Паха çĕрулми тухăç кÿрет
Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Экспо—Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче Регионсен хушшинчи "Çĕрулми – 2017" курав иртрĕ.
Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Пĕтĕм Раççейри А. Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора хутшăнчĕç.
Паллă мероприятие йĕркелесе ирттерме РФ Ял хуçалăх министерстви, Раççейри Çĕрулми союзĕ хутшăннă. Курава хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пынине палăртмалла. Кăçал та çĕршыври 22 регионран 86 экспонат тăратнă. Вĕсем — "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ çĕрте малти технологие ĕçе кĕртекенсем, вăрлăх туса илекенсем, ÿсентăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлеме препаратсем хатĕрлекенсем.
Михаил Игнатьев уява уçнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра çĕрулмине экспорта ăсатассине аталантарма тĕллев лартнине каларĕ. Республикăра çĕрулмин селекципе вăрлăх центрне хута яни çак енĕпе тунă курăмлă утăм пулĕ.
— Пирĕн те чăваш çĕрĕ çинче туса илнĕ хамăрăн вăрлăх пулĕ. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, ют çĕршывран элита вăрлăх туянма хакла ларать. Пĕр килограмĕ — 60-70 тенкĕ. Пирĕн тĕллев — элита репродукцин хăйхаклăхне чакарасси, çĕрулми туса илекенсем тупăш илччĕр, — палăртрĕ Михаил Васильевич.
Селекци енĕпе "Слава картофелю" агрофирмăн "АСК-Елчĕк" пĕрлешÿ ĕçлеме тытăнĕ. Вăл лайăх аталанса кайсан малашне паха вăрлăха республикăри хуçалăхсене кăна мар, аякка та сутма çул уçăлĕ. Хушма хуçалăхсем те ăна туянма пултарĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ "иккĕмĕш çăкăр" туса илессипе ĕçлекен регионсене тав турĕ. Раççей Ял хуçалăх министерствипе пĕрле аграрисене хавхалантарма условисем туса парассине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене пулăшма кăçал 2 млрд та 360 млн тенкĕ уйăрмалла. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 7 процент ытларах. Ÿсентăран отрасльне те пĕлтĕрхинчен 32 процент нумайрах укçа-тенкĕ куçмалла.
Чăваш Енре çĕрулмин селекципе вăрлăх центрне уçма палăртнине РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев ырласа йышăнчĕ. Вăл пулас центрăн презентацийĕпе кăсăкланса паллашрĕ. Инвесторсем палăртнă тăрăх — центр кăçалах 80 тонна паха вăрлăх туса илесшĕн.
"Иккĕмĕш çăкăра" Чăваш Енре ытларах туса илме майсем çителĕклĕ. Элита вăрлăх хамăрăн, ÿсентăрана çумкурăкпа сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелли им-çам туянма та аякка каймалла мар. Республикăра ăна икĕ завод хатĕрлесе кăларать. Чăн та, чĕртавара пухса кĕртекен йÿнĕрех техника кăна туса кăлараймастпăр-ха. Шупашкарти трактор тăвакансен заводĕнче тырă комбайнĕ пуçтарма тытăннине шута илсен çавнашкал техника патне те черет çитĕ-и, тен?
Хăнасем, уява пуçтарăннисем ятарлă лаптăкра вырнаçнă экспонатсемпе хаваспах паллашрĕç. Хамăр тăрăхри "Санары", "Семеновод", "Август" /Вăрнар районĕ/, "Слава картофелю" /Комсомольски/, "ЭнежЬ" /Куславкка/ тата ытти предприяти таварĕсене курава тăратнă.
Çĕрулмирен те сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пулать иккен. Сăмсана кăтăклакан техĕмлĕ сăйран мĕнле пăрăнса иртĕн? Ватти-вĕтти /уявра вĕсем те туллиехчĕ\, вăйпитти савăнсах астивсе пăхрĕç вĕсене. Пĕлтерĕшлĕ мероприятирен ачасем те юлман, вĕсем ÿкерчĕксен конкурсне хутшăннă. Урамра ретĕн-ретĕн лартса тухнă ял хуçалăх техники умĕнчен те çынсем татăлмарĕç.
Çак кун Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчен çитнĕ хуçалăхсем çĕрулми вăрлăхĕ сутрĕç. Кăçал 30 сорт илсе килнĕ. Çав шутра 10-шĕ Раççейре çитĕнтерни.
Куравра наука-практика конференцийĕсем, "çавра сĕтел" хушшинче калаçусем иртрĕç, ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетрĕç.
