Ирина Никитина

23 Çĕртме, 2016

Аптрамансен йăхĕнчен

Ешĕл те парка шăтса тухнă севок уйĕ куçа илĕртет. Йăрансене çумкурăкран тасатнăран хура çĕр çинчи симĕс сухан пушшех те илемлĕн курăнать. Унсăр пуçне Елчĕк районĕнчи Курнавăшра пурăнакан Альбинăпа Алексей Ефимовсем хими препарачĕпе сайра усă курма тăрăшаççĕ. "Пĕлтĕр кăна кăшт гербицид сапса пăхрăмăр.

23 Çĕртме, 2016

Чи пултаруллисем çĕнтерчĕç

Ĕнене машинăпа сăвакан операторсемпе выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ, кăçал Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" хуçалăхра иртнĕскер, яланхиллех кăсăклăхпа палăрчĕ.

16 Çĕртме, 2016

Улми йывăçĕпе юнашар

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе ытахальтен каламан ватăсем. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри Евгения Петровнăпа Михаил Васильевич Петьковсем хăйсем те маттур, ачисем тата пултаруллăрах. Пурнăçра çапла пулмалла та, ун чухне кăна вăл илемлĕ те килĕшÿллĕ. 4 ача пăхса ÿстернĕ вĕсем, халĕ 6 мăнукпа савăнаççĕ. Çĕре юратасси, ĕçченлĕх, тараватлăх ачисене амăшĕн кăкăр сĕчĕпех куçнă пулĕ. Тĕслĕх шыраса инçе каймăпăр.

9 Çĕртме, 2016

Вĕлле хурчĕ пек тăрăшаççĕ

"Сăкăт ялĕнче пурăнакансем вĕлле хурчĕ пек ĕçлеççĕ", - ытараймасть тăван ял çыннисене Вера Федоровна Славницкая. Акă Октябрь урамĕпе иртсе пынă чухне те çĕннине пĕлтермесĕр чăтаймарĕ хăнасене питĕ тарават хĕрарăм. "Вунă кил хуçалăхĕ кунта. Çак урамран кĕтĕве мĕнпурĕ 36 ĕне çÿрет.

Pages