Ирина КОШКИНА

5 Авăн, 2014

Робототехника тĕнчи илĕртет

Пур енлĕ аталанакан ачана кирек ăçта та ăнăçу кĕтет. Вăл фестиваль конкурса, ăмăртăва хутшăнать-и - çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ патне талпăнать. Юлашки вăхăтра çитĕнекен ăру вăхăта компьютер умĕнче ирттерет. "Вăйă серепине" лекнĕскерсем нимĕнпе те интересленмеççĕ.

5 Авăн, 2014

Тĕрлĕ техника ăсталама вĕрентет

«Пултаруллă çын пур çĕре те ĕлкĕрет», - тенĕ ваттисем. Ку сăмахсене Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче пурăнакан Иван Матвеев пирки каланăн туйăнать. 64 çулти Иван Петрович алă усса ларакансен йышшинчен мар: вăл ачасене харăсах виçĕ предмет вĕрентет, чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать.

29 Çурла, 2014

Эстонире те чăвашлăха манмаççĕ

Республикăри хăш-пĕр районта уявсене чăваш йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн ирттерекенсем пур. Купăс тăссан наци тумне тăхăннă хăнасем такмак каласа савăнаççĕ, ура хуçса ташлаççĕ... Йăла-йĕркене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем те тытса пыраççĕ.

15 Çурла, 2014

Витри-витрипе сĕт йăтаççĕ, укçине сахал илеççĕ...

«Ĕне - çур пурнăç», - тенĕ ваттисем. Çак выльăх паракан сĕтпех кун кунлама пулать-çке. Унран уйран та, çу та, тăпăрчă та... хатĕрлетпĕр! Веçех хамăрăн, ялти. Вăл пахарах та, чылай тутлăрах та. Хуçалăхра ĕне тытакансенчен чылайăшĕ укçа тăвас тĕллевпе сĕте сутать. Хăшĕ - уйрăм çынсене, хăшĕ - райпо лавккине.

Pages