Ирина КОШКИНА

12 Нарăс, 2015

Татьяна Ларина, Михаил Кутузов... утаççĕ Шупашкар урамĕпе

Психологсемпе астрологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пепкен шăпи ăна еплерех ят панинчен чылай килет. Тĕрлĕ сериал куракан ашшĕ-амăшĕ пĕр вăхăт тĕпренчĕкĕсене Кармелита, Ефросинья хучĕç. Юлашки вăхăтра ĕлĕкхи ятсем модăна кĕни куçкĕрет: урамра Лука, Матвей, Тимофей, Ульяна, Варвара, Ярослава чупса çÿреме тытăнчĕç. «Буратино» мультфильмри кăвак çÿçлĕ Мальвинăна килĕштернĕрен хĕрачасене çавнашкал ятпа çыртарма пуçларĕç. Хăюллă та патвар Добрыня Никитичсем те тупăнчĕç. Паллах, малтанах унашкаллине илтсен тĕлĕннине пытараймастăн.

5 Нарăс, 2015

“Ăслăлăх - пĕтĕм пурнăçăм”

"Наука çитĕнĕвĕ - вăхăтлăх ĕç тата ăс-тăн хăюлăхĕ", - тенĕ XVII-XVIII ĕмĕрсенче пурăннă Вольтер. Унтанпа сехет йĕппи миллион-миллион хут çаврăнса çĕнĕ технологисен саманине илсе çитернĕ. Тĕнчипех паллă француз философĕ Вольтер çак сăмахсене малашне мĕн пуласса пĕлсех каланăн туйăнать.

29 Кăрлач, 2015

Паллă Татьянăсем аса илеççĕ...

Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çак праçникĕн историйĕ XVIIIĕмĕртех вăй илет. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Малтанах студентсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, кайран хулара уçăлса çÿренĕ.

29 Кăрлач, 2015

Чиркÿ сукмакне такăрлатаççĕ виçĕ ывăлĕпе пĕрле

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче 5-мĕш курсра ăс пухакан Фотиния Хамзина мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă тума хăнăхнă. Пике учитель е тухтăр пулма ĕмĕтленмен, ашшĕпе амăшĕн, пурнăçĕсене чиркÿпе çыхăнтарнăскерсен, çулĕпе утнă.

19 Раштав, 2014

Хĕл Мучи чирлĕ ачасене пулăшасшăн

Чи асамлă уявсенчен пĕри - Çĕнĕ çул - çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Хăйне евĕр праçнике ачасем çеç мар, студентсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çук, парне илессишĕн мар. Пачах урăх сăлтавпа. Ара, чылай яш-хĕр Çĕнĕ çулта уявăн чи хаклă хăни пулса тăрать-çке. Çамрăксен сесси умĕн вăхăт сахал пулин те вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пике тумĕсене тăхăнса пĕчĕккисене савăнăç кÿме тăрăшаççĕ. Хальхинче "Студентсен утравĕн" тĕпелне ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ăс пухакан Владислав Московцева йыхравларăм.

Pages