Ирина Никитина

7 Ака, 2014

Пулăхлă çĕре сиенленĕшĕн

Çĕре сиен кÿнĕшĕн хуракан штрафсен виçи ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснине юлашки вăхăтра тăтăшах курма пулать. Çĕрĕн пулăхлă сийне тăпрапа хуплса, бетон е асфальт сарса, йывăç хатĕрлесе, йывăр тиевлĕ транспортпа çÿресе, каяшпа вараласа юрăхсăра кăлараççĕ. Строительство ĕçĕсем пынă чухне те сиенлеççĕ.

2 Ака, 2014

Çапла пултăр!

Пĕчĕк Мĕтри (Дима) иккĕ те тултарман-ха, анчах килти выльăха пит аван паллать. Акă пĕрле чиксе тухнă "Хресчен сасси" хаçат лекрĕ унăн аллине. Тепри туртса çурма хăтланатчĕ пулĕ, ку вара хăйĕн чĕлхипе тÿрех килти выльăха шырама пикенчĕ. Вăкăр ÿкерчĕкне курчĕ те "мукшăн" йăл кулса хĕпĕртерĕ.

1 Ака, 2014

Пуçаруллисене хавхалантарма

Ялта пурăнакан пуçаруллă çынсене патшалăх укçапа хавхалантарать. Иртнĕ эрнере ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕрке проекчĕпе паллаштарнă.

Ятарлă гранта виçĕ енпе тивĕçме пулать: кану вырăнĕ йĕркеленĕшĕн, культура памятникĕсене упранăшăн, чăваш халăхĕн хăйне евĕр наци культурине аталантарнăшăн. Грант сумми 2 миллион тенкĕрен иртмест, проектăн пĕтĕмĕшле суммин 60 проценчĕпе танлашать.

31 Пуш, 2014

Больницăра – шăнкăрч йăвисен конкурсĕ

Ыранхи кун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ, кулăш кунĕ пулнипе кăна палăрса тăмасть. Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Çакна шута илсе Вăрнар район больницинче шăнкăрч йăвисен конкурсне ирттернĕ.

27 Пуш, 2014

Илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнчи дояркăсене ĕçе чаплă машинăпа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Ирĕксĕртен çапла тума тивет. Октябрьски ялĕ пĕчĕк мар, хăй вăхăтĕнче уйрăм район центрĕ те шутланнă. Анчах вырăнти хуçалăхра ĕçлеме шанчăклă та яваплă çынсем тупайман фермер. Кÿршĕри ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухсан унти дояркăсем ĕçсĕр юлнине кура вĕсене хăйĕн патне чĕнсе илнĕ. Вунă çухрăмри Мĕшĕл ялĕнчен тăватă дояркăна ир-ирех ĕçе турттараççĕ. Кăмăллă вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕпе.

Pages