Нимĕн те манăçман

14 Утă, 2016

"Эсир ун пеккине курман пулĕ, эпир ача чухне диафильм кăтартакан хатĕр сутатчĕç. Çавăнпа усă курса стена çине çакнă шурă простынь çинче аннене килте кино кăтартаттăм", - 1940 çул вĕçне аса илет ĕмĕр тăршшĕпе кино хуçалăхĕнче тăрăшнă, халĕ Канаш районĕнчи Асхвара пурăнакан Василий Иванович Иванов. "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "СССР кинематографи отличникĕ", "Раççейĕн хисеплĕ кинематографисчĕ" ятсене илнĕ ĕç ветеранĕшĕн нимĕн те манăçман тейĕн.

Çăпатапа кĕртмен

Çĕршывра çирĕп йĕркеленнĕ кино хуçалăхĕ майĕпен арканма тытăнчĕ, хуласемпе районсенче чылай кинозал хупăнчĕ, кинопрокат ĕçĕ те пăчланчĕ. Телевидени, интернет пуç пулса тăчĕç. Çавах та патшалăх анлă экран çинчи кино пĕлтерĕшне çĕнĕрен ăнланса илчĕ курăнать. 100 пин çынран сахал йышлă хуласенче наци фильмĕсем кăтартмашкăн залсене модернизацилеме, цифрăллă хатĕрпе тивĕçтерме Кино фончĕ конкурс ирттерме пуçларĕ. Хальччен ăна икĕ хут йĕркелерĕç.

Конкурсра çĕнтернисен йышĕнче Чăваш Енри объектсем те пур. Çапла Канашри, Улатăрти, Çĕмĕрлери, Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕрпÿри, Вăрнарти кинозалсен иккĕмĕш пурнăç пуçланмалла.

Лару-тăру ырă енне улшăнни Василий Ивановича савăнтарать. Пуррине пĕтерме çăмăл, тума кăткăс пулнине аван пĕлет.

Вăл ÿссе çитĕннĕ чухне чылай ялта кино мар, электричество та пулман. Ачасем шкула çăпатапа çÿренĕ. Вырăскас Пикшихре 7 класс пĕтерсен 8-мĕшне Василий Иванов çывăхри Канаш хулине çул тытнă. Анчах çăпаталлăскерне унта кĕртмен. Ирĕксĕрех калуш туянма лекнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан çулла платникре çÿренĕ. Пĕррехинче хаçатра киномеханика вĕренме яш-кĕрĕм пуçтарасси çинчен пĕлтерÿ тухнă. Василий нумай шухăшламан, направлени хучĕ илме Шупашкара вĕçтернĕ. Медкомисси витĕр ăнăçлă тухнă. Ара, куçĕ япăх куракан, хăлхи начар илтекен çын киномеханик пулма пултарайман. Республикăн тĕрлĕ районĕпе хулисенчен пуçтарăннă ушкăн пăрахутпа виçĕ талăкран Саратова çитнĕ. Ăсталăха кунти "Стемп" кинотеатрта алла илнĕ.

Ун чухне республикăра Культура министерстви çумĕнче кинофикаци уйрăмĕ пулнă, ĕç вырăнĕпе вăл тивĕçтернĕ. Анчах Василий Ивановшăн тăван Канаш районĕнче механик вакансийĕ тупăнман. Ăна Тăвай районне кайма сĕннĕ. Мотористра вара Шăхасан тăрăхĕнчех ĕçлеме пултарнă. Иртнĕ ĕмĕр варринче ялсене электричество çути çитейменни çинчен асăннăччĕ. Çавăнпа кино кăтартма куçса çÿрекен электростанципе çÿренĕ, моторист шăпах çутăпа тивĕçтернĕ. Василий Иванович палăртнă тăрăх - "куçса çÿрекен электростанци" предмета шкулта та вĕрентнĕ.

Шăхасанти культура çурчĕн ?вăл районăн шутланнă% киномеханикĕ отпуска кайсан унăн тивĕçĕсене пурнăçлама Василий Иванова шаннă. Çулталăкран çак должноçа туллин йышăннă.

Пĕр ĕçре 30 çул

Кино кăтартас ĕç вăл вăхăтра çирĕп тытăмпа пурнăçланнă. Чăваш кинопрокат кантурĕн районсенче уйрăмсем пулнă. Вĕсенче упраннă кинопленка хăрушлăхпа шиклентернĕ. Çунма пуçласан ăна сÿнтерме май килмен. Çĕр ăшне чавни те пулăшайман. Целлюлитран ?е çĕр мамăкĕнчен% хатĕрленĕскер кислород кăларса тăнă.

Киномеханикăн çав тери асăрхануллă, типтерлĕ пулмалла. Кинопрокат çурчĕсене те пушар хуралĕн ĕçченĕсем питĕ хытă тĕрĕсленĕ, мĕншĕн тесен вăхăт иртнĕçемĕн пленка тĕтĕм кăларма пултарнă. Василий Иванович çак тытăмра методистра тăрăшма та ĕлкĕрнĕ. Вут-çулăмран хÿтĕленес тĕллевпе пушар хуралĕнче ĕçлекенсем районти прокат уйрăмне хупма йышăннă. Анчах капла çур республика ?Шăхасанти 10 района тивĕçтернĕ% киносăр юлать-çке. Шăхасанта пушă ларнă чиркÿ çуртĕнче вăхăтлăх вырнаçтарнă районти прокат уйрăмне, малашне ятарлă хуралтă тума хушнă. Василий Иванова методистран кинотехника инспекторне куçарнă. Ĕç нумай пулнине палăртать ветеран. Вăл вăхăтра унăн уйрăмĕнче кăна 525 киноустановка ĕçленĕ. Пĕр фильма пĕр кунта 30-40 хут кăтартнă. 500 сеанс хыççăн пленка срокран тухнă.

1970 çулта Канаш районĕнчи кинопрокат уйрăмĕн ертÿçи çĕре кĕнĕ. Виçĕ уйăх унăн тивĕçĕсене Василий Иванович пурнăçланă. Парти членĕсем çак должноçа тивĕçлĕ çын шыранă, анчах 8 кандидатурăран ĕçе тĕплĕ пĕлекенни пĕр Василий Иванович кăна пулнă. Унăн аслă пĕлÿ çукки хăшне-пĕрне иккĕлентернĕ. "Куçăмсăр майпа вĕренĕ", - тавлашăва татнă парти райкомĕн бюровне ертсе пыракан.

Кинопрокатăн районти уйрăмĕн директорĕнче 30 çул вăй хунă Василий Иванов хăйĕн квалификацине ÿстерсех тăнă.

Хупăннă чиркÿсем çĕнĕрен уçăлма тытăнсан кинопрокат уйрăмне те тĕн çурчĕ валли каялла пама ыйтнă. Каллех çĕнĕ вырăн шырама тивнĕ. Аранах Вырăскас Пикшихри кивĕ садик çуртĕнче вырнаçнă кинопрокат уйрăмĕ. Анчах хĕсĕкрен пуçлăх валли вырăн юлман. Шăхасантан щитран тунă çурта куçарса килсен кăна йĕркеллĕ тĕпленнĕ. Çав хушăра Василий Иванович Канашра икĕ хутлă çĕнĕ çурт тума çĕр илнĕ, котлован чавтарнă, анчах кинофикаци отраслĕ пăчлансан ĕç чарăннă.

Василий Иванович асăннă тăрăх - паянхи 3 Д йышши кино ĕлĕкхи стереокиноран "тымарланнă". Ун чухнех пĕр фильма йĕри-тавра 11 аппарат лартса кăтартнă /круговая кинопанорама тенĕ/. Унăн çĕнетнĕ вариантне /3 Д/ халĕ кинозалра кăна йĕркелеме май пур.

"Кинотеатрсене çĕнĕрен чĕртсен халăх вĕсене çÿрĕ. Воспитани пĕлтерĕшлĕ, ăс-тăна пуянлатакан, çирĕплетекен фильмсем уншăн нихăçан та ытлашши пулмĕç", - пĕр иккĕленмесĕр палăртрĕ кино хуçалăхăн ветеранĕ.

Ирина НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.