Пур ĕçе те пултарать
"Етĕрне районĕнчи Карикасси ялĕнче ăна "хĕрарăм-универсал" теççĕ. Ял çынни кăна мар, ачи-пăчи те çапла калать, амăшĕпе мухтанать. "Ылтăн алăллă" ăстасемпе ку таранччен хамăн та сахал мар тĕл пулма тивнĕ. Анчах вĕсемпе танлаштарсан Алевтина Петровна Михайлова мана та тĕлĕнтерчĕ.
Хĕрарăм-универсал
Юмахри асамçăна аса илтерчĕ. Акă "Кĕл пике" юмахра чухăн хĕрачана пулăшса пыракан асамçă сăнарĕ пур: патакĕпе кавăна тĕкĕнет - лешĕ карета пулса тăрать, саплăклă кивĕ кĕперен чаплă тум тăвать тата ытти те. Чăн пурнăç юмах мар тетĕр-и? Сирĕнпе килĕшсех каймастăп. Кăмăл пулсан, ÿркенмесен çын темĕнле ĕçе те пултарать. Алевтина Петровна пек йышлă выльăх пăхма, тутлă апат-çимĕç пĕçерме, япала çĕлеме, çыхма, картина ÿкерме, ун валли рама тума, ывăс илемлетме, кирпĕч купалама, тимĕр витме, кĕнеке çÿлĕкĕ ăсталама, вагонка хăма касса кăларса стена çине çапма, кăçатă йăвалама, улма-йывăç сыпма, сад-пахча лартса ÿстерме...
Вăл пурнăçлайман ĕç çук та тейĕн. Алли пурин патне те çыпăçать. Уншăн "пултараймастăп", "пĕлместĕп" текен сăмахсем çук. Акă çемьере тăтăшах "заварное" пирожнăй, торт, зефир хатĕрлеççĕ. Пуçласа тунă чухне кирлĕ пек пиçмесрен шикленмен хĕрарăм. Пурнăç çине ырăпа пăхсан йăлт пулса пырать мар-и? Паян, ав, Таня хĕрĕ Мускавра çĕршывĕпе паллă юрăçсемпе сумлă çынсем час-часах апатланакан ресторанта поварта тăрăшать. Унта ĕçленĕ хушăра тăван ялĕ çинчен пач та манмасть. Раççей тĕп хулине вăл вăхăтлăха укçа ĕçлесе илме кайнă. Ипотека кредичĕпе татăлсанах яла таврăнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕ. Уйрăмах тĕрлĕ йышши кайăк-кĕшĕкпе кăсăкланать хĕр. Карикассине кĕнĕ чухне инçетренех курăнса ларакан икĕ хутлă кермен шăпах унăн çурчĕ пулать.
Михайловсем пĕр вăхăтрах тепĕр хĕрĕ валли те çурт хăпартаççĕ. Вăл та - ялта. Икĕ ача амăшĕ Олеся мăшăрĕпе пĕр хушă хулара пурăнса курнăскер яла нимĕнпе те улăштарасшăн мар.
Икĕ ывăлран пĕри Мускава ĕçлеме тухса кайнă та унтах тĕпленнĕ. Ĕçленĕ хушăрах унти аслă вĕренÿ заведение 3-мĕш курса вĕренме кĕме пултарнă. Темиçе çултан та шкул программине манмасăр çапла тума кашниех пултараймасть. Халĕ вăл - Мускаври пĕр пукане театрĕн ертÿçин çумĕ. Пенсине тухсан яла таврăнас шухăша вăл та пăрахăçламасть.
Кĕçĕн ывăлĕ килте ашшĕпе амăшне пулăшать. Ара, вĕсенчен вĕренмелли пайтах.
Пÿрт купалать, çăматă йăвалать
Хăй вăхăтĕнче пĕчĕк Аля ашшĕ çăматă йăваланине алăк шăтăкĕнчен пăхса тăрса вĕреннĕ темелле. "Хĕрсен тĕпелте тăрăшмалла. Кăçатă йăваласси - арçын ĕçĕ", - пат татса хунă ашшĕ хĕрĕ çак ăсталăха вĕрентме ыйтсан. "Алăкра пĕчĕк шăтăк пурччĕ, атте пичче-шăллăма кăçатă йăвалама вĕрентнине çавăнтан сăнаттăм, - аса илет кил хуçи хĕрарăмĕ. - Çулсем иртсен ачасене кăçатă кирлĕрен шăллăмран пулăшу ыйтрăм. Вăл мана кăшт аса илтернĕ хыççăн пĕр çăматăна - хам, теприне вăл йăваларĕ. Мухтанас килмест, анчах манăн илемлĕрех пулса тухрĕ".
