Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Йывăрлăха парăнмасăр

Хăй вăхăтĕнче вăл та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Çар службинче пограничник пулнă. Салтака кайиччен шкулта ачасене пĕр çул вĕрентме ĕлкĕрнĕскер унтан таврăнсан та юратнă ĕçне малалла тăснă. Анчах пилĕк çул каялла çемьеллĕ арçынна пач кĕтмен çĕртен инкек пырса çапнă. Çичĕ уйăх вăл вырăн çинче хускалмасăр выртнă. "Мĕнле-ха капла? Ура çине тăмаллах, тепĕр хут утма вĕренмелле. Ачасене ÿстермелле, пурнăç çулĕ çине кăлармалла", – хĕрĕхрен иртнĕ арçынна çак шухăш ирĕн-каçăн канăç паман. Ал-ура хускатмассерен чăтма çук ыратнине шăла çыртса тÿснĕ. Хăйĕн тĕллевĕнчен пăрăнман – майĕпен ятарлă хусканусем тума пуçланă. Хăй çĕнĕрен çуралнине туйма тытăнсан ача пекех савăннă, малалла тренажер çине куçнă. Çапла çулталăкран Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Александр Михайлов ура çине тăма пултарнă.

Ыратнине – шăла çыртса

Çарта пиçĕхсе чуна çирĕплетни пурнăçра яланах кирлĕ. Паянхи кун лайăх иртрĕ, ыран та чиперех пулĕ-ха тени пур чухне те тÿрре тухмасть. Инкек те куçа курăнса килмест. Александр ялти чылай яш пекех спорта кăмăлланă, кĕрешÿпе, гимнастика енĕпе кăсăкланнă. Тренировкăсенче, ăмăртусенче пĕрре мар ÿкнĕ те пулĕ. Ыратни иртсенех ура çине тăнă, малалла ĕçленĕ. Пĕррехинче вара арçын çан-çурăм хытса пынине туйнă. Район больницинче çурăм шăммине тĕрĕсленĕ. Кăлтăк мăй шăммисенче пулма пултарасса систернĕ, анчах татсах калайман. Ун чухне организма тĕрĕслемелли майсем хальхи пек аталанман. Иккĕленнĕрен арçынна Шупашкара республика больницине янă. Кунта мăй шăмминче виçĕ пÿсĕр пулнине тупса палăртнă. Ытларах чухне вĕсене тĕкĕнмеççĕ. Анчах реанимаци палатинче выртакан Александрăн малтан – сулахай, кайран сылтăм ури хускалми пулнă, унтан алли туйма пăрахнă. Шалкăм чирĕ чĕлхене ярса илме пуçланă. Тухтăрсем текех шухăшламан – икĕ пÿсĕре касса илнĕ, вăл вырăнта хăйĕн ÿтĕнченех илнĕ шăмă сыпписене вырнаçтарнă.

Больницăра хăйпе пĕрле выртнисене халĕ те аса илет вăл. Тухтăрсене, эмеле кăна шанса хăв вăй хумасăр сывалаймăн. Теприсем ыратнине чăтаймасăр нăйкăшса кăшкăрнă, хускану тумалли снарядсене айккинелле тапса янă вăхăтра Александр Михайлов кашни минутра çамки çине тар тухиччен çан-çурăмне вылятма тăрăшнă. Çавăнпа ĕнтĕ паян ал туйипе çÿрет пулсан та хăйĕн урипех утать.

 

Поэта та, артиста та

Вăл чирленĕ вăхăтра Сиккасси ялĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем уншăн питĕ тунсăхланă. Ара, 4 çул курман вĕсем юратнă учительне, хăйсене чун хавалĕпе, кăсăкланса рисовани, черчени, ĕç урокĕсене вĕрентнĕскере. Александр Маркелович амăшĕ пекех учитель ĕçне суйласа илнĕ. "Малтан энергетика техникумне вĕренме кĕнĕччĕ. Килĕшмерĕ", – тет вăл. Шупашкарта педучилище пĕтерсен кÿршĕ яла ĕçе вырнаçнă. Унтанпа халĕ чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ, учитель стажĕпе вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Çак вăхăтра миçе ачана ал ĕçне хăнăхтарман пулĕ? Алла пăчкă-пуртă тытма, йывăçран касса япаласем ăсталама пĕлни арçын ачашăн питĕ паха. Мăшăрĕ ун пек кил хуçипе савăнса пурăнĕччĕ. Александр Михайлов халĕ çемйипе /мăшăрĕ тата икĕ хĕрĕ\ пурăнакан çурта авланиччен тăванĕсем пулăшнипе икĕ çултах туса пĕтернĕ. Килти арçынсем пурте – ăста, аслашшĕпе ашшĕ те платник ĕçне кăмăлланă, шăллĕ чÿрече рамисем тума маçтăр пулнă /шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă\. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем те ал ĕç енчен пултаруллă.

Ăстан çуртне тÿрех палласа илетĕн: чÿрече хашакĕсене эрешленĕ, хапхи те çаплах, унсăр пуçне ÿкерчĕкпе илемлетнĕ. Улăштарма вăхăт çитсен те тимĕр хапха лартмастăп тет. Йывăç уншăн чăннипех чунне çывăх. Хальхи вăхăтра вăл Сиккасси шкулĕнче "Хамăр ăсталатпăр" кружок ертсе пырать. Кунта ачасем класĕпех çÿреççĕ /тĕслĕхрен, 8-мĕшсем\, 6, 7, 9, 11-мĕш классенчен те пур. Ытларах йывăçпа ĕçлеме вĕренеççĕ: касса кăларса, ĕнтсе, "городецкая", "хохломская" йышши ÿкерчĕксемпе тата сăрласа, аппликацисем туса илемлетеççĕ. Конкурсран тин çитнĕ ĕçсенчен /вĕсене шкула çитерме ĕлкĕрейменччĕ\ Александр Пушкин мăшăрĕн сăнарне касса кăларни тĕлĕнтерчĕ. "Кăткăс ĕç. Мĕншĕн шăпах кунашкал персонаж суйласа илнĕ? Эсир ыйтнипе е хăй?" – кăсăклантăм эпĕ. "Суйламашкăн тĕрлĕ ÿкерчĕк хурса паратăп. Вĕсен хушшинче чаплă артистсен, çав шутра ют çĕршыврисен те, сăнĕсем пур. Кама мĕнли килĕшет", – терĕ вĕрентекен. Вăл палăртнă тăрăх – кружока çÿрекенсенчен пĕр вĕренекен чăвашлăх темипе çыхăннисене кăна кăмăллать. "Чăваш хĕрарăмĕ, тав сана!" ятлă ĕçре акă ача йăтса тăракан амăшĕ сăнланнă.

Хĕрачасем те çÿреççĕ кружока. Вĕсенчен ытларахăшĕ йывăç япаласене ÿкерсе илемлетет. Анчах хăшĕ-пĕри тĕрлĕ кĕлетке касса кăларас енĕпе арçын ачасенчен те маттуртарах. Темиçе çул каялла ку тĕлĕшпе Лидия Грачева палăрнă. Халĕ вăл шкул кăна мар, педучилище те пĕтернĕ. Анчах хăнăхнă йăлапа паян та илемлĕ япаласем ăсталать. Сăмах май, Александр Маркеловичăн хĕрĕсем те хăй вăхăтĕнче кружок занятийĕсенчен юлман.

 

Кăсăклану çĕнĕ пурнăç парнелет

Çĕннине шырама ăнтăлакан ăста программăри ĕçсемпе кăна çырлахмасть. Унăн шухăшĕпе пĕрешкел япала ачасене кăна мар, хăйне те йăлăхтарать. Çавăнпа унăн вĕренекенĕсем шăл щеткипе усă курса та тĕлĕнмелле илем тăваççĕ. Унсăр пуçне графика технологийĕпе "изонить" техникине те /картон çинче çиппе тата йĕппе усă курса ĕçлени/ алла илеççĕ. Хут çинче хăйнеевĕрлĕ касса кăларса тунă ÿкерчĕк "вытыканка" майĕ шутланать иккен.

Шкул программипе килĕшÿллĕн электричество станокĕпе усă курма юраманран ачасем эрешсене алă вĕççĕн лобзикпа касса кăлараççĕ. Учительте ĕçленĕ чух малтанхи çулсенче Александр Михайлов вĕсене металпа та ĕçлеме хăнăхтарнă /вăл вăхăтри программа ирĕк панă\. Унран пĕчĕк мăлатуксем ăсталама вĕрентнĕ. Тата маларах – тĕрлеме. 5-мĕш класра вĕреннĕ чух хăй те чечек тĕрленĕ-мĕн.

Тĕрĕсĕр, эрешсĕр пуçне йывăçран ăсталанă пукан, кашăк-чашăк, ывăс тата ытти япала пайтах Михайловсен çуртĕнче. Кил хуçин çар альбомĕ те – искусство шедеврĕ тейĕн. 1989 çултах вăл шăл щеткипе усă курса илемлĕ аппликацисем тунă. Çавăнпа салтакра пĕри те тепри ăна альбомсене илемлетме ыйтнă. Уншăн юлташĕсем пĕр банка çăратнă сĕт панă. Пултаруллă та ĕçчен çын нихăçан та выçă лармасть çав. Охотское тинĕс акваторине хÿтĕленĕ вăл. Инçет Камчатка, Курил утравĕсем уншăн яланлăхах асра юлнă. Тинĕсе катерпа тухса чикĕ леш енне каçма тăрăшакансем те тупăннă. Анчах унашкалли инçе тарайман. Кун сиктерсе вăйлă çил-тăвăл тухнăран катер çаврăнса ÿкнĕ.

"Йывăр чир хыççăн тепĕр хут утма вĕренес тесен мĕнпе те пулин кăсăкланмалла. Хăвăн интерес пулмасан вĕренекенсене те ĕçе явăçтараймăн. Çавăнпа пуçа шухăшлаттаратăп, ал-урана ĕçлеттеретĕп. Кружокра ачасене атьăр, çакна, хальччен туманнине, ăсталаса пăхар тетĕп", – пĕтĕмлетрĕ калаçăва Александр Маркелович. Йывăр чире çĕнтернĕ çын сăмахĕ çумне нимех те хушса калаймăн.

Ирина НИКИТИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.