Раççей шайĕнче çĕнтерессе шанман
Вĕрентекенсем тăрăшнипе, ачасем хăйсем пулăшнипе хальхи вăхăтра чылай шкул хăйĕн хаçатне кăларать. Редколлегире ытларах вăтам, аслă классенче вĕренекенсем. Вĕсемех кирлĕ информацие пухса тусĕсене çĕнĕ те кирлĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Шкулти хаçат ĕçĕ мĕнлерех йĕркеленет-ши? Вăл вулакансене тивĕçтерет-и? Çак тата ытти ыйту хуравне пĕлмешкĕн Комсомольски районĕнчи Комсомольскинчи 1-мĕш шкула çитрĕм. Кунта вĕренекенсем тÿрех икĕ хаçат кăлараççĕ. Вĕсенчен пĕри Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра призерсен шутне те кĕнĕ.
"Урок вăхăтĕнче коридорта хаçат вуланă"
Кунта тĕрлĕ халăх ачисем вĕренеççĕ. Тен, çавăнпах ытларах вырăсла калаçнине илтме пулать. Чăвашла та шăкăртаттарса калаçаççĕ-ха кунта... Тутар ачисем. Нумай пулмасть район шайĕнче иртнĕ "Чăваш пики" конкурсра шкул чысне тутар хĕр ачи Надия Абинова хÿтĕленĕ. Мĕн тетĕр? Хăйĕнпе паллаштарнă чухне те вăл чăвашла калаçнă, йăла-йĕркене еплерех пĕлнине кăтартнă. Çапла вăл "Ăслă пике" номинацире çĕнтерсе вице-пике ята çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне шкул ачисем кашни çулах чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăра палăрса республикăра призерсен шутне кĕреççĕ.
Шкулта чылай çул "Шкул калемĕ" кружок ăнăçлă ĕçлет. Кунта çÿрекенсем журналистикăра пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ: вĕрентекенсемпе вĕренекенсене тĕрлĕ хыпарпа паллаштараççĕ. 2007 çулта шкул 150 çул тултарнине анлăн уявланă Каçалсем. "Шкул калемĕ" кружока ертсе пыракан Владимир Геннадьевич Гордеев уяв умĕн хаçат кăларнă çĕре кружок ĕçченĕсене те явăçтарнă. Паллах, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Владимир Геннадьевич та хаçата йĕркеленĕ хушăра унăн формине тупма çăмăлах пулманнине палăртать. Çак çулсенче район шкулĕсенче тухакан хаçатсем пÿрне хуçлатса шутламалăх çеç пулнă-çке. Çапах та пуçăннă ĕçе вĕçне çити тумалла. Хаçат мĕнлерех форматпа тухнине шухăшласа тупсан ĕç майĕпен йĕркеленсе кайнă. Çапла "Çутă хăвăртлăхĕпе" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă.
– Шкул юбилейне халалланă пĕрремĕш номер чăвашла пичетленсе тухрĕ. Малалла икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ. Шкулта тĕрлĕ халăх ачисем вĕреннĕрен ытларах вырăсла çыратпăр. Пĕр чĕлхепе çеç тухсан ăна никамах та вуламĕ, – палăртать кружок ертÿçи Владимир Гордеев.
Вăхăт иртсен хаçат ячĕ улшăннă. Хальхи вăхăтра вăл "Шкул хыпарĕсем" ятпа тĕрлĕ тĕспе пичетленет. Паянхи куна унăн пурĕ 41 номер кун çути курнă. Уйăхра пĕрре тухакан хаçатра тĕрлĕ хыпар вуласа пĕлме пулать. Ара, редколлеги членĕсем çеç мар, ытти ачасем те "Шкул хыпарĕсене" тĕрленчĕкпе, статьяпа, сăн ÿкерчĕкпе пуянлатма тăрăшаççĕ-çке. Кружока ытларах 8-11-мĕш класра вĕренекенсем çул такăрлатаççĕ. Вĕсен хушшинче чăваш, вырăс, тутар ачисем.
– Кашниех яваплă ĕçе йĕркеленине ăнланать. Ачасем çырас ăсталăха та ÿстереççĕ, материал хатĕрленĕ вăхăтра вара çынпа хутшăнма вĕренеççĕ. Сăмахран, интервью илесси вăл – чи йывăрри. Калаçнă хушăра тĕрлĕ фактсене тупма пĕлмелле, вулакан патне илсе çитерме тăрăшмалла. Ачасем майĕпен çакна хăнăхса пыраççĕ. Малтанах эпир планпа палăртса пуçтарнă материала калăплатпăр. Макет хатĕрлесе вăл е ку тĕрленчĕке, сăн ÿкерчĕке хăш тĕле вырнаçтармаллине сÿтсе яватпăр. Текстра йăнăшсем пуррине те пăхма манмалла мар, – ăнлантарать Владимир Геннадьевич.
