Пуçаруллисене хавхалантарма
1 Apr, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Ялта пурăнакан пуçаруллă çынсене патшалăх укçапа хавхалантарать. Иртнĕ эрнере ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕрке проекчĕпе паллаштарнă.

Ятарлă гранта виçĕ енпе тивĕçме пулать: кану вырăнĕ йĕркеленĕшĕн, культура памятникĕсене упранăшăн, чăваш халăхĕн хăйне евĕр наци культурине аталантарнăшăн. Грант сумми 2 миллион тенкĕрен иртмест, проектăн пĕтĕмĕшле суммин 60 проценчĕпе танлашать.

Ирина Никитина