Ирина Никитина

7 Утă, 2016

Пĕр шухăшпа, пĕр тĕллевпе

"Ирхине 6 сехет çурăрах уй-хире килеççĕ, çиччĕре ĕçе пикенеççĕ. Вара каçхи 8 сехетчен те таврăнмаççĕ. Пирĕн механизаторсемшĕн утçи - яваплă тапхăр", - палăртрĕ Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПКан тĕп агрономĕ Василий Петрович Павлов.

30 Çĕртме, 2016

«Сарафанлă радио» – виççĕмĕш вырăнта

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалласа «Манăн Раççей» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем хушшинче профессионал фотографсем, ÿнерçĕсем пулнă. Вĕсем чи лайăх ĕçсене суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Чăваш Енрен те пур: пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин.

30 Çĕртме, 2016

Пултарулăхра иксĕлми вăй

Чăн чăваш хресченĕнче иксĕлми вăй тапса тăрать. Сухаçă-акаçă та вăл, унсăр пуçне кирпĕч купалама та пултарать, платник ĕçне аван пĕлнĕрен çуртне те хăй тăвать. Килте техника пуртан тимĕр шăратма та маçтăр. Тата... йывăçран тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем касса кăларать.

30 Çĕртме, 2016

Алă усса лариччен

"Çыннăн ахаль ларма юрамасть", - тет Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан 80 çулти Евгения Алексеевна Степанова. Ĕмĕр тăршшĕпе тĕрĕ тĕрлет вăл. Паллах, пушă вăхăтра. Тен, çавăнпа çак имшеркке хĕрарăм хăйĕн ÿсĕмĕнчен чылай çамрăкрах курăнать.

Pages