Ирина КОШКИНА

11 Çĕртме, 2014

“Берлинти апат тутлă,анчах тăварлă”

Аэропортра халăх пасарти пек хĕвĕшет: пĕри самолета ĕлкĕресшĕн васкать, тепри çывăх çыннисем таврăнасса кĕтет... Акă «Домодедово - Тегель» рейспа вĕçекенсене тĕрĕслев пунктне хăвăртрах пыма чĕнчĕç.

22 Çу, 2014

Алă усса ларма юратман Хĕрлĕ Чутайсем

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулне тĕрлĕ ялта пурăнакан пилĕк çĕре яхăн ача çул такăрлатать. Кунта çитĕнекен ăру валли тĕрлĕ енлĕн аталанма пур услови те пур: ачасем физкультура урокĕнче эрнере пĕр хут физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ, тĕрĕс ишес енĕпе хăнăхаççĕ. Унсăр пуçне арçын ачасене вăтам класранах салтак пурнăçне хатĕрлеççĕ. Шкулта кашни çулах «Пирĕн хушăмăрти талант» конкурс иртет. Пур ача та сцена çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Чылай ялти ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине районти тĕп шкула яма тăрăшать.

8 Çу, 2014

Раççей шайĕнче çĕнтерессе шанман

Вĕрентекенсем тăрăшнипе, ачасем хăйсем пулăшнипе хальхи вăхăтра чылай шкул хăйĕн хаçатне кăларать. Редколлегире ытларах вăтам, аслă классенче вĕренекенсем. Вĕсемех кирлĕ информацие пухса тусĕсене çĕнĕ те кирлĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Шкулти хаçат ĕçĕ мĕнлерех йĕркеленет-ши? Вăл вулакансене тивĕçтерет-и? Çак тата ытти ыйту хуравне пĕлмешкĕн Комсомольски районĕнчи Комсомольскинчи 1-мĕш шкула çитрĕм. Кунта вĕренекенсем тÿрех икĕ хаçат кăлараççĕ. Вĕсенчен пĕри Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра призерсен шутне те кĕнĕ.

30 Ака, 2014

Ăста алăсем ытларах технологи урокне юратаççĕ

"Ачана шкул çулĕсенчех пур енлĕн аталантармалла", – çирĕплетеççĕ психологсем. Ун пекки пултаруллă та ăслă пулать, лайăх паллăсемпе вĕренет, тĕрлĕ конкурса хутшăнать.

17 Ака, 2014

Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван?

Черетлĕ çул çÿревпе Чĕмпĕр чăвашĕсем патĕнче пулма тÿр килнишĕн питех те савăнтăм. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тата Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Çак илемлĕ ялсенче чăваш çемйи чылай. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене тăван чĕлхепе калаçма, йăла-йĕркене пăхăнма вĕрентет.

Pages