Ирина КОШКИНА

19 Раштав, 2014

Хĕвелтухăç ташши туйăмлăха вăратать

Кашни студент хăйĕн кун йĕркине палăртать: пĕрин вĕренме çÿремелле, теприн ĕçе çитсе килмелле. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупмалла. Хальхи вăхăтра аталанмашкăн тĕрлĕ кружок-секци ĕçлет. Ачаранпах кăмăлланă чун киленĕçĕ вара нихăçан та манăçмасть.

12 Раштав, 2014

Тренер çук пулин те...

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратма тăрăшать, çитĕнÿ патне ăнтăлма хистет.

5 Раштав, 2014

Культура çурчĕ çук, мунча пур

Чылай чухне çамрăксем алла диплом илсен тăван тăрăха таврăнманнишĕн пăшăрханса сурчăк сирпĕтсе кăшкăракансем тупăнаççĕ. "Сирĕнсĕр ял сывламасть, хуçалăх аталанмасть", - теççĕ. Паллах, кунпа килĕшетĕп.

5 Раштав, 2014

Укçа тесен вилнĕ çын та хускалнă

Камит пурнăç çинчен шухăшлама хистет. Мĕн вăл телей? Çак ыйтăвăн хуравне шыракан чылай. "Çывăх çынсем çумра пулнинчен телейли нимĕн те çук", - тетпĕр. Пĕрисем укçа çителĕксĕррине пула савăк пурнăç хура куна çаврăннине ĕнентереççĕ. "Укçа-тенкĕ чи пĕлтерĕшли мар", - калаççĕ теприсем.

28 Чÿк, 2014

“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”

"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ.

Pages