕ туса панă-мĕн. Хĕрлĕ пусма çине ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă, ĕç ветеранĕн, ВДНХ тата ытти медале типтерлĕн çыпăçтарнă. «Иккĕшне вăрласа кайрĕç», - терĕ кинемей хаклă пурлăхне сăнанă май.

Мана тÿрĕ çул кăтартмашкăн урама пĕрлех тухрăмăр унпа. Янкăр хĕвелпе кинемей пичĕ те ăшшăн çуталчĕ. «Çĕр çулчченех пурăнасчĕ-ха», - терĕ ĕç ветеранĕ кăмăллăн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.