Ирина Никитина

9 Пуш, 2017

Çут çанталăк тусĕсем

Йывăç-тĕме вĕсем яланах иккĕн лартма тăрăшаççĕ. Ку ĕçе ачисене те явăçтараççĕ. Капла пурнăç ăннине палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Геннадьевна. Мăшăрĕ Валерий Владимирович унпа килĕшет. Канаш районĕнчи Сителте пурăнакан Яковлевсен çемйи йышлă, 4 ача çитĕнет. Кĕçĕнни садике кăна çÿрет-ха. Хушма хуçалăхĕ те пуян вĕсен.

Йĕкелрен ÿстернĕ

2 Пуш, 2017

Выльăх юратакан — ырă çын

"Страус усрас килет. 2-3 çул ĕнтĕ çак ĕмĕт канăç памасть. Май çитерсен кăçал ăна валли ятарлă хуралтă йĕркелесшĕн", — хавхаланса каласа парать Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Василий Ендеров. Чукун çул çинче тăрăшать вăл. Рельссене улăштарса çĕнетекенĕн инçет регионсене те çÿреме тивет. Пĕр эрне ĕçлет, тепринче канать. Анчах килте ăшă кăмака çумĕнче мар. Выльăхсăр тунсăхласа çитнĕскер ир пуçласа каçчен витерен тухма пĕлменнине палăртать мăшăрĕ Альбина Витальевна.

22 Нарăс, 2017

Йывăрлăха парăнмасăр

Хăй вăхăтĕнче вăл та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Çар службинче пограничник пулнă. Салтака кайиччен шкулта ачасене пĕр çул вĕрентме ĕлкĕрнĕскер унтан таврăнсан та юратнă ĕçне малалла тăснă. Анчах пилĕк çул каялла çемьеллĕ арçынна пач кĕтмен çĕртен инкек пырса çапнă. Çичĕ уйăх вăл вырăн çинче хускалмасăр выртнă. "Мĕнле-ха капла? Ура çине тăмаллах, тепĕр хут утма вĕренмелле. Ачасене ÿстермелле, пурнăç çулĕ çине кăлармалла", – хĕрĕхрен иртнĕ арçынна çак шухăш ирĕн-каçăн канăç паман. Ал-ура хускатмассерен чăтма çук ыратнине шăла çыртса тÿснĕ. Хăйĕн тĕллевĕнчен пăрăнман – майĕпен ятарлă хусканусем тума пуçланă. Хăй çĕнĕрен çуралнине туйма тытăнсан ача пекех савăннă, малалла тренажер çине куçнă. Çапла çулталăкран Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Александр Михайлов ура çине тăма пултарнă.

16 Нарăс, 2017

Пахча та тупăш кÿрет

Вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче те вăл сахал мар калча ÿстернĕ. Унăн алли витĕр чăрăш, хыр, çăка, юман хунавĕсем тухнă. Халĕ те Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Галина Малова пĕр вĕçĕмсĕр калча çитĕнтерет, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, выльăх кăшманĕн вăрлăхне хатĕрлет. "Санран туянсан çимĕç тутлă пулать", — теççĕ ял çыннисем. Çавăнпа лавккана чупиччен вăрлăха унран илме тăрăшаççĕ.

9 Нарăс, 2017

Тăрăшуллисем спортра та малта

Хăйсене, унсăр пуçне вăйсăррисене хӳтĕлеме пултарни пурнăçра яланах кирлине палăртаççĕ Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕн çыннисем. "Апла сирĕн ялта асăрханса çӳремелле, ытлашши тавлашакана алă вăйĕпе те парăнтарĕç", — шӳтлеме пăхрăм вĕсемпе. "Çук, хăйсене кӳрентермесен тĕкĕнмеççĕ", — ăшă кулăпа çемçен хуравларĕ Елена Николаевна Лапшина.

Pages