"Шкул хыпарĕсем" хаçата пурте юратса "шĕкĕлчеççĕ". Шкула кĕрсенех стена çинче курма пулать ăна. Килен-каякан ăна нихăçан та вуламасăр пăрăнса утмасть. Уйрăмах тăхтавра шăв-шав хаçат патĕнче. Пурте хыпарсемпе паллашасшăн çунаççĕ. Урок вăхăтĕнче те, тĕлĕнмелле пулин те, коридора тухнă пĕр ача ятарласа хаçат вулама кайнă тĕслĕх те пулнă.
"Ĕçе конкурса тăратнă хыççăн ун пирки маннă"
Кăçал пирĕн çĕр-шывра Олимпиада иртнине пĕлмен çын та çук пулĕ. Тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсем те çынсене спорт хыпарĕсемпе тăтăшах паллаштарчĕç. "Шкул калемĕ" кружок ăстисем те хамăр çĕр-шыв спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем, ăнăçсăр саманчĕ-сем çинчен хаçатра çутатма тĕллев лартнă. Олимп вăййисене халалланă вун сакăр номер пичетленсе тухнă. Ирхине шкула килекен кашни çын Олимпиада хыпарĕ-семпе паллашма пултарнă. Пухмачра мĕн чухлĕ медаль? Пирĕн спортсменсем йĕлтĕр спортĕнче палăрнă-и? Редколлеги пĕрремĕш страницăра яланах чи пысăк пулăм пирки çырнă материалпа пĕрле спортсменсен сăн ÿкер-чĕкĕсене лартнă. Хаçат ĕçченĕсем ытларах Интернетпа усă курнă, унти статьясене тишкерсе тухса хаçат валли кĕске тĕрленчĕк хатĕрленĕ.
Олимпиада иртнĕ хыççăн информатика вĕрентекенĕ Петр Васильевич Родионов Интернетра "Нева калемĕ" конкурс çинчен вуласа пĕлнĕ. Сăмах май, "Шкул хыпарĕ-сем" хаçатра Олимпиадăпа çыхăннă материалсене те Петр Васильевич пухнă. Çулленех иртекен конкурса пулас журналистсене пултарулăха аталантармашкăн, çырас ăсталăха ÿстермешкĕн йĕркеленĕ. Вăл Санкт-Петербургри сервиспа экономика патшалăх университечĕ пуçарнипе ăнăçлăн ĕçлет. Кăçал конкурса Сочире иртнĕ Олимпиадăпа çыхăнтарнă.
– Конкурс йĕркисене пăхса тухнă хыççăн "Спорт пирки чи лайăх материал" номинацие хутшăнма ярса патăмăр. Тĕрĕссипе, кун пирки манса та кайнăччĕ. Вăхăт иртсен сайта кĕтĕмĕр те хамăр шкул призерсен шутĕнче пулнине куртăмăр, – йăл кулать "Шкул калемĕ" кружок ертÿçи.
"Шкул хыпарĕсем" хаçат номерĕсене кашни çулах тĕрлĕ конкурса ярса панă кружок ăстисем. Çуллен Çĕнĕ Шупашкар хаçачĕ йĕркеленĕ конкурса хутшăнма тăрăшнă. "Нева калемĕ" конкурсра Комсомольскинчи 1-мĕш шкул хаçачĕ иккĕмĕш вырăна тухни пурне те тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та.
– Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче ытларах хула шкулĕнче вĕренекенсем тата вĕсен хаçачĕсем. Конкурса уйрăмах Курск облаçĕнче, Крымра пурăнакансем хастар хутшăннă. Урăх çĕр-шыв çыннисем те, сăмахран, Латвирен кăмăл тунисем те пурччĕ. Паллах, кун йышши конкурсра хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарни – пысăк чыс, – çирĕплетет Владимир Геннадьевич Гордеев.
Паллах, шкул чысне Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра çÿллĕ шая çĕклени республикăшăн та хаклă пулăм. "Шкул калемĕ" кружок ĕçченĕсем çак çĕнтерÿпе çеç çырлахасшăн мар-ха. Вĕсем ытти конкурса та хастар хутшăнма тĕллев лартнă. Мал ĕмĕтлĕ кружок ĕçченĕсем çу уйăхĕн-че районта шкул хаçачĕсен фестивальне йĕркелесшĕн. Çак пуçарăва администрацире вăй хуракансем те ырланă. "Ытти шкулсем еплерех ĕçленине пĕлес килет. Тен, вĕсенчен вĕренмелли пур. Ачасене пухса тĕрлĕ мастер-класс, пултарулăх ăмăртăвĕ йĕркелесшĕн", – ăнлантарать "Шкул калемĕ" кружок ертÿçи.
Çак кунсенче Санкт-Петербургра савăнăçлă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Комсомольскинчи 1-мĕш шкул коллективĕ те çак уява хутшăннă.
Комсомольски районĕ,
Комсомольски.