Ирина Никитина

3 Пуш, 2016

Чăваш Ен опычĕ Раççейшĕн паха

Виçĕмкун Чăваш Енре Дмитрий Медведев ертсе пыракан Раççей Правительствин членĕсем пулчĕç. Пирĕн республикăра вĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас ыйтусемпе анлă канашлу ирттерчĕç.

3 Пуш, 2016

Чун киленĕç - сад пахчи

Тăвай районĕнчи Тăрмăшра пурăнакансен сачĕсенче тĕрлĕ сортлă панулми йывăççи, ахăртнех, сахал мар. Анчах хĕлĕпе упранакан çимĕç параканни пур-ши? "Пулмасăр", - иккĕленмесĕр пĕлтерчĕ хампа пĕрле лавккаран калаçса тухнă çамрăк мăшăр. Панулмин хĕллехи сорчĕсемпе ялта Леонидовсем кăсăкланаççĕ-мĕн. Вĕсен тăрăшулăхне кура çĕнĕ сортсем Тăрмăш çыннисен сад пахчийĕсене те куçаççĕ. Ав, "Северный синап" хăшĕ-пĕрин çимĕç пама тытăннă та ĕнтĕ.

Çурçĕр сортне çитекенни çук

18 Нарăс, 2016

«Çуркунне çитет. Йывăç лартмалла...»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра пурăнакан Матвей Семенович Соловьев вырăнти хуçасене канăç памасть. Таврари йĕркесĕрлĕхе курсан ял çыннисене те асăрхаттарать. Çакă камăн кăмăлне кайтăр? "Сана ыттисенчен нумай кирлĕ-им?" - тесе мăкăртатакан та тупăнать. Çавах алă усмасть 92-ри ветеран.

11 Нарăс, 2016

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Инçетри Çĕпĕрте, Красноярск тăрăхĕнчех юлнă пулсан Валя инке паян тайгара, тен, кедр мăйăрĕ пуçтарса çÿретчĕ. Чăваш Енре кедр вăрманĕсем çукран хĕрарăм вырăнти "Заветы Ильича" хуçалăха васкать тата картиш тулли выльăх усрать. Ĕне кăна тăватă пуç. Çакăншăн пач та ÿкĕнмест, йывăрлăх çинчен те аса илмест, уншăн ялти пурнăçран лайăххи çук. Лăпкăлăха, уçă сывлăша, тавралăх илемне вăл нимĕнпе те улăштарма килĕшмест.

29 Кăрлач, 2016

Пур ĕçе те пултарать

"Етĕрне районĕнчи Карикасси ялĕнче ăна "хĕрарăм-универсал" теççĕ. Ял çынни кăна мар, ачи-пăчи те çапла калать, амăшĕпе мухтанать. "Ылтăн алăллă" ăстасемпе ку таранччен хамăн та сахал мар тĕл пулма тивнĕ. Анчах вĕсемпе танлаштарсан Алевтина Петровна Михайлова мана та тĕлĕнтерчĕ.

Хĕрарăм-универсал

Pages