Чи пултаруллисем çĕнтерчĕç

23 Çĕртме, 2016

Ĕнене машинăпа сăвакан операторсемпе выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ, кăçал Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" хуçалăхра иртнĕскер, яланхиллех кăсăклăхпа палăрчĕ. Унсăр пуçне унта чылай çул хутшăнакан ветерансен, çавăн пекех çамрăк специалистсен ăсталăхне сăнама Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем - пулас зоотехниксем - пуçтарăнчĕç.

Дояркăсенчен конкурсра пĕрремĕш вырăна Тăвай районĕнчи "Акконд-Агро" фирмăра тăрăшакан Екатерина Георгиева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Пăрачкав районĕнчи "Семеновский" хуçалăхри Раиса Ефимова. Красноармейски районĕнчи "Красное Сормово" пĕрлешÿри Лариса Еремеева виççĕмĕш пулчĕ.

"Ĕнене машинăпа сăвакан çамрăк оператор" номинацире Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнчи Анастасия Владимировăна палăртрĕç.

Ветерансенчен асăннă районти "Атлашевский" хуçалăхри Елена Гаврилова доярка пуринчен пултарулли пулчĕ.

Судьясен йышăнăвĕпе выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен чи лайăх осеменатор та çакăнтанах. Валентина Подгорова хисеп пьедесталĕн çÿлти картлашки çине хăпарчĕ.

Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăхри Наталья Садовникова - иккĕмĕш, Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ял хуçалăх кооперативĕнчи Надежда Сергеева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене республикăн ЧР Ял хуçалăх министерствин дипломĕпе, хаклă парнепе чысларĕç

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.