Культура çурчĕ çук, мунча пур

5 Раштав, 2014

Чылай чухне çамрăксем алла диплом илсен тăван тăрăха таврăнманнишĕн пăшăрханса сурчăк сирпĕтсе кăшкăракансем тупăнаççĕ. "Сирĕнсĕр ял сывламасть, хуçалăх аталанмасть", - теççĕ. Паллах, кунпа килĕшетĕп. Çав вăхăтрах мана тепĕр ыйту канăç памасть: çамрăксен ĕçленисĕр пуçне канас та килет-çке! Чылайăшĕн ташă каçĕсене çÿресе илемлĕ кĕвĕ çеммипе авкаланас кăмăл пур. Шел те, республикăри хăш-пĕр ял-салара кун пек услови çук. Етĕрне районĕнчи Çуткассинче пачах урăх лару-тăрăва курма май пулчĕ. Кунта клуб çурчĕ ларать-ха, анчах унта 3 çул ытла çутă çук.

Çуткасси тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Тавралăхпа киленсе кунĕпех утма хатĕрччĕ. Анчах хамăр мĕн тĕллевпе килни аса килчĕ. Çамрăксен ура хуçса ташласа чуна кантармалли вырăн çукки питех те пăшăрхантарчĕ. Тепĕр тесен, яш-хĕрĕн ирĕклĕ пурнăçĕ çакăнтан пуçланать: вĕсем кафе-хупаха çул такăрлатса ĕçке ярăнаççĕ е машинăпа пĕр ял кĕрлеттерсе çÿреççĕ. Хупах тенĕрен... Çуткассинче лавкка ĕçлемест. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.