Уй-хиртен - сентре çине
Анлă территоринче такăр, таса. Ешĕл газон, клумбăри сарă-хĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Çанталăк шăрăх тăнă май вĕсене ирĕн-каçăн шăвараççĕ. Çак тĕлĕнтермĕше Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сĕт-çу комплексĕнче курма тÿр килчĕ. Республика кунне комбинат Малтикас Ялтăрта çĕнĕ витепе кĕтсе илчĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, патшалăхăн тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» пĕр-лешÿн тĕп директорĕ Владимир Яковлев тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Хушма ĕç вырăнĕ
Пысăк лаптăкра çĕнĕ технологипе çĕкленĕ витесем ретĕн-ретĕн вырнаçнă. Пĕри тепринчен хăватлă, илемлĕ. Нумай пулмасть туса лартнă витере таса, çутă. Хĕвел çути чÿречерен, маччаран ÿкет. Сывлăш та уçă. Ĕнесене кăкарман. Пурĕ 1000 пуç вырнаçмалла кунта. Хальлĕхе вăл çурма пушă-ха. Анчах çулталăк вĕçленнĕ тĕле тулмалла. Сĕт сумалли залра харăсах 40 ĕне тăмалла. Чĕртавар пăрăх тăрăх тÿрех холодильника çитет. Çавна май унăн пахалăхĕ те пысăк.Тислĕк кăларассине, апат парассине механизациленĕ. Дояркăсем валли канмалли пÿлĕм, душ кабинисем пур.
Министр палăртнă тăрăх - кун пек комплекссем çĕршывра та нумай мар. 2015 çулта проекта Раççей Ял хуçалăх министерствинче конкурспа суйласа илнĕ. Ăна хута янăшăн тăкакăн пĕр пайне бюджетран саплаштараççĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 133,4 млн тенкĕ. Çак вăхăтра 10,1 млн тенкĕ субсиди куçнă ĕнтĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ чĕртавар туса илет, тирпейлесе хăех сутать.
- Тавар туса илекенсемпе туянакансем хушшинче посредниксем пулманни халăха йÿнĕ хакпах паха апат-çимĕçпе тивĕçтерме пулăшать, - палăртрĕ Сергей Геннадьевич. - Рынок тапхăрĕнче ыттисен те çак мелпе ĕçлеме хăнăхса, куçса пымалла.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Николай Аливанов каланă тăрăх - витене парăма кĕмесĕр предприяти укçи-тенкипе тунă. Комбинатра пурĕ 260 çын вăй хурать. Уйăхри вăтам шалу 17 пин тенкĕ ытларах. Çĕнĕ корпус хута кайни тепĕр 20 çынна ĕçпе тивĕçтерме май парать.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем лайăх. Иртнĕ çул 6215 тонна сĕт туса илнĕ. Ку 2014 çулхипе пăхсан 135,4 процент. Ĕне пуçне - 5671 кг. Кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăтарту 25,7 процент ÿснĕ.
Сĕт тупăшлă!
- Чăваш халăхĕ мĕн ĕмĕртен выльăх-чĕрлĕх тытнă. Паянхи куна илсен унăн йышĕ чаксах пырать. Пирĕн тĕллев - комбината хамăр чĕртаварпа туллин тивĕçтересси. Сысна какайĕ çителĕклех туса илетпĕр. Ĕне ашĕ çитсе пымасть. Çавăнпа ăна 50 процент таран кÿршĕри регионсенчен туянма тивет. Выльăх ÿстермесен аш та, пăру та пулмасть. 2011 çулта 1 пин пуç вырнаçмалăх ĕне вити хута ятăмăр. Кĕтÿ ÿссех пырать. Паянхи кун сăвăнаканнисем кăна 1300 пуç. 2015 çулхи ака уйăхĕнче тепĕр вите тума тытăнтăмăр. Строительсем лайăх ĕçлерĕç, кĕске хушăрах вĕçлерĕç. Сĕт туса илни тупăшлă-и паян? Тупăшлă! 2015 çулта сĕт хăйхаклăхĕ пирĕн 11 тенкĕ те 40 пуса ларнă. Унăн тупăшлăхĕ 47 процентпа танлашрĕ. Малашне те кĕтĕве ÿстересшĕн, 2018 çул вĕçленнĕ тĕле сăвăнаканнисен йышне 2 пин пуçа çитересшĕн. Çĕнĕ витере ĕçлеме 3 доярка йышăнтăмăр. Унсăр пуçне механизаторсем, специалистсем те кирлĕ пулĕç. Çапах ĕç-хĕле механизациленĕ май йыш пысăк мар. Эпир куллен 22 тонна сĕт ăсататпăр. Çывăх вăхăтра вăл 25-26 тонна çитмелле, - терĕ Николай Аливанов.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май усă куракан лаптăксем те пысăк. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăна 4528 гектар йышăннă. Выльăх апачĕлĕх 647 гектар куккурус акнă. Республикăра кунта чи малтан куккурус вăррине вырма тытăннă. Кăçал ăна 1 пин гектар çинчен вырса илесшĕн.
Хăнасем хире те çитсе курчĕç. Куккурус пилĕк таран çитĕннĕ ĕнтĕ. Лаптăкра çумкурăк асăрхаймăн. Хĕл хырăмĕ пысăк. Халĕ ĕçченсем хĕрсех сенаж, утă хатĕрлеççĕ. Кĕçех силос та хывма тытăнмалла. Чĕртавара вырăнта туса илни, тирпейлесе сутни тăкака чакарать, тупăша палăрмаллах ÿстерет.
Лариса Никитина.