Аптрамансен йăхĕнчен

23 Çĕртме, 2016

Ешĕл те парка шăтса тухнă севок уйĕ куçа илĕртет. Йăрансене çумкурăкран тасатнăран хура çĕр çинчи симĕс сухан пушшех те илемлĕн курăнать. Унсăр пуçне Елчĕк районĕнчи Курнавăшра пурăнакан Альбинăпа Алексей Ефимовсем хими препарачĕпе сайра усă курма тăрăшаççĕ. "Пĕлтĕр кăна кăшт гербицид сапса пăхрăмăр. Унччен малтан виçĕ гектара алăпа çумласах тасатнă", - палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. Унăн шухăшĕпе çĕре хими им-çамĕпе сиенлетни сухан вăррине минретет, ÿсес вăйне чакарать. Çавăнпа Ефимовсен севокне экологи тĕлĕшĕнчен таса чĕртавар темелле. Ахальтен мар малтанхи çулсенче ăна Канашри "Сортсемовощ" пĕрлешÿ туяннă. Юлашки çулсенче клиентсем хăйсемех илсе каяççĕ.

Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ хăй вăхă-тĕнче çак культурăна пысăк лаптăксенче акса çитĕнтернĕрен халĕ вăл килти хушма хуçалăха аталанма пулăшать. Çĕр ĕçĕнче тупăш çăмăллăн килмест. Ефимовсем те пурнăçăн паянхи картлашки çине хăпариччен пайтах нушаланнă, тар тăкнă. Аксан çĕре пусăрăнтарма катока алăпа та сĕтĕрнĕ. Ултшар çын черетленсе туртнă. Паянхи кун çемьен техника бази пуян, иртнĕ вăхăтра сахал мар ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Юрать, Алексей Вячеславович тимĕрпе туслă, алли çыпăçуллă пулнăран кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хăех ăсталать. Техника енчен никам куçĕнчен те пăхмаççĕ халĕ. Сухан лартмалли, алламалли, кăлариччен çĕре çемçетмелли кăна-и? Шăварма усă куракан пичке таранах хăй тăвать. Вăл пуçтарма пултарайман япала та çук пулĕ.

Шăварас тĕлĕшĕнчен кăна кăшт йывăртараххине палăртать Альбина Варсонофьевна. Виçĕ гектара пушар сÿнтернĕ чух усă куракан "çанăпа" шăвараççĕ. Анчах унпа тÿрех мĕнпур лаптăка ярса илейместĕн. Шăрăхра паян пĕр пайне, ыран тепĕрне "çумăр" çутараççĕ Ефимовсем.

Ку таранччен ытти ял хуçалăх культури те ÿстермен мар. Çĕр çинче нумайăшне тĕрĕслесе пăхма тăрăшнă. Икĕ гектар çĕрулми лартнă вăхăтра севока пĕр гектар кăна акни те пулнă. Çулсерен 5-шер тонна кишĕр, хĕрлĕ кăшман та çитĕнтернĕ. Вăкăр самăртнă, ашне общество апатланăвĕн предприятине вырнаçтарнă. Çакă тутарсене йÿнĕ хакпа парса янинчен самай тупăшлăрах. Пахчаçимĕçе те столовăйсене сутнă.

Каçхине 11 сехетре çывăрма выртаççĕ те ирхине 4-ра ура çинче çĕр ĕçченĕсем. Уя васкиччен ĕне сумалла, вăкăрсене, хур-кăвакала, чăх-чĕпе апатламалла. Унсăр пуçне пыл хурчĕсем те тимлĕх ыйтаççĕ. Мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши тетĕр-и?

Арăмĕ те, упăшки те йышлă, пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Çавăнпа пысăк ĕçе пурнăçлама тăванĕсем пулăшаççĕ. Севок çумланă чух çынсене тара тытма та тивет. Çакăншăн кунне 700 тенкĕ тÿлеççĕ, апат çитереççĕ, анчах тăван ял халăхĕ темшĕн-çке ?чылай çĕрте çапла% укçа ĕçлесе илме тухасшăн мар. Ĕçлекенсене машинăпа 25 çухрăмри Кĕçĕн Таяпаран турттараççĕ.

1997 çултанпа севок ÿстерекен Ефимовсем укçа шутне аван пĕлеççĕ. Пĕр килограмм севок вăрлăхĕ - 1200 тенкĕ. Виçĕ гектар валли пайтах тăкакланмалла. Çавăнпа вăрлăхăн пĕр пайне çемье килте 25 сотăй çинче хатĕрлет. Хăшĕ-пĕри пек вĕтĕ сухан мар, пуçли лартса хăварать. Капла вăрлăх йышлăрах тухать-мĕн. Ăна ватмалли хатĕре те кил хуçи хăех ăсталанă. Ваттисем калашле ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕренеççĕ Ефимовсем.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.