Комментари хушас

30 Ака, 2014

Ăста алăсем ытларах технологи урокне юратаççĕ

"Ачана шкул çулĕсенчех пур енлĕн аталантармалла", – çирĕплетеççĕ психологсем. Ун пекки пултаруллă та ăслă пулать, лайăх паллăсемпе вĕренет, тĕрлĕ конкурса хутшăнать.

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕнче те кашни шăпăрлана вĕренÿсĕр пуçне спортпа туслаштарма тăрăшаççĕ, пултарулăха аталантаракан кружоксене çÿреме явăçтараççĕ. Акă иккĕмĕшсенех илер. Арçын ачасемпе хĕр ачасем тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлама, анлă та кăшт кăткăсрах текстсене те вулама хăнăхса пыраççĕ кăна-ха. Ку ĕçре вĕсене класс ертÿçи Луиза Ивановна Данилова та, ашшĕ-амăшĕ те чылай пулăшаççĕ. Ачасен чи юратнă предмечĕ вара – технологи. Луиза Ивановна каланинчен çакă паллă: иккĕмĕш класрисем пурте вак-тĕвекрен илемлĕ япаласем ăсталама, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа ÿкерме кăмăллаççĕ. Класс ертÿçи ятарласа "Ал ăстисем" кружок та йĕркеленĕ. Халĕ ачасен ĕçĕсем класа илемлетеççĕ: стенд çинче – тĕрлĕ ÿкерчĕк, çÿлĕксем çинче – хуçалăхра усă куракан тĕрлĕ вак-тĕвекрен ăсталанă япала.

Уроксем хыççăн ачасем киле кайма вас-камаççĕ иккен: парта çине кирлĕ "инструмента" кăларса хураççĕ те ĕçе пуçăнаççĕ! Кам мĕн ăсталама пултарать. Пушă пластмасс кĕленчерен те, хур-кайăк тĕкĕнчен те, шур мамăкран та, хутран та тĕлĕнмелле япала хатĕрлеççĕ. Хăшĕ-пĕри вара тĕрлĕ тĕслĕ кăранташпа, сăрăпа ÿкерме маçтăр. Кашнийĕ хăйĕн ĕçĕсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнать.

Вăл е ку япалана еплерех ăсталамаллине вара Луиза Ивановна Интернетра тата ятарлă кĕнекере шырать. Хăш чухне "Тетте" журналта та тĕрлĕ конструкци тупса класĕ- пех çав япалана хатĕрлеççĕ. Ачасем те вĕрентекен ĕçне çăмăллатма тăрăшаççĕ: хăйсем те тĕрлĕ хаçат-журнал йăтса килеççĕ, ашшĕ-амăшĕнчен канаш ыйтаççĕ. Çывăх çыннисем те тĕпренчĕкĕсене хавас-пах пулăшаççĕ.

 

Çĕмĕрле районĕ, Юманай шкулĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: ачасен ĕçĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.