Алевтина Михайловăн ал ĕçĕсене /çĕленисене, çыхнисене/, чăн та, фабрикăра туса кăларнинчен уйăраймăн: çĕввисем пĕр вĕçрен тухнă евĕр ăшă япаласене типтерлĕ çыхнă.
Ÿкерчĕкĕсем те паллă художниксенни евĕрех. Стена çинче чустаран, крахмалран хатĕрленисем /типĕ фарфор мелĕпе/ те, çуллă сăрăсемпе /малтанхисене акварельпе илемлетнĕ/ ÿкернисем те пур. "Ялти пĕр хĕрарăмăнне куртăм та хăтланса пăхас терĕм", - терĕ вĕсен авторĕ эпĕ лаша картинине тилмĕрсе сăнанине асăрхаса. Çаран çинчи урхамах ман куç умĕнче чупать тейĕн, чăн пурнăçри пекех. Район ăмăртăвĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ лашана астуса юлса сăнланă хĕрарăм. Çут çанталăкăн ирхи тата каçхи саманчĕсене те фотоаппаратпа ÿкерсе илнĕ хыççăн шур хут çине куçарнă. Чустапа крахмалран натюрмортсем тăвас ăсталăха Мускаври хĕрĕ те алла илнĕ.
"Кун пек ăсталăхпа сирĕн мĕнлерех бизнес тума пулать!", - тетĕп тĕлĕнĕве пытараймасăр. "Темрен те тума пулать", - çирĕплетет шухăша Алевтина Петровна апат сĕтелĕ çинче выртакан ывăса алла тытса. Ăна та вăл "выжигатель" хатĕрпе усă курса хăех илемлетет.
Кирпĕч купалама ăçта вĕреннипе кăсăклансан "плиточник-облицовщик, мозаичник" специальноçе вĕреннине асăнчĕ. Килти котельнăйне хĕрарăм хăй купаланă. Пĕр вăхăтра саккаспа çынсем патне те çурт е хуралтă хăпартма çÿренĕ. Тăррине те тимĕрпе витнĕ. Хальччен пурнăçламан ĕçе Алевтина Михайлова çăмăллăнах вĕренет. Тепĕр арçын ун чухлĕ пултараймасть пулĕ, унăн алли витĕр кирек мĕнле ĕç те йĕркеллĕ "пиçсе" тухать. Акă кил-çуртран тухас умĕн куç хаçат-журнал çÿлĕкĕ, вагонка çапнă стена çине ÿкрĕ. Вĕсене тăвасси те хĕрарăмшăн кăткăс мар иккен.
Унсăр пуçне Алевтина Петровна çулсерен 3-4 ĕне, тына, сурăх, чăх-чĕп усрать, сад-пахча ĕрчетет, хĕрĕсене çурт хăпартма пулăшать. Пилĕк авса утă-улăм, выльăх апачĕ хатĕрлет. Пытармасть: тепĕр чухне икĕ сехет çывăрса çĕр каçнипех çырлахнă, кăшман лаптăкĕнче талăкĕпе пуç çĕклемесĕр те тăрăшнă. Çывăхри вăрмана çырлана, кăмпана çÿреме, тĕрлĕ консервăпа маринад хатĕрлеме те вăхăт тупнă.
Çынра вăй-хал чикĕсĕр мар тетпĕр хушăран. Пĕлсех калатпăр-ши? Çук пулĕ. Ахальтен мар ăсчахсем çын пуçĕ пултарнинчен нумайран та 7-8 процент кăна ĕçленине палăртаççĕ. Ытти пирĕнте "çывăрать". Ăна "вăратсан" эпир те Алевтина Петровна Михайловăран ÿксе юлас çук. Пурнăç çине ун куçĕпе пăхса интересленсен, ăна чунпа туйсан, таса ăсшăн "çунсан" çын пурне те пултарать. Турă ăна кирлине йăлтах панă.
Ирина НИКИТИНА.