Комментари хушас

9 Пуш, 2017

Çут çанталăк тусĕсем

Йывăç-тĕме вĕсем яланах иккĕн лартма тăрăшаççĕ. Ку ĕçе ачисене те явăçтараççĕ. Капла пурнăç ăннине палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Геннадьевна. Мăшăрĕ Валерий Владимирович унпа килĕшет. Канаш районĕнчи Сителте пурăнакан Яковлевсен çемйи йышлă, 4 ача çитĕнет. Кĕçĕнни садике кăна çÿрет-ха. Хушма хуçалăхĕ те пуян вĕсен.

Йĕкелрен ÿстернĕ

Яковлевсен çырма çывăхĕнче çĕр лаптăкĕ пур. Унта сад йĕркелес тĕлĕшпе тĕрлĕ улма-çырла йывăçĕ ÿстереççĕ. Тепри пулсан хăйĕн пахчисĕр пуçне çумри тасамарлăха курмасть, асăрхамасть тейĕн. Ара, чылай çĕрте ял çынни çÿп-çапа çырма-çатрана вăркăнтарать. Сителте те çаплах пулнă. Людмила Геннадьевнăпа Валерий Владимирович пахча хыçĕнчи васана сахал мар тасатнă.

Кил хуçи пĕр вăхăт вăрман ĕçĕпе çывăх туслашнă. "Дружба" сысна комплексĕнче 14 çул вăй хунă хыççăн лесника вырнаçнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсем нумай йывăç лартнă. Киров ячĕллĕ колхозăн ун чухне икĕ лесник пулнă. Ĕçлеме пуçланă çулах Валерий Владимирович 11 га çинче хыр ларттарнă. Халĕ вăл çитĕнсе вăрман пулнă ĕнтĕ. Ял çыннисем унта кăмпана çÿреççĕ.

14 çул каялла йĕкелрен хунанă юмансем те тÿпенелле кармашаççĕ. Ун чухне кил хуçи тинтерех кăна çемье çавăрнă. Людмила Геннадьевна ыттисемпе пĕрле йĕкел пуçтарнине халĕ те астăвать. "Çав тери нумайччĕ. Ун пек тухăç пани унтанпа пулман та-тăр", — тет. Çав йĕкеле 5 га çинче тымарлантарнă. Анчах паян юман тăррисене хăшпĕри милĕк тума касать. Ăна акса ÿстерме хутшăннă хĕрарăма çакă пăшăрхантарать.

Валерий Владимирович 100-120 çулти юмансене Шупашкарти специалистсем ятарласа виçсе кайнине те аса илчĕ. Людмила Геннадьевна вара пахчана 5 хунав лартнине пĕлтерчĕ. "Малтан килте апла тума юраманнине илтнĕччĕ. Анчах ача садĕнчи ĕçтешĕм çак йывăç çынна вăй-хăват панине каланă хыççăн лартрăмăр", — терĕ вăл. Ытти хунава тăванĕсене, пĕлĕшĕсене валеçсе панă. Çавнашкал парне тума юратаççĕ Яковлевсем.

Аслă хĕрĕ кĕçĕннисене Хусана аквапарка илсе кайнă. Çемьепе килнĕрен унта ачасене йывăç хунавĕсем парса янă. Вĕсене çырмана лартас — выльăх таптаса е кăшласа амантма пултарать. Клуб ертÿçипе канашланă хыççăн хырсене ялти палăк тавра лартнă.

Пĕр çулхине йĕкел япăхрах шăтса тухнă вырăнта колхоз лесникĕ хыр ларттарнă. Хунавĕ ытлашши юлнине кура Валерий Владимирович тăван ял çывăхне симĕслентерме ирĕк ыйтнă. Унтанпа 10 çул ытла иртнĕ, йывăçсем ÿснĕ, халĕ раща ял халăхне кăмпапа савăнтарать. Яковлевсен ачисем ăна ашшĕ лартнине аван пĕлеççĕ, çакăншăн савăнаççĕ.

Людмила Геннадьевнăпа Валерий Владимирович вĕсене мĕн пĕчĕкрен йывăçа ытахальтен хуçса амантма, касма юраманнине вĕрентсе ÿстереççĕ. Тавралăха çÿп-çаппа варалани те çут çанталăка хисеплеменни пулнине ăнлантараççĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Николай йывăç чунне туйса çитĕннине пытармаççĕ. 8 класра вĕренекенскер унран тĕрлĕ япала касса кăларать.

 

Куç илеме юратать

Яковлевсен туслă çемйине çырма-çатрара йывăç-тĕм лартнăран çеç пĕлмеççĕ таврара. Туслă, пултаруллă, хавхалануллă пулнăран тăтăшах конкурссене хутшăнма ыйтаççĕ. 2013 çулта вĕсем "Çулталăк çемйинче" районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, республика шайĕнче хутшăнма тивĕçнĕ. Ачисем ашшĕпе амăшне выльăх, чăх-чĕп /кăркка, цесарка таранах усранă\ пăхма, ĕне сума та хаваспах пулăшаççĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕн çулсерен мĕнле те пулин çĕнĕ йывăç е пахчаçимĕç лартас килет. Пĕлтĕр сада катăркаспа, хура пилешпе пуянлатнă, малашне черешня хунаттарасшăн. Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан туя, уртăш лартасшăн, анчах вĕсене укçа парса туянмалла. Ачасем çитĕннĕ чух вăл çитсех пымасть. Любовь Геннадьевна пахчаçимĕçĕн тĕрлĕ сортне тĕрĕслет. Иртнĕ çул эрмен хăярне акнă. Вăл шурă тĕслĕ, кабачок пекех çитĕнчĕ тет.

Чечексемпе те туслă вăл. Малтанхи çулсенче пÿлĕмре вĕсем 90 чÿлмекре ÿснĕ. Аллергипе аптрама пуçласан пĕтерме тивнĕ. Юлашки вăхăтра урамра кăна çитĕнтерет.

Киров ячĕллĕ хуçалăхра мĕн ĕмĕр тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, ывăлне пĕччен пăхса ÿстернĕ Нина Яковлевна Яковлева та /хунямăшĕ\ çут çанталăк аслă та ăслă пулнине палăртать, вăрăм ĕмĕр парнеленĕшĕн тав тăвать. Валерий Владимирович вара вăрмана сывлăхпа тата сывлăшпа танлаштарать. Тепĕр чух çывăхри заводсен витĕмĕпе вăл вараланнине те туять. Мăшăрĕпе лартнă хыр-чăрăш хăрнине курать, вĕсене выльăх амантни те чунне ыраттарать. "Ватă йывăçсем тÿнеççĕ. Çуркунне вĕсене пуçтармалла, çырмана яланхиллех тасатмалла, вăхăт çитсен хăрнисене çĕннисемпе улăштармалла", — терĕ çут çанталăкăн чи çывăх тусĕсенчен пĕри.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.