— Çитес çул вуннăмĕш, çĕрулмин юбилейлă куравĕ иртĕ. Шупашкара Раççейри çĕрулми, вăрлăх туса илекен пысăк предприятисене чĕнĕпĕр. Ăна тата анлăрах, Пĕтĕм Раççейри шая çĕклĕпĕр, — палăртрĕ РФ ял хуçалăх министерствин ÿсентăран, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департамент директорĕ Петр Чекмарев.
Раççейре селекци ĕçне, вăрлăх туса илессине аталантармаллине палăртрĕ. Çĕршывра çĕрулми çитĕнтерекенсен 50 проценчĕ хамăрăн вăрлăхпа усă курмаллине каларĕ вăл. Патшалăх та селекци ĕçне аталантарма пулăшĕ.
Çынсен шухăш-кăмăлĕпе паллашар-ха.
Владимир Федосеевич, Беларуçри Наци академийĕн Гроднори ÿсентăран тĕпчев институчĕн директорĕн заместителĕ:
— Кăçал Чăваш Ене 40 тонна супер элита çĕрулми вăрлăхне сутма килĕшÿ турăмăр. Ăна ытларах çĕрулми вăрлăхĕпе ĕçлекен хуçалăхсем туянаççĕ. Çакăн пек куравсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май параççĕ. Эпир кунта иккĕмĕш çул хутшăнатпăр. Пире кăмăлласа кĕтсе илни савăнтарать.
Роберт Петров, Вăрнар районĕнчи "Санары" агрофирма ертÿçи:
— Кăçал курава республикăран сахалрах хутшăннăн туйăнать. Çакă хăшпĕр хуçалăх çĕрулми туса илессипе кăсăкланма пăрахнипе те çыхăннă. Мĕншĕн тесен чĕртавар сутăнмасть, хакĕ пĕчĕк, ирĕксĕрех кăмăл хуçăлать. Çав хушăрах аякран килнисем нумай. Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелерĕмĕр, конференцисене, семинарсене хутшăнтăмăр. Çĕрулми туса илессипе тахçанах ĕçлетпĕр пулин те, çĕнĕлĕхрен юлас килмест.
Унччен эпир "иккĕмĕш çăкăра" 200 гектар ытла лартнă, халĕ икĕ хут сахал. Лаптăка текех чакарасшăн мар, паха сортсем лартса тухăçа ÿстересшĕн. Хуçалăхра 5 сорт çитĕнтеретпĕр. Кăçал каллех çĕннине туянасшăн. Республикăра селекци центрне йĕркелессине ырласа йышăнатăп. Çакă вăрлăха вырăнтах çĕнетсе пыма пулăшать.
Сергей Ященко, Чулхула облаçĕнчи Городецк районĕнчи "Мир" Ященко А.В. и компания" юлташлăх ĕçченĕ:
— Çакăн пек мероприятисенче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленеççĕ. Паллах, чĕртавар туса илекен ăна вырнаçтарма çĕнĕ клиентсем шырать. Куравра çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсемпе паллашатпăр. Предприятире 8 сорт çитĕнтеретпĕр. Туянакансене чи малтан чĕртавар сăн-сăпачĕ, еплерех упранни кăсăклантарать. Вĕсен кăмăлне шута илсе ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Çавна май çĕрулми аван сутăнать.
Алексей Селиванов, Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирмăн тĕп директорĕн заместителĕ:
— Кăçал курава çĕрулми вăрлăхĕпе ĕçлекенсем ытларах пуçтарăннă. Çĕрулми çитĕнтерни тупăшлă.
Юлашки вăхăтра вăл япăх сутăнать. Ман шутпа, çакă пахалăхĕ тивĕçтерменнипе çыхăннă. Агрофирма иртнĕ çул çĕрулмин пĕр килограмне 13-14 тенкĕпе сутрĕ. Пурте "иккĕмĕш çăкăр" ÿстересшĕн. Анчах ăна туса илме ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем çителĕксĕр. Хаклă хакпа сутас тесен çĕрулми сывă пулмалла. Нумайăшĕн вăл тĕрлĕ вирус, бактери, кăмпа чирĕпе чирлĕ. Пахалăха ÿстерме, чир-чĕртен тасатма вăрлăхпа ĕçлекен ятарлă хуçалăх кирлĕ. Агрофирмăн "АСК-Елчĕк" филиалĕнче селеци центрне йĕркелени çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ.
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас