Тăрăшуллисем спортра та малта

Хăйсене, унсăр пуçне вăйсăррисене хӳтĕлеме пултарни пурнăçра яланах кирлине палăртаççĕ Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕн çыннисем. "Апла сирĕн ялта асăрханса çӳремелле, ытлашши тавлашакана алă вăйĕпе те парăнтарĕç", — шӳтлеме пăхрăм вĕсемпе. "Çук, хăйсене кӳрентермесен тĕкĕнмеççĕ", — ăшă кулăпа çемçен хуравларĕ Елена Николаевна Лапшина.

Çак çемьене эпĕ ăнсăртран лекмерĕм. Лапшинсен пилĕк ачи те ирĕклĕ майпа кĕрешет: пĕрисем — хăйсен ӳт-пӳне çирĕплетме, теприсем ку енĕпе профессиллĕ спортра çитĕнӳ тăвасшăн. Хальлĕхе икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕн тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ медальсемпе кубоксен шучĕ 60-ран та иртет. Кĕçĕнни Сашук 2 çул та 4 уйăхра кăна-ха, анчах патвар кĕлеткипе чылай аслăрах курăнать."Çураласса та 4,5 кг ытла виçепе çуралнă", — палăртрĕ ашшĕ. Пĕчĕкскер пулин те кĕрешӳ майĕсене вĕренсе ӳсет иккен. Аппăшĕ-пиччĕшĕпе кавир çине тухса ăсталăхне кăтартать. Ют çын умĕнче кăна вăтанать. Тен, вăл та Настя аппăшĕ пек чемпион пулма тĕллев лартĕ.

Лапшинсен аслă хĕрĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илет. Ун хыççăнхи Коля, вăтам шкул пĕтернĕскер, çара кайма хатĕрленет. Унччен вара ăна ялта нумаях пулмасть уçăлнă спорт залĕнче занятисем ирттерме шаннă. Мĕн пĕчĕкрен физкультурăпа туслă пулнăран ĕнерхи шкул ачи каçсерен зала пуçтарăнакан çамрăксене — кĕрешме, ваттисене тренажерсемпе усă курма вĕрентет. Спортпа туслă пулма хăйсене çакнашкал услови туса панăшăн Кармалсем ентешне Юрий Лапшина тав тăваççĕ. Ара, ял çыннин ăçта канмалла? Культура çурчĕ çук. Хальччен çамрăксем Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи спорт залне çӳренĕ. Юрий Михайлович Лапшин ялти пушă ларнă лавкка çуртне туяннă, çĕнетнĕ, тренажерсем вырнаçтарнă. Николай Лапшин асăннă тăрăх — халĕ кунта каçхине 6 сехет тĕлне 30 яхăн çын пуçтарăнать. Уйрăмах хĕрарăмсем йышлă.

Лапшинсен тепĕр хĕрĕ 9-мĕш класра вĕренет. Унран кĕçĕнреххи Настя — 8-мĕшĕнче. Анчах ялти шкулта мар, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче. Çемье медалĕсенчен ытларахăшĕ унăн.

"Çулталăк ытла вăл тăван килтен инçетре пурăнать. Малтанах çĕнĕ çĕре хăнăхма йывăррине асăнатчĕ. Халĕ шарламасть", — тет амăшĕ. Йышлă çемьере ирĕклĕ майпа кĕрешес туртăм ачасене пĕр-пĕринчен куçса пынă. Акă Настьăна та пиччĕшĕ кавир çинчи кĕрешĕве курма илсе тухнă, кайран ансат мелсемпе паллаштарнă. Хĕрачана çакă кăсăклантарнă. Район ăмăртăвĕсенче унпа кĕрешекен хĕрачасем пулманран вăл арçын ачасемпе вăй виçнĕ. Пĕлтĕр кăна çапла тума пăрахтарнă. Пĕчĕк, хыткан хĕрача федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртусенче те призерсен йышне лекнĕ. Раççей шайĕнче те çĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, Брянскра. Çитес пуш уйăхĕнче Сахалина кайма хатĕрленет. "Сывлăхĕ кăна пултăрччĕ. Тен, тĕнче шайне те тухĕ", — теççĕ ашшĕпе амăшĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси Олимп вăййисен программинче те пуррине шута илсен Настьăн малашлăхĕ чăннипех пысăк. Вăл хреснашшĕ Александр Юрьевич Лапшин пек Раççей спорчĕн мастерĕ пуласшăн.

Сăмах май, хĕрача 14 çул тултарман-ха, анчах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

 

Сĕт укçи - хушма шалу

Нумай ачаллă çемье кермен пек хăтлă çуртра пурăнмасть. Кун пирки ыйтсан кил хуçи хĕрарăмĕ пурăнмалли лаптăк ытлашшипех пулнăран патшалăх пулăшăвне /çĕнĕ çурта\ тивĕçейменнине пĕл-терчĕ. Хальхи йывăç пӳрте вĕсем мăшăрĕпе пĕрле туяннă. Унсăр пуçне çемьен тата тепĕр çурт пур-мĕн. Çапах та Лапшинсем патшалăхран пач пулăшу илмен тееймĕн. 2009 çулта яла социаллă аталантармалли программăпа усă курнă. Тавăрса памалла мар субсидипе витесем тунă. Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьене саккунпа килĕшӳллĕн 60 сотăй çĕр уйăрса панă. Унпа выльăх апачĕ хатĕрлеме усă курасшăн. Ара, ялта выльăх усрамасăр пурнăçа сыпăнтарма йывăр. Надежда Николаевна малтан Таяпа Энтри шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентнĕ. Инçете çӳреме кăткăсран кайран ытти тытăмра тăрăшнă, ĕç тиркемен. Мăшăрĕ вырăнти "Эмметево" хуçалăхра вăй хурать. Çемьешĕн сăвакан икĕ ĕне усрани, вăкăр-тына ӳстерни, хур-кăвакал, кролик ĕрчетни ытлашши мар. Чăваш ачи ял апатне çисех спортсмен пулса çитĕнет.

"Çамрăк чух хам та самбо енĕпе кăсăкланнă. Ун чухне ирĕклĕ майпа кĕрешесси пулман. Анчах килте нумай ĕçлеме, уйра атте-аннене пулăшма тивнĕрен малалла каяйман", — палăртать Олег Николаевич. Çавна шута илсе-ши Лапшинсем ачисене ĕç тесе тренировкăсенчен хăвармаççĕ. Ăмăртусене яма та саппасра укçа тытма тăрăшаççĕ. Ачасене асламăшĕ те май çитнĕ таран пулăшать. "Ĕлĕк колхозра кашнине пĕрер гектар пай уйăрса панă, унта пайтах тар тăкмалла пулнă. Халĕ килти 20 сотăй çĕре çумкурăкран хамăр та тасатма пултаратпăр. Уншăнах ачасене спортран хăварас килмест. Пушă вăхăтра вĕсем те алă усса лармаççĕ", — хăйĕн шухăшне палăртрĕ амăшĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.