Выльăх юратакан — ырă çын

"Страус усрас килет. 2-3 çул ĕнтĕ çак ĕмĕт канăç памасть. Май çитерсен кăçал ăна валли ятарлă хуралтă йĕркелесшĕн", — хавхаланса каласа парать Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Василий Ендеров. Чукун çул çинче тăрăшать вăл. Рельссене улăштарса çĕнетекенĕн инçет регионсене те çÿреме тивет. Пĕр эрне ĕçлет, тепринче канать. Анчах килте ăшă кăмака çумĕнче мар. Выльăхсăр тунсăхласа çитнĕскер ир пуçласа каçчен витерен тухма пĕлменнине палăртать мăшăрĕ Альбина Витальевна.

Иккĕшĕ те выльăх-чĕрлĕхе чунтан юратаççĕ, нумай çул вăкăр самăртаççĕ. "Çĕр çынни нихăçан та выçă лармасть, тăрăшсан пуйма та пултарать", — тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Çапах та Ендеровсене тупăш илесси кăна канăç памасть. Выльăха кăсăкланса пăхнăран хăйсен опытне пуянлатас, çĕнетес килет.

Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхра 4 вăкăр усраççĕ. Ĕне йышне ÿстерме те хирĕç мар, анчах вăл пĕрремĕш çул кăна тына пăруланă, ун хыççăн çемьене ялан вăкăр парнеленĕ. Пĕррехинче Василий Николаевич тÿсеймен: "Капла пулсан, атя, тепĕр темиçе вăкăр туянса ÿстерер", — тенĕ мăшăрне. Альбина Витальевна турткаланса тăман, килĕшнĕ. Ендеровсем çамрăк выльăха кÿршĕри Комсомольски районĕнче, Чĕмпĕр тăрăхĕнче те шыранă. Халĕ саккас парсан килех илсе çитереççĕ.

Ютран илсе килнисем мĕн ÿссе çитĕничченех килти вăкăртан йăвашраххине палăртаççĕ Ендеровсем.

Малтанхи вăхăтра вĕсене кăкараççĕ, самаях самăрăлма пуçласан вĕçертеççĕ. Малашне пачах та кăкарасшăн мар. Хушма хуралтă тусан вĕсене пурне те пĕрле тытасшăн. Капла йыша ÿстерме те пулать.

Вăкăр йывăрăшне кил хуçи çулталăк иртсен виçет. Ытлашши самăр выльăха пит туянасшăн мар иккен. Çавăнпа 550 килограмран ирттерме тăрăшмаççĕ. Выльăхпа чылай çул ĕçленĕрен ăна вырнаçтарасси йывăрлăх кÿмест.

"Тислĕке кăна вырнаçтарма кăткăс. Уя илсе тухатпăр-ха, анчах вăл ытлашшипех пуçтарăнать. Тÿлевсĕр парсан та илекен çукрах", — тет Альбина Витальевна. Вăл палăртнă тăрăх — пĕчĕк ялта малтан икĕ кĕтÿ пулнă, халĕ пĕрре кăна юлнă.

25-35 çулти çамрăксем выльăх усраса нушаланасшăн мар-мĕн. Вĕсен урăхларах кăсăклану. "Эпир ача чухне фермăран тухма пĕлмен, атте-аннене пулăшма çÿренĕ. Халĕ колхоз-совхоз юлмарĕ. Çамрăксем унти ĕçе явăçса ÿсмеççĕ, çавăнпа ялта юласшăн мар", — тет хĕрарăм.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, икĕ хĕрĕ хулара тĕпленнĕ, вунçиччĕри ывăлĕ строителе вĕренет. Вăл яла юратнине палăртать ашшĕ, анчах амăшĕ тăван тăрăхра тĕпленесси пирки иккĕленет. Тен, хăйсем пек йывăрлăхра нушалантарас килмест ачисене.

Василий Николаевич чукун çул ĕçне те кăмăллать, унсăр пурăнаймасть. Мотоблок прицепĕ çине те "Раççей чукун çулĕ" текен паллă вырнаçтарнă. Сăмах май, выльăх усраканшăн çакă пĕртен-пĕр техника. Унпа мăшăрĕпе иккĕшĕ çу тăршшĕпех утă-улăм турттараççĕ. Тепĕр чух тăван пиччĕшĕ тракторпа пулăшать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан, тен, фермер хуçалăхĕ те йĕркелес тейĕ çемье. Халĕ капла тума май çук, Альбина Витальевна пекарньăра ĕçлет, Василий Николаевич та эрнипех чукун çул çинче.

Ирина НИКИТИНА.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.