Çыхман милĕк саланать
Муркаш районĕнчи Тури Панклири Иван Тихонович Тихонов вăтăр çул ытла "Ударник" хуçалăхра агрономра тăрăшнă. "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят илнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Çапах хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать. Унăн шăпи ăна паян та канăç памасть.
Хуларан — яла
— Çамрăк чухне комсомол путевкипе Казахстанра çерем çĕр уçнă çĕре те хутшăннă. Шупашкарта тĕпленнĕ хыççăн шăпа каярахпа çемьене тăван тăрăха çавăрса çитерчĕ. "Ленинец" колхоза агронома вырнаçрăм. Çак вăхăтра ял палăрмаллах улшăнчĕ, çĕкленчĕ. Григорий Иванов ертÿçĕ тăрăшнипе техника паркĕ, фермăсем, клуб, шкул, ытти çурт-йĕр турăмăр. 1976 çулта колхоз кÿршĕри "Ударник" совхозпа пĕрлешрĕ. Пысăк йышпа аталанма çăмăлрах пуласса шаннă. Ăна Александр Михайлов ертсе пынă, — терĕ Иван Тихонович. — Çак çулах пуçлăхсем пирĕн хуçалăхра çĕрулми вăрлăхĕ çитĕнтерме йышăнчĕç. Ĕçе пуçарса йĕркелесе ямашкăн самай вăй хума тиврĕ. Мăшăрăм, Мария Кузьминична, агроном пулнă май ăна та явăçтарчĕç. Мана вара аслă агронома суйларĕç. Кĕске хушăра Мускаври Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕпе пĕрле пысăк ĕçсем тума пултартăмăр.
1981 çулта совхоза Платон Павлович Давыдов ертсе пыма тытăнчĕ. Вăл хуçалăх экономикине çĕклессипе, ĕç дисциплинине çирĕплетессипе курăмлă утăмсем турĕ. Çак тапхăрта çĕр пулăхне çĕнетсе тырă, пахчаçимĕç, çĕрулми тухăçĕсене палăрмаллах ÿстертĕмĕр. Çулсерен 360 гектар çинче 800-850 тонна çĕрулми вăрлăхĕ туса илсе сутнă. 4500 тонна ытла управа хунă. Çынсем хавхаланса ĕçленĕ, шалу вăхăтра, лайăх илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма уй-хирте нумай çул ÿсекен курăксем акрăмăр. Сурăм юханшыва пĕвелесе лаптăксене шăварма тытăнтăмăр.
Шыв çине сенĕкпе çырнă евĕр
— Иван Тихонович, хуçалăх çĕрулми кăна мар, хăмла та çитĕнтернĕ-и?
— Республикăра хăмла отраслĕ аталаннă май "Ударник" совхозра ăна 12 гектар çинче лартрăмăр. Пахча тума самай тăкаклантăмăр. Платон Давыдов директор пĕчĕк сăра завочĕ уçма, хăмла лаптăкне 40 гектара çитерме палăртрĕ. Анчах 90-мĕш çулсенче, çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта, хăмла йÿнĕпе те сутăнмарĕ. Сăра завочĕсем ăна ют çĕршывран турттарчĕç. Хуçалăх пысăк тăкак курнипе çак культурăна çитĕнтерме пăрахрĕ, лаптăка йывăç-тĕм пусса илчĕ. Малашлăх пирки шухăшламаннипе пуррине йăлтах аркатрăмăр. Эпир кăна-и? Республикăра "симĕс ылтăн" туса илекенсем шутлă кăна юлнă. Халĕ акă хăмла аталантарасси пирки калаçаççĕ. Пĕр тĕллевлĕ пулманни пĕтерет пире. Çыхман милĕк саланать тенĕ çав. Ĕçлекенсем çук, техника туянма хаклă. Ĕлĕк республикăра 2 пин тонна хăмла туса илнĕ. Вăл шая çитесси иккĕлентерет.
— Çĕрулмине те çак шăпа кĕт- мĕ-и? Вăл та йÿнĕрен, сутăнманран хуçалăхсем лаптăксене чакарма тытăнчĕç.
— Муркаш районĕнче 15 çул каялла 4 пин гектартан кая мар çĕрулми лартнă. Тупăш самай илнĕ. Пĕлтĕр "Ударник" хуçалăхра вăл 320 гектар йышăнчĕ. Унччен 200 гектар пулнă. Лаптăка ÿстерни предприяти вăрлăх сутайманнипе çыхăннă. Кăларса пăрахасран ăна йăлтах лартрĕç. Кĕркунне çĕрулми çитĕнессе кĕтсе тÿрех кăлармарĕç. Çанталăк çумăра кайнипе техника уй-хире кĕреймерĕ, 143 гектар юрпа хупланчĕ. Хаксем 10 çул каялла мĕнле пулнă, халĕ те çаплах. 1 килограмм çĕрулми 6-7 тенкĕрен иртмест. Тăкакĕ вара хăпарсах пырать. Ирĕксĕрех шухăша каятăн: нушаланма кирлех-ши?
— Апла ял хуçалăхĕн аталанăвне мĕнре куратăр?
—"Ударник" хуçалăха Платон Павлович Давыдов ертсе пынă тапхăрта тупăшăн 60-70 проценчĕ çĕрулмирен кĕнĕ. Шел, унтанпа лару-тăру улшăнчĕ. Апла ытти çул-йĕр шырамалла. Акă çĕршывра иртнĕ çул тырă самай пухса кĕртнĕ. Халĕ ăна ют çĕршыва сутса услам илеççĕ. Правительство та аграрисене пулăшма тăрăшать. Такăнсан та малалла талпăнмалла. Каялла çаврăнса пăхакан лашана пушăпа çапаççĕ. Шанăç — фермерсенче. Патшалăх вĕсене пулăшса, ертсе пырсан ял хуçалăхĕ аталанмалла. Пысăк агрохолдингсем те кирлĕ. Ют çĕршывсенче, сăмахран, Америкăра, Европăра, вĕсем нумай. Çав хушăрах фермерсем те вăйлă аталаннă. Шел, хальхи çамрăксем çĕр ĕçĕнчен писсе пыни сисĕнет. Çакă ачасене хуçалăх ĕçне явăçтарманнипе çыхăннă.
— Çĕршывĕпе кĕрлесе тăнă "Ударник" хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкни пăшăрхантармасть-и?
— 90-мĕш çулсенче хуçалăхра çĕрулми сорчĕсемпе ĕçлекен лаборатори йĕркелеме палăртнăччĕ. Патшалăх та пулăшма пăхнăччĕ. Анчах конкуренци çула хупларĕ. Эпир кĕтни, ĕмĕтленни пăчланчĕ. Хуçалăх Раççейре туса кăларнă сортсемпе ĕçленĕ. Халăха ют çĕршывран кÿрсе килни кăсăклантарчĕ. Вăл вара 3-4 çул кăна тухăç панă. Çакна пĕлменрен ыттисен вăрлăхне туянчĕç. Пирĕн çĕрулми сутăнманран лаптăка пĕчĕклетрĕмĕр. Çитменнине вăхăтра кăларайманнипе 100 гектар çĕрулми юр айне юлчĕ. Хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкни ытти сăлтавпа та çыхăннă.
Халĕ "Ударник" хуçалăха Осети çыннисем ертсе пыраççĕ. Вĕсемпе тĕл пулнă, сĕнÿсем панă. Шел, калаçура вĕсем кунта вăхăтлăх ĕçлени палăрчĕ. "2-3 çулта вăй илсен, ял хуçалăх продукцийĕ тупăш кÿрсен малашне те ĕçлĕпĕр", — терĕç уççăнах. Шел, пĕлтĕр 100 гектар ытла çĕрулми юр айне юлни, фермăсенче, уй-хирте ĕçлекенсем çитменни иккĕленÿллĕ шухăш çуратать. Хамăр та пысăк йăнăш турăмăр. Никам та ĕмĕрĕпе пурăнмасть, ĕçлемест. Çамрăксенчен кадрсем хатĕрлемелле, вĕсене вырăнта хăварма условисем туса памалла пулнă. Халĕ ют çын куçĕнчен пăхатпăр. Мĕн кĕтет пире — хамăр та пĕлместпĕр. Пуласлăха шыв çине сенĕкпе çырнă тейĕн.
Лариса Никитина.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас