Хуçине кура лавĕ

Вунă çул каялла "АПК аталанăвĕ" программăпа Шупашкар районĕнче никĕс ярса сысна комплексĕн пĕрремĕш кирпĕчне хучĕç. Унтанпа кунта выльăх-чĕрлĕх хули ÿссе ларнă тейĕн: производство обĕекчĕсем, газ, шыв, хăватлă техника, акакан-сухалакан лаптăксем… "ТП "Сувар-2" пĕрлешÿ экологи тĕлĕшпе таса продукци туса илет, ăна тирпейлесе сентре çине ăсатать.

— Комплекса 2008 çулта хута ятăмăр. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 350 млн тенкĕ. 80 процентне Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кредит илнĕ, ыттине — хамăр кĕсьерен. Çак çулах продукци сутма тытăнтăмăр. Халĕ çулталăкра 2 пин тонна ытла аш-какай туса илетпĕр, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе "ТП "Сувар-2" пĕрлешÿ ертÿçи Александр Никаноров. — Ăратлă сысна, комбикорм цехĕ, выльăх апачĕ… — пурте хамăрăн.

Унччен выльăх апатне туянма тивнĕ. Ку предприяти кĕсйине самай пушатнă. Çитменнине пахалăхĕ те тивĕçтермен. Вырăнта хатĕрлени вара ăна лайăхлатма пулăшать. Халĕ ку ыйтăва татса панă ĕнтĕ. Рацион пуян: тулă, урпа, соя, куккурус, микроэлементсем. Çакна Роза Петрова специалист асăрхаса тăрать. "Унта нимĕнле ГМО та çук. Пирĕн экологи тĕлĕшпе таса продукци, — татса каларĕ ертÿçĕ. — Апатран пуçласа сыснана пĕтĕлентерсе çăвăрлаттарни, самăртни таранах йĕркене çирĕп пăхăнатпăр".

Малтан çулталăкра пĕр сысна аминчен 29 çура илнĕ. Çакă ĕçченсене тивĕçтермен. Продукци илессине лайăхлатма "ландрас", "дюрок", "йоркшир" ăратсене ĕрчетме тытăннă. Тăрăшни, вăй хуни сая кайман, кăтарту 32 сысна çурипе танлашнă. Вĕсене искусствăллă майпа пĕтĕлентерни те пулăшнă.

— Пысăк продукци илес тесен выльăха вăхăтра, çителĕклĕ апатлантармалла, чир-чĕртен укол тумалла, санитари енĕпе таса пулмалла, — çитĕнÿ вăрттăнлăхне уçать Александр Николаевич. – Самăртма хупнă сыснана 115 кг çитерме 160-165 кун кирлĕ.

Комплексра ĕçлекенсем çывăхри ялсенчен, Шупашкартан çÿреççĕ. Кунта вăй хуракансене килте сысна усрама чарнă. Предприятин хăрушсăрлăх служби час-часах вĕсен хушма хуçалăхĕсене çитсе тĕрĕслет. Килти сыснан чир-чĕрĕ çăмăллăнах комплексрисем çине куçма пултарать-çке. Çынсем те ĕçе тытăниччен душ кĕреççĕ, тумтир улăштараççĕ. Чирлесен, шăнса пăсăлсан ĕçе кĕртмеççĕ, сывалма килне яраççĕ. Çакă та чиртен асăрханнипе çыхăннă.

Комплексра — 10 пине яхăн сысна. Корпуссенчи климата автоматика йĕркелесе тăрать. Апат парассине те механизациленĕ. Вăл бункертан пăрăхпа тÿрех валашкана çитет. Выльăха ÿсме, самăрăлма хăтлă условисем туса панă: ăшă, таса, уçă сывлăш. Ĕçе механизациленипе пурĕ 15 çын вăй хурать. Юрий Питеров ветеринари тухтăрĕ выльăх тутă, сывă пулнишĕн яваплă. Комплексри ĕç-хĕле Святослав Гладков управляющи йĕркелесе тăрать. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни çитĕнÿсем тума пулăшать.

2011 çулта предприяти тырă çитĕнтерме Сĕнтĕрвăрри районĕнче çĕр арендăна илнĕ. Сухаласа акма, тырпула пуçтарса кĕртме, техника туянма Раççей ял хуçалăх банкне парăма кĕнĕ. Кайран та финанс учрежденийĕ пулăшнипе техника паркне çĕнетсех тăнă. Хальхи вăхăтра вĕсен усă куракан çĕр – 2700 гектар. Унта тулă, куккурус, урпа туса илеççĕ. Уй-хирте çитĕнтернине 4500 тонна кĕрекен управа хываççĕ. Хĕлĕпех унран комбикорм цехĕнче апат хатĕрлеççĕ.

Ака-суха çывхарса килнĕ май предприятире хĕрÿ тапхăра хатĕрленеççĕ. Çураки çука хăварть тенĕ. Ку вăхăхтра тăкак палăрмаллах ÿсет. Çавăнпа каллех Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллатнă кредит илме йышăннă. Ара, кăçалтан ăна çĕнĕ йĕркепе пани те илĕртнĕ ĕçченсене.

— Унччен çăмăллатнă кредит çулталăка 11-14 процентпа илнĕ. Анчах малтан парăма туллин тÿленĕ. Кайран тин процентшăн субсиди куçнă. Кăçалтан çулталăка 5 процентран пысăк мар кредит параççĕ. Унăн процентне патшалăх саплаштармасан та аграрисемшĕн меллĕ, тÿлесе татма çăмăл. Темиçе çул каялла Китайра пулнăччĕ. Унта бизнеса аталантарма çулталăка 5 процентпа кредит пани тĕлĕнтернĕччĕ. Вăл ырлăх тинех пирĕн пата çитрĕ. Унсăр пуçне ферма, хранилище, ытти пысăк ĕç тума çăмăллатнă кредит вăрах вăхăтлăх илме май пур, — савăнса пĕлтерчĕ Александр Никаноров. — Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме, выльăх апачĕ, ветеринари препарачĕсене туянма хăрамасăрах 78 млн тенкĕлĕх кĕске вăхăтлăх кредит илме шутларăмăр. Сăмах май, Раççей ял хуçалăх банкĕпе эпир 2003 çултанпа çыхăну тытатпăр,час-часах унăн пулăшăвĕпе усă куратпăр. Ака-сухана тухма техника хатĕр. Халĕ удобрени, ГСМ, им-çам туянатпăр. Механизаторсем çителĕклĕ. Юр ирĕлсе çĕр типессе кĕтетпĕр. Хĕл каçа çĕр ĕçĕшĕн тунсăхларăмăр, чун-чĕре уй-хире туртать.

Лариса Никитина.

Лариса Никитина"Хресчен сасси